Республикӑра кӗҫех цифра телекуравӗ ӗҫлесе каяссине, аналог телекуравне пӗтерессине сайтра пӗлтернӗччӗ. Тӳлевсӗр 20 канала курас тесен DVB-T2 цифра приставки, антенна лартмалла. Вӗсене вара укҫалла туянмалла.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене цифра телекуравне куҫмашкӑн компенсаци парӗҫ. Ку проекта ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хатӗрленӗ.
Цифра телекуравӗн сигналне йышӑнма пултаракан ялсенче пурӑнкансен компенсацийӗ 1750 тенкӗрен нумайрах пулмӗ. Чӑваш Енре 83 ялта цифра телекуравӗн сигналӗ ҫук. Ҫавна май унта пурӑнакан ветерансемпе сахал тупӑшлӑ ҫемьесен компенсацийӗ 6500 тенкӗрен ытларах пулмӗ. Ку укҫана спутник телевещанин тата конвертерлӗ спутник антеннин сигналне илме пултаракан хатӗр-хӗтӗр туянма парӗҫ.
Пӗр хутчен тивӗҫекен тӳлеве кӑҫал ҫӗртмен 30-мӗшӗччен парӗҫ. Ҫак тӗллевпе республикӑра 9,6 миллион ытла тенкӗ кирлӗ пулӗ.
Чӑваш Енри тата тепӗр шӑпӑрлан «Лучше всех» (чӑв. Пуринчен те лайӑххи) телешоура ӳкерӗннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл телекӑларӑма Пӗрремӗш каналпа вырсарникун каҫсерен кӑтартаҫӗ. Ӑна Алексей Галкин шӳт ӑсти ертсе пырать. Раштавӑн 23-мӗшӗнчи телекӑларӑмра 3 ҫулти Мария Александровӑна кӑтартрӗҫ. Вӑл Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулинчи паллӑ вырӑнсемпе паллаштарчӗ. Унпа Максим Галкин «тӗнчери чи ҫамрӑк экскурсовод» тесе паллаштарчӗ.
Кӑларӑма ача ашшӗ-амӑшӗпе тата хреснашшӗпе-хреснамӑшӗпе пынӑ. Хӗрачан ҫулталӑкри Глеб шӑллӗне те аслисем пӗрле илнӗ.
Шупашкарта пуринчен ытла мӗн килӗшни пирки телеертӳҫӗ ыйтсан Маша: «Диван», — тесе хуравларӗ. Мускавра ӑна, амӑшӗ Ксения каланӑ тӑрӑх, Василий Блаженный чиркӗвӗ килӗшнӗ.
Чӑваш Енри, тата тӗрӗсрех каласан, Шупашкарти Роза Максимова ятлӑ хӗр ТНТ телеканалпа кӑтартакан «Дом 2» (чӑв. Пӳрт 2) проека хутшӑнать. Анчах нумаях пулмасть ӑна унтан кӑларса ярас патне ҫитнӗ. Ҫакӑ черетлӗ сасӑлав хыҫҫӑн палӑрнӑ. Ун вӑхӑтӗнче чылайӑшӗ, пурӗ 19 ҫын, Роза Максимовӑна хирӗҫ пулнӑ.
Шупашкар хӗрне ҫапах та ӑннӑ. Ӑна иммунитет текеннине туртса кӑларма сӗннӗ те — Розӑна хайхи лекнӗ. Малтанах вӑл хӑйне панӑ ҫав мелпе усӑ курасшӑн та пулман. Анчах Ольга Бузова ертӳҫӗ ӑна иммунитет туртса кӑларма хистенӗ. Вӑл (хӳтлӗх) лексен те, лекмесен те пултарать. Шупашкар хӗрне Роза Максимовӑна, ав, ӗнерхи телекӑларӑмра ӑннӑ. Апла пулсан «Дом 2» хӑйне евӗр проекта вӑл малалла та хутшӑнӗ.
Чӑваш Енре тинех мӗнпур вырӑнта цифра телекуравӗн иккӗмӗш мультиплексне хута янӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата масӑлла коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланине ӗненсен, халӗ цифра телекуравне, тепӗр майлӑ каласан тӳлевсӗр 20 канала, пысӑк пахалӑхпа пирӗн республикӑри халӑхӑн 99 процентне курмалла туса панӑ.
Аса илтерер, цифра телекуравӗ ҫине пирӗн ҫӗршывра виҫӗ тапхӑрпа куҫарӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансем валли ҫак вӑхӑт 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитӗ.
Ҫӗнӗлӗх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен СМОТРИЦИФРУ.РФ сайта кӗрсе вулама е 8-800-220-20-02 телефон номерӗпе шӑнкравласа (уншӑн укҫа тытса юлмӗҫ. Вӑл тӳлевсӗр хӗрӳ лини) ыйтма пулать.
Шупашкарта пурӑнакан Екатерина Бухтоярова Пӗрремӗш телеканалпа пыракан «Давай поженимся» (чӑв. Атя пӗрлешер) кӑларӑма хутшӑннӑ.
Хулари ритуал пулӑшӑвӗнче церемониймейстер пулса ӗҫлекенскер 2017 ҫулта та телекӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Пӗрремӗш хут унта кайма хӗрӗ сӗннӗ иккен. Хӗрарӑм мӑшӑрӗпе 12 ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ. Мӗн ватӑлса пурӑниччен пӗрле пурӑнма упӑшка тупас шанчӑкпа вӑл Мускава кайнӑ. Унччен вӑл хӑйӗнпе паллаштаракан пысӑках мар видеоролик ӳкерсе ярса панӑ. Телекӑларӑмра паллашнӑ арҫынпа пӗр вӑхӑт ҫыхӑну тытнӑ хыҫҫӑн сукмакӗсем икке пайланнӑ.
Екатерина Бухтояровӑна телешоу ӗҫченӗсем хальхинче хӑйсем чӗннӗ иккен. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи кӑларӑмра ӑна 2018 ҫула ӑсатнӑ май сӑмах калама ыйтнӑ.
Раҫҫейӗн мӗнпур регионӗнче цифра телекуравӗ ҫине ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи малтанхи вунӑ кунта куҫарӗҫ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Каярах ку вӑхӑт каярах ҫитессине хыпарларӗҫ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗлӗх илтрӗмӗр. Чӑваш Енре цифра телекуравӗ ҫине 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫеҫ куҫӗҫ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑлла коммуникацисен министерстви чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Мускавра телерадиовещание аталантарас енӗпе правительство комиссийӗн ларӑвӗ иртни пирки пӗлтернӗ. Унта аналог телекурава хӑш регионта хӑҫан сӳнтерессине ҫирӗплетнӗ иккен. Ҫӗршывра ҫак ӗҫ виҫӗ тапхӑрпа пулса иртӗ. Чӑваш Ен иккӗмӗш черетри регионсен шутне кӗнӗ. Пирӗн патра цифра телекуравӗ ҫине 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн куҫарӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывра цифра телекуравӗ ҫине куҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Анчах ҫак ӗҫе малтан палӑртнӑ пек 10 кунта пурнӑҫламӗҫ. Пӗчӗкшерӗн. Ҫапла Раҫҫей Правительстви шайӗнче йышӑннӑ.
Цифра телекуравӗ ҫине нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗ хыҫҫӑн куҫарма тытӑнӗҫ. Мӗнпур ӗҫе ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн.
Чӑваш Ене илсен чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Улатӑр, Патӑрьел, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ районӗсенче иккӗмӗш мультиплекса сӑнав мелӗпе ӗҫлеттерсе янӑ. Хальхи вӑхӑтра пӗрремӗш мультиплекс пур ҫӗрте те пур-ха. Ҫулталӑк вӗҫлениччен иккӗмӗш мультиплекса республикипех хута яма палӑртнӑ.
Пӗрремӗш мультиплекса «Пӗрремӗш канал», «Раҫҫей 1», «Матч ТВ», НТВ, «Пиллӗкмӗш канал», «Раҫсей К», «Раҫҫей 24», «Карусель», ОТР, «ТВ ЦЕНТР» кӗреҫҫӗ; иккӗмӗш мультиплекса — «РЕН ТВ», «Спас», «СТС», «Домашний», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «Муз-ТВ», «ТВ-3».
«Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Чӑваш Енре ачасем валли чӑвашла телекурав пулӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Ҫапла тума ӑна Тутарстанра «Шаян ТВ» телеканал йӗркелени хистенӗ курӑнать. Тутар ачисем валли тӑван чӗлхепе талӑкӗпе ӗҫлекен телеканала чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче уҫнӑ.
«Idel.Реалии» МИХа Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерствинчен хуравланӑ. Михаил Анисимов министр алӑ пуснӑ хуравра Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн эфирӗнче ачасемпе ҫамрӑксем валли тухакан кӑларӑмсем мӗнпур калӑпӑшӑн чӗрӗк пайне йышӑнаҫҫӗтесе пӗлтернӗ. Вӗсен йышӗнче чӑвашла тухаканнисем те пур тенӗ. Кӑҫал мультфильмсемпе ача-пӑча киноне чӑвашла куҫарман иккен. Ачасем валли хатӗрлекен кӑларӑмсен шутне ҫитес ҫулсенче ӳстерес шухӑшлине пӗлтернӗ.
Шупашкарти мӑшӑр «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ туй» проекта хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, Чӑваш Енри Софья ятлӑ хӗре (вӑл ял хӗрӗ иккен) тата Мускавран ун патне ҫураҫма персе ҫитнӗ Дениса ӗнер 19 сехетре эфира тухнӑ телекӑларӑмра кӑтартрӗҫ.
Пирӗн ентешсен туйӗ ҫутҫанталӑкра иртрӗ. Мӑшӑрланма вӗсем 500 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Проекта хутшӑнакан пӗр мӑшӑр туй ирттерме, сӑмах май, 2 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ. Ют хуларан килнӗ, конкурса хутшӑнакан хӗрсем Софья туйне тиркесе калаҫрӗҫ. Пӗрне унӑн платйи килӗшмен иккен, теприне — ӗҫме-ҫиме. Каччине хурлакан та пулчӗ, туя саманчӗсене пӑрахӑҫлама хӑтланни те. Проектри икӗ хӗр туя тиркесе пӑрахса кайрӗҫ.
Апла пулсан та Софьяпа Денис иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Анчах вӗсем телекӑларӑмӑн романтика ҫул ҫӳревне каяймӗҫ. Ку парне мала тухакан мӑшӑра лекет.
Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывра аналоглӑ телекурава пӑрахӑҫлама тытӑнӗҫ. Ҫакӑ ҫӗнӗ ҫулти малтанхи вунӑ кунта пулса иртессине эпир хыпарланӑччӗ. Ҫӗнӗлӗх пирки, аса илтерер, Раҫҫейӗн цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Алексей Волин пӗлтернӗччӗ.
Раҫҫей цифра телекуравӗ ҫине йӑлтах куҫасшӑн. Малтанласа ҫак тапхӑра ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнах палӑртнӑччӗ. Халӗ ҫак вӑхӑта икӗ эрне каяраха куҫарасси паллӑ. Кун пирки Алексей Волин «Известия» хаҫата пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫакӑ цифра телекуравӗ курма кирлӗ оборудовани туянма ҫынсене ытларах вӑхӑт парас тенипе ҫыхӑннӑ. Аса илтерер, кивӗ йышши телевизорсем валли приставка тата антенна туянмалла, dvd плеерлӑ ҫӗнӗ йышшисем валли — антенна ҫеҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |