Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Тӗрӗк ҫамрӑкӗсен курултайӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 21.12.2012 22:43 | 1633 хут пӑхнӑ

Нумай пулмасть, раштавӑн 16–19-мӗшӗсенче Турцири Истамбулта Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен 15-мӗш Аслӑ пухӑвӗ-курултайӗ иртрӗ. Маларах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, унта Чӑваш Республикинчи делегатсем те хутшӑнчӗҫ. Пирӗн тӑрӑхран Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн пайташӗсем кайрӗҫ — Олег Цыпленков, Илтимер Ефремов, Николай Плотников тата Светлана Иванова юрӑҫ.

Кӑҫалхи пухура Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен курултайне ирттерме пуҫланипе 20 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ, хӑй пухӑвӗ те шучӗпе 15-мӗш пулчӗ.

Курултайра ҫамрӑк журналистсен тата тӗрӗк хӗрарӑмӗсен пӗрлешӗвӗсене йӗркелерӗҫ, ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Ытти ыйтусене илес пулсан кунта уйгурсен йывӑрлӑхӗ ҫинчен (Китай вӗсене хӑйсен саккунӗпе пурӑнтарас тесе вӑйлӑ пусмӑрлать иккен), Раҫҫейре йышӑнма палӑртнӑ вӗренӳ саккунӗ пирки, Ирак патшалӑхӗнчи турккӑсен йывӑрлӑхӗ ҫинчен (курдсем хуҫаланнӑ май вӗсене йывӑр килет), карачайсемпе черкессен ҫӗрӗсене туртса илни ҫинчен, якутсен ҫӗрӗнчи экологи пирки калаҫрӗҫ. Лайӑх пурнӑҫпа, пӗр йывӑрлӑхсӑр пурӑнакансем те пулчӗҫ — сӑмахран, Румыни тутарӗсем хӑйсене патшалӑхра лайӑх туяҫҫӗ. Курултайра ҫавӑн пекех малашне спорт программине те кӗртмелли пирки, тӗнче тетелӗнчи сайта анлӑрах усӑ курасси пирки сӗнӳсем пулчӗҫ.

Яланхи пекех кашни кун концертсем пулчӗҫ — кашни халӑх хӑйӗн юрри-ташшипе паллаштарчӗ. Кашни юрӑҫа, кашни ташӑҫа куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ! Кунашкал концертсене курнӑ хыҫҫӑн тӗрӗк халӑхӗсен тӗнчи аслӑ пулни тӳрех паллӑ.

Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлӗхне 1992 ҫулта Хусанта йӗркеленӗ. Унта 18 патшалӑхри 36 халӑх, 40 ытла организаци кӗрет. Пӗрлӗхӗн девизӗ валли вара чӑваш халӑх сӑвӑҫин Петӗр Хусанкайӑн йӗркисене илнӗ: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»

#Турци, #курултайсем, #вӗренӳ, #тӗнчере

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем