
Чӑваш Енри пӗр ҫемьере наркӑмӑшлӑ кӑмпа ҫисе шар курнӑ. Шӑматкун больницӑна пилӗк ачапа икӗ аслӑ ҫынна илсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемье вӑрманта пуҫтарнӑ кӑмпана ҫинӗ хыҫҫӑн аптӑраса ӳкнӗ. Аслисенчен пӗрне тухтӑрсем килте сипленме янӑ, улттӑшӗ больницӑра сипленеҫҫӗ.
Токсикологсем пули-пулми кӑмпана татма хушмаҫҫӗ. Хаш-пӗр кӑмпа ҫиелтен пӑхсан ҫимелли евӗрех курӑнать. Ҫавӑнпа та наркӑмӑшлӑ кӑмпа ан лектӗр тесен пӗлнине ҫеҫ татмалла. Ача-пӑча организмӗ тата вӑйсӑртарах. Ҫавна май тухтӑрсем ачасене кӑмпа ҫитерме сӗнмеҫҫӗ.
Кӑмпа ҫинӗ хыҫҫӑн ӑш пӑтранма, хӑсӑк килме, хырӑм ыратма пуҫласан тӳрех васкавлӑ пулӑшу тухтарӗсем патне шӑнкӑравламалла, часах иртсе кайӗ тесе килте лармалла мар.

Паян Шупашкарта самай ҫулланнӑ водитель велосипедист ҫине пырса кӗнӗ. Инкек Гагарин урамӗнчи 3-мӗш ҫурт патӗнче пулса иртнӗ.
Йӗрке хуралҫисем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, ирхи 6 сехет те 45 минутра ҫурт умӗнчи территоринчен тухнӑ чухне электровелосипедпа пыракан 41 ҫулти арҫынна асӑрхаман та вӑл ун ҫине пырса кӗнӗ.
Шар курнӑ арҫынна ҫийӗнчех больницӑна илсе кайнӑ. Ӑна унта тӗрӗсленӗ тата пулӑшнӑ хыҫҫӑн килне янӑ.
Сӑмах май каласан, ҫул ҫинчи инкеке лекнисенчен иккӗшӗ те урах пулнӑ.
Ку тӗслӗх ҫула тухсан питех те асӑрханса ҫӳремелли пирки аса илтерет. Тепӗр тесен, ҫуран ҫӳрекенсем тимсӗр пирки те пӑтӑрмах сиксе тухать. Апла пулин те водителех айӑплаҫҫӗ, мӗншӗн тесен машина пысӑк хӑрушлӑх кӳрекен транспорт шутланать.

Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем арҫын ачан сӑмсинчен вӑлта ҫекӗлне кӑларнӑ.
Вӑл юлташӗпе пулла кайнӑ. Вӑлта ҫекӗлӗ унӑн сӑмсине ӑнсӑртран ҫӑкланнӑ. Ӑна хӑй тӗллӗн кӑларма пултарайман паллах, пульницӑна кайма тивнӗ. Уйрӑм заведующийӗ Регина Федорова каланӑ тӑрӑх, тухтӑрсем малтан ҫав вырӑна тасатнӑ, унтан суранран ҫекӗле кӑларнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫамрӑк пулӑҫа киле янӑ.
Кун пек тӗслӗх пӗрре кӑна пулман. Кун пек суран хӑрушла курӑнать паллах. Анчах тухтӑрсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулла ҫакнашкал тӗслӗх самай тӗл пулать.
Аса илтерер: кӑҫал офтальмологсем 13 ҫулти арҫын ачан куҫ хупанкинчен вӑлта ҫекӗлне кӑларнӑ.

Санитари вертолечӗ Улатӑр хулинчи арҫыннӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
70 ҫултан иртнӗ арҫынна малтан васкавлӑ медпулӑшупа районти пульницӑна илсе пынӑ. Унӑн чӗре таппи 35 кӑна пулнӑ. Тухтӑрсем канашланӑ та пациента Шупашкар хулине ӑсатма йышӑннӑ, санитари вертолечӗ чӗнме заявка панӑ. Ҫапла вертолет арҫынна 180 ҫухрӑм аякри хулана 40 минутран илсе ҫитернӗ.
Юрать-ха, вертолет борчӗ ҫинче пациентӑн юн таппи кӑшт лайӑхланнӑ. Шупашкарти пульницӑра ӑна ЭКГ, УЗИ тунӑ, анализ илнӗ. Кайран тухтӑрсем операци туса кардиостимулятор вырнаҫтарнӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын хӑйне аванрах туйма пуҫланӑ.

Хулан 1-мӗш клиника пульницине хӗрарӑм килнӗ, унӑн сывлӑхӗ тӑрук япӑхланнӑ.
Икӗ ҫул каялла кӗлетке йывӑрӑшне йӗркене кӗртме унӑн хырӑмлӑхне силиконлӑ гастробаллон лартнӑ иккен. Ун пеккине 6-12 уйӑхлӑха вырнаҫтараҫҫӗ. Анчах пациентка ӑна вӑхӑтра кӑларттарайман.
Тухтӑрсем баллон кӑмпасемпе витӗннине асӑрханӑ. Хӗрарӑмӑн сепсис тата перфораци аталанма пултаранӑ. Пациенткӑна часрах пульницӑна вырттарса ҫав кунах операци тунӑ. Йӗпсем пулӑшнипе тухтӑрсем баллонран 600 миллилитр шыв, кайран ятарлӑ хатӗрпе баллона кӑларнӑ. Операци ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Эндоскопи уйрӑмӗн заведующийӗ Алексей Естифеев ку йывӑр тӗслӗх пулнине палӑртнӑ. Вӑл гастробаллонсене хырӑмлӑхра срокран ытларах хӑварма юраманнине аса илтернӗ.

Чӑваш Енри пӗр арҫын ӑнсартран шал протезне ҫӑтса янӑ.
Арҫын шӑл протезне астумасӑр ҫӑтса янӑ хыҫҫӑн тӳрех больницӑна васкаман-ха — вӑл сахалтан та ҫавӑн пек пӗр 10 кун пурӑннӑ. Тата ниҫта та каймастчӗ пуль-ха: сӑлтавсӑрах ӳслӗк тапӑнни канӑҫсӑрлантарнӑ. Вара вӑл тухтӑрсем патне кайса пӑхас тенӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницинчи тухтӑрсем арҫынӑн бронхӗнче темӗскер пуррине асӑрханӑ. Малтан вӗсем томографи туса тӗрӗсленӗ, кайран — рентген. Ҫавӑн чухне вӗсем 5 шӑлтан тӑракан протез ӳпкере ларнине асӑрханӑ.
Протеза арҫын ӳсӗрсе ҫӳреме пуҫличчен кӑшт маларах ҫухатнӑ иккен. Епле ҫӑтса янине хӑй те сисмен, протез ҫухалнине асӑрхасан та ним пулман пекех пурӑннӑ.
Тухтӑрсем 55 ҫулти арҫыннӑн протезне туртса кӑларма пултарнӑ.

Чӑваш Республикинчи икӗ ҫын Африкӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн сив чирпе (выр. малярия) чирленине палӑртнӑ. Икӗ тӗслӗхӗ те кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ. Ҫапла пӗлтерет Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ.
Чирлекеннисенчен пӗри – Шупашкар хулинчен, тепри — Муркаш округӗнчен. Иккӗшӗ те Африка ҫӗршывӗнче пулнӑ.
Сӑмах май, ют ҫӗршывран сив чирпе чирлесе килни унччен те пулнӑ: 2024 тата 2025 ҫулсенче. Вырӑнта, ниҫта тухса кӗмесӗр, чирленӗ тӗслӗх вара 1958 ҫултанпа пулман.
Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тропика сив чирӗ вӑрӑм туна ҫыртсан ерет. Шел те, унран ҫынсем вилме те пултараҫҫӗ. Аптӑранӑ ҫын вӑй ҫуккине, пуҫ вӑйлӑ ыратнине туять, ӑна шӑнтса пӑрахать. Ӳт температури 40 градус таран хӑпарать, вӑл темиҫе сехет анмасть.

Пӗр кунта ҫавӑн чухлӗ ача наркӑмӑшланнӑ-ши тесе пӑлханса ан ӳкӗр-ха. Кунта сӑмах ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пулса иртнӗ пӑтармах пирки пырать.
Шар курнӑ шӑпӑрлансене Республикӑн ача-пӑча клиника больницине илсе пынӑ. Республикӑн ача-пӑча клиника больницинче Токсикологи уйрӑмӗ ӗҫлет, унта пӗчӗк пациентсене талӑкӗпех пулӑшаҫҫӗ.
Тухтӑрсем пӗлтернӗ тӑрӑх, инкекӗн тӗп сӑлтавӗ — ача-пӑча ҫӗннине пӗлме ӑнтӑлни. Эпир вара хамӑр енчен ҫакна та хушса калар: хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне питех чарсах каймаҫҫӗ. «Хамӑр та ача пулнӑ», — теме юратаҫҫӗ.
Ача-пӑча йӑлари химие ас тивсе пӑхать, эмел ҫӑтать, хӑрушӑ ытти япалана илсе ҫӑварне хыпать. Асларах ҫулхи ачасене сӑмахпа ӑнлантарса пама май килет-ха, пӗчӗккисенчен вара ун пек япалана ал ҫитмен вырӑна пытарса хумалла.

Ачасене эмелсен йӑлтӑркка хучӗсем илӗртеҫҫӗ. Аслисем тимлӗ пулманни инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫавӑн пек пулса тухнӑ 2 ҫулти хӗрачапа.
Вӑл аслашшӗпе асламӑшӗн (е кукашшӗпе кукамӑшӗн) эмелӗсене сӗтел ҫинче асӑрханӑ та ӑна канфет вырӑнне йышӑнса ҫӑтса янӑ. Эмелсем юн пусӑмӗнчен пулнӑ.
Хӗрарӑм пушӑ эмелсене курсан тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсен бригади вырӑна ҫитсен ачан хырӑмлӑхне ҫуса кӑларнӑ та ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта вара токсикологсем, реаниматологсем, педиатрсем тата неврологсем хӑйсен ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульници пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вӗсем патне наркӑмӑшланнӑ 100 ытла ачана илсе ҫитернӗ. Сӑмах май, унта ачасене токсикологи пулӑшӑвӗ паракан центр талӑкӗпех ӗҫлет. Кун пекки республикӑра – пӗртен пӗрре.

Етӗрне округӗнче пурӑнакан 76 ҫулти хӗрарӑм тӑрук хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ – сывлӑш ҫитмен, вӑл сывласа илеймен.
Ҫав самантра ун патне шӑпах кӳрши кӗрсе тӑнӑ. Вӑл мӗн пулса иртнине курсан часрах васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем ӑна Етӗрне районӗн тӗп пульницине илсе ҫитернӗ. Унти специалистсем унӑн инфаркут пулнине палӑртнӑ. Сывлӑхне кӑштах йӗркене кӗртме май килнӗ, анчах пурнӑҫне ҫӗр проценчӗпех ҫӑлса хӑварас тесен операци тумалла пулнӑ. Ӑна вара Шупашкарти тухтӑрсем кӑна пурнӑҫлаҫҫӗ.
Машинӑпа каяс тӑк – вӑхӑт хаклӑ, ҫапла санавиаци чӗннӗ. Вертолет хӗрарӑм Шупашкара ҫур сехетренех илсе ҫитернӗ. Унта вара тухтӑрсем ҫийӗнчех операци тунӑ.
Халӗ вӑл хӑйне йӗркеллех туять. Кардиологсем ӑна сӑнаса тӑраҫҫӗ.
