Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри тухтӑр тата медицина блогерӗ Ксения Георгиева Пӗтӗм Раҫейри «Профилактика ҫути» конкурсра ҫӗнтернӗ. Унӑн «Ксения Георгиева тухтӑрпа сывӑ пул» проекчӗ «Профилактика тата сывӑ пурнӑҫ йӗрки пирки чи лайӑх тухтӑр блогӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Палӑртса хӑварар: Ксения Георгиевӑн кӗске видороликӗсем ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин официаллӑ сообществинче VK-клипсенче тухаҫҫӗ. Унӑн роликӗсен нумай ҫын пӑхать.
Ксенийӑна ҫитӗнӳ тунӑ ятпа ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Лариса Тарасова саламланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Мускавра чыслӗҫ. Унта ун чухне «Ҫын тата эмел» Раҫҫей наци конгресӗ иртӗ.
