
Иртнӗ канмалли кунсенче Шупашкарти шкул ачине «Голос. Дети» кӑларӑмра кӑтартнӑ.
15 ҫулти Дмитрий Еремеев жюри умне Евгений Трофимов репертуарӗнчи «Самолеты» юрӑпа тухнӑ.
Анчах, шел те, пирӗн ентеш тепӗр тапхӑра лекеймен. Владимир Пресняков унӑн куҫӑм тапхӑрӗ пулнӑ май сасси улшӑнса пынине каланӑ. Дима Билан пирӗн ентеше мухтанӑ, ӑнӑҫу суннӑ.

Шупашкарти Иван Смелов ТНТпа кӑтартакан «Погоня» экстремаллӑ шоура ҫӗнтернӗ. Вӑл пӗрремӗш вырӑна Никита Джигурдапа пайланӑ.
Иван шоуна камит каҫӗнче сцена ҫине тухнӑ хыҫҫӑн лекнӗ – кастинг-директор видеовизитка хатӗрлеме сӗннӗ. Ҫапла вӑл суйлав витӗр тухнӑ.
Иван палӑртнӑ тӑрӑх, уйрӑмах Никита Джигурдапа калаҫни унӑн асӗнче юлнӑ. Шоура вӑл 457,5 пин тенкӗ выляса илнӗ. Ку укҫапа ҫемйипе тинӗс хӗррине кайма планланӑ.
Палӑртса хӑварар: хальхи вӑхӑтра Иван Мускавра пурӑнать, Шупашкара тӑтӑшах килсе ҫӳрет.

ЮТВ телеканал йӑлана кӗнӗ премие курма йыхравлать. Вӑл хӑйӗн кураканӗсене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗҫче кӗтет. Мероприяти кӑҫал унта ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ.
Уяв каҫне Алина Выйгетовӑпа Данила Ленский, Александра Голубевӑпа Александр Белов ертсе пырӗҫ. Палӑртмалла: ҫак мероприяти ҫулталӑкра пӗрре иртет. Унта чӑваш эстрада артисчӗсем хӗрлӗ кавир тӑрӑх утӗҫ, хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫулталӑк юрӑҫисене, шоуменне, шоувуменне палӑртӗҫ. Кунсӑр пуҫне кӑҫалхи чи чаплӑ юрра, чи пултаруллӑ дуета суйлӗҫ.

Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралса ӳснӗ хӗр ТНТ каналпа пыракан «Погоня» ятлӑ кӑларӑма хутшӑнать.
Сӑмах — Катерина Решнова пирки. Вӑл — актриса тата телеертӳҫӗ. Чылайӑшӗ ӑна «The Телки», «Девушки с Макаровым» тата ытти сериалта курма пултарнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл «Утро. ТНТ» кӑларӑм ертсе пырать.
«Погоня» кӑларӑмра пирӗн ентеш ыттисемпе пӗрле экстремаллӑ условисенче укҫа ҫӗнсе илессишӗн кӗрешет. Катерина ҫак шоу ӑна самантлӑха ачалӑха таврӑнма, вӑйӑсене аса илме май пуррипе илӗртнине палӑртнӑ.

Чӑваш Ен пирки каллех федераци каналӗнче кӑтартӗҫ. Ҫурла уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче «Сӑрҫи» заповедникре «Живая планета» телеканалӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ ӗҫленӗ. Кӗҫех кадрсене федераци каналӗпе кӑтартӗҫ.
Кадра сайра тӗл пулакан кайӑксем, чӗрчун йӗрӗсем, илемлӗ тавралӑх лекнӗ. Ӳкреӳ ушкӑнӑ заповедникре иртен пуҫласа каҫченех ӗҫленӗ.

Чӑвашсем христос турра ӗненме пуҫлани ҫинчен фильм ӳкересшӗн.
Пирӗн тӑрӑхра пурӑнакансем христос тӗнне йышӑнни пирки фильм ӳкерес ыйтӑва РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков «Спас» телеканал ертӳҫипе Борис Корчевниковпа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Кино урлӑ чӑвашсем тӗнпе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене ламран лама парса пынине, ҫавна май тӗн культурӑн пӗр пайӗ пулса тӑнине кӑтартса парасшӑн.
Депутатпа журналист православипе ҫыхӑннӑ пуҫарусене пулӑшассине те сӳтсе явнӑ.

«Раҫҫей 1» телеканалпа пыракан «Привет, Андрей!» кӑларӑмра Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Надежда Пиолипинкӑна кӑтартнӑ. Вӑл Давид Тухмановӑн «Белый танец» юррине шӑрантарнӑ.
Кун хыҫҫӑн Надежда округри «Наше слово» хаҫата иртервью панӑ, кӑларӑмра ӳкерӗнни мӗнле иртни пирки каласа кӑтратнӑ. Сцена валли 5 минут уйӑрса панӑ. Надежда каланӑ тӑрӑх, вӗсене ӑҫта тӑмалли, кадртра хӑйсене мӗнле тытмалли, мӗн каламалли пирки ӑнлантарса панӑ.
Надежда пултарулӑх ушкӑнне юрлама ҫӳрет. Шӑпах ку ӑна камера умӗнче хӑйне лӑпкӑ тытма пулӑшнӑ та.

Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Евгения «Пятница!» телеканалпа пыракан «Тӑватӑ арӑм» шоуна хутшӑннӑ. Кӑларӑм нумаях пулмасть эфира тухнӑ.
Хальхи вӑхӑтра вӑл Турцире пурӑнать. Ҫулталӑк каялла ҫак шоурах Евгения чӑваш-турккӑ туйне туса ирттернӗ. Халӗ вара шоура турккӑ упӑшкипе мӗнле пурӑннине кӑтартнӑ.
Евгения каланӑ тӑрӑх, вӑл кутӑн арӑм, пӗҫерме, тирпейлеме юратмасть-мӗн, анчах упӑшкине пите тарӑхтарма пултарать. Вӑл тӑрӑшса турккӑ чӗлхине вӗренет, маркетологра ӗҫлет.
Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, Евгения 64 балл пухса шоура 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ Юлия Барановская килни пирки пӗлтернӗччӗ . Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — «Чӑваш Ен» ПТРК режиссерӗн Николай Семеновӑн ҫемйи. Тепри — сӑнӳкерчӗкри.
Кӗҫех вӗсем пирки ӳкернӗ сюжета Пӗрремӗш каналпа пыракан «Большие семьи большой страны» кӑларӑмра курма май пулӗ.
Юлия Барановская телеертӳҫӗ республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа та тӗл пулнӑ, ачаллӑ ҫемьесене мӗнле пулӑшни пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл кӳлмекре уҫӑлса ҫӳренӗ, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗпе паллашнӑ.
Телеертӳҫе Чӑваш Ен килӗшнӗ, кунта тепре килес шухӑш пуррине пӗлтернӗ.

Чӑваш Ене Раҫҫейри паллӑ телеертӳҫӗ килсе ҫитнӗ. Вӑл — Юлия Барановская.
Ӑна чылайӑшӗ Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/женское» телекӑларӑм тӑрӑх пӗлеҫҫӗ.
Юлия Барановская «Большие семьи большой страны» (чӑв. Пысӑк ҫӗршывӑн пысӑк ҫемйи) проектпа ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗ тӑрӑх ҫӳрет. Чӑваш Енре те телесюжет валли кӑсӑкли самай тупӑнӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, хальлӗхе вӑл Семеновсен ҫемйипе тӗлпулнӑ.
