
«Пуринчен малтан» пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республика ҫинчен «Россия 24» телеканалпа кӑтартнӑ.
Кӑларӑма «Чӑваш Ен симфонийӗ» ят панӑ.
Алексей Михалев ертсе пыракан «Деловое путешествие» кӑларӑмра Чӑваш Республикин тӗрлӗ сферӑри ҫитӗнӗвӗсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ӳкерӳ ушкӑнӗ республикӑри хуласемпе округсене ҫитнӗ.
Эсир курмасӑр юлнӑ-и? Кӑларӑма курас килет-и? Унпа ҫакӑнта паллашма пулать: https://smotrim.ru/video/2973919?ysclid=maut6qakuf375844588

Александр Магарина Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑлама йышӑннӑ. Кун пек документа республика Элтеперӗ Олег Николаев ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Александр Николаевич хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫлет. Вӑл парламент ертӳҫин секретариачӗн ертӳҫи.
Александр Магарин Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанине ертсе пынӑччӗ, унччен вӑл «Чӑваш Ен» телерадиокомпанире ӗҫленӗччӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакан 34 ҫулти Артем тӑваттӑмӗш тапхӑра куҫнӑ усал шыҫҫа парӑнтарнӑ. Вӑл тӑрук хӑйне япӑх туйнӑ. Унӑн пӗверӗ тата лимфа тӗввисем рак клеткисемпе сиенленнӗ. Шупашкарти, Хусанти, Обнинскри тухтӑрсем пӗрле канашласа Артема операци тунӑ, ӑна вилӗмрен ҫӑлнӑ.
«Сире тупса палӑртнӑ чухне мӑшӑр ача кӗтетчӗ. Халӗ пирӗн хӗр пӗрчи — ҫулталӑк та ҫичӗ уйӑхра. Вӑл ҫут тӗнчене килнине курма, пурӑнма май туса панӑшӑн тухтӑрсене тав тӑватӑп»,
— тенӗ Артем.
Ун пирки ака уйӑхӗн 18 тата 20-мӗшӗсенче Елена Малышевӑн «Жить здорово!» тата «Здоровье» телекӑларӑмӗсенче каласа кӑтартӗҫ.

Ҫак шӑматкун «Звезда» телеканалпа «Звезда-2025» кӑларӑм эфира тухма тытӑннӑ. Унта хутшӑнакансен пултарулӑхне жюри пайташӗсем хаклаҫҫӗ: Виктор Дробыш композитор, Зара, Юлия Савичева, Дмитрий Колдун юрӑҫсем, Роман Емельянов телеертӳҫӗ.
Конкурса Чӑваш Енри ҫын та хутшӑнать. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Ольга Когут. Вӑл ачаранпах пысӑк сцена ҫине тухма ӗмӗтленнӗ. Ольга Шупашкарти Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вӗреннӗ. Халӗ вара Мускавра пурӑнать. Ольга юрлать, юрӑсем хайлать.
Сӑмах май, финала тухассишӗн 92 ҫын тупӑшать.

Пушӑн 15-мӗшӗнче «Конфетка» шоуна Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Денис Волков хутшӑннӑ. Вӑл тинех ӗмӗтне, сцена ҫине тухассине, пурнӑҫланӑ.
Малтан Денис, икӗ ача ашшӗ, шоферта тата дальнобойщикре ӗҫленӗ. Ӳсӗмне кура ӑна актера вӗренме илесшӗнех пулман. Ҫапах халӗ вӑл театрта тата кинора ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Шоура Денис 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ юрӑпа паллаштарнӑ. Композицие Гарик Мартиросян, Марина Кравец, Клава Кока, Тимур Родригез тата Ваня Дмитриенко хакланӑ. Юлашкинчен ку юрра «Иванушки International» ушкӑна юрлаттарнӑ. Ҫапах финалта ҫӗнтерме Денис кирлӗ чухлӗ балл пухайман.

Ҫӗнӗ Шупашкарти Ольга Когут «Звезда» телеканалпа пыракан «Звезда» вокал конкурсне хутшӑнать. Ӳкерӳ вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал ҫуркунне Ольгӑна тӗнче шайӗнчи проектӑн ҫӗнӗ сезонӗнче курма пулать.
Ольга Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта вӗреннӗ. Вӑл мӗн ачаран сцена, музыка пирки ӗмӗтленнӗ.
Вӑл телекӑларӑмра пӗрремӗш хут ӳкерӗннӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ку уншӑн чӑн-чӑн тӗрӗслев пулнӑ. «Тунмастӑп, эрне тӑршшӗпех хумханнипе чӗтрерӗм. Анчах ку опыт маншӑн питӗ паха», - тенӗ Ольга.

Улатӑр хулинче пурӑнакан мӑшӑр «Тӑватӑ туй» телекӑларӑмра ӳкерӗннӗ. Ӑна «Пятница!» телеканалпа кӑтартаҫҫӗ.
Андрейпа Наталья халӑх тетелӗнче паллашнӑ. Каччӑ смартфонсем юсать, хӗр сӗтел-пукан фабрикинче ӗҫлет. Халӑх тетелӗнче пӗр уйӑх хутшӑннӑ хыҫҫӑн ҫамрӑксен пӗрлешме шухӑшланӑ. Вӗсен туйӗ 500 пин тенкӗлӗх иртнӗ. Ӑна «Пятница!» каналпа кӑтартнӑ. Кӑларӑмра Чӑваш Енри мӑшӑрпа тупӑшакансем, Мускаври тата Санкт-Петербурги хӗрсем, Натальйӑн кӗпине, каччӑн клеткӑллӑ костюмне, менюри «майонез ӑшӗнчи хӑяра» тиркенӗ. Вӗсен туйӗ япӑх иртнӗ теме ҫук: сӗтелӗ пуян пулнӑ, ҫав шутра – пулӑ вӑлчи те, сӑмакун та. Туйра мӑшӑр хитре ташланӑ. Анчах вӗсем телекӑларӑмра юлашки вырӑн йышӑннӑ. Унта Мускаври 18 ҫулти хӗр, «бохо» стилӗпе качча кайнӑскер, ҫӗнтернӗ.

Улатӑрта пурӑнакан Наталья Рябова Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Асамлӑх уйӗ» кӑларӑмра ҫӗнтернӗ. Телевизорпа ӑна ӗнер, эрнекун, кӑтартнӑ.
Вӑл ыйтӑва тӗрӗс хуравланӑ: ӗлӗк халӑхра муфтӑна мӗнле чӗннӗ? Муфта.
Наталья 4150 очко пухнӑ. Унпа вӑл тӗпелте усӑ курмалли набора суйланӑ.

Сӗнтӗрвӑрри округӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильева Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ. Ун пирки «Доброе утро» кӑларӑмра сюжет пулнӑ.
Вячеслав юр хырмалли хӑйне евӗр кӗреҫее шутласа кӑларнӑ. Ун ҫине вӑл ҫуна пекки ҫиреплетнӗ. Ҫапла кӗреҫе ҫӑмӑллӑн шӑвать. Ӑнӑ тӗкме тата сӗтӗрме питӗ ҫӑмӑл.

Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнчӗ Пӗрремӗш каналпа «Видели видео?» кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта Чӑваш Енри ҫамрӑк фермера кӑтартнӑ.
Элӗк округӗнчи каччӑ эфира пӗччен килмен. Вӑл кӑҫал хӗлле урамра тупнӑ кушак ҫурипе Багирӑна тата кокинхин ӑратӗнчи чӑхха илсе килнӗ. Кирилл хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи чӑхсем, павлинсем, страуссем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл качакасем, кроликсем те усрать.
