
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Улатӑр хулинче пӗри машинӑпа иккӗри ача ҫине пырса кӗнӗ.
Пӑтӑрмах Ҫаран урамӗнчи 72-мӗш ҫурт тӗлӗнче 10 сехет те 45 минутра пулса иртнӗ. «Дэо Матиз» автомобиль водителӗ каялла чакса пынӑ чухне ҫул ҫине ӑнсӑртран чупса тухнӑ иккӗри хӗрача ҫине пырса кӗнӗ.
50-ри водитель йӗрке хуралҫисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ачана вӑл асӑрхаман. Хӑй урах пулнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче ачапа пӗрле аслисем пулман. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.

Шупашкарта иртекен Пӗтӗм Раҫҫӗйцри ГТО ӑмӑртӑвне пуҫтарӑннисем йышлӑн чирлесе ӳкнӗ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, темиҫе ачапа аслӑ ҫынна тухтӑрсен пулӑшӑве кирлӗ пулса тухнӑ. Ӑмӑртӑва килнисем хулари хӑна ҫурчӗсенчен пӗринче вырнаҫнӑ. Вӗсем пурте унта апатланнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Тӗрӗслеве РФ Пуҫиле кодексӗн 236-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ.

Елчӗк районӗнче пурӑнакан 55 ҫулти арҫын питӗ кӗвӗҫ пулнӑ тата ҫынна хӗнеме юратнӑ.
Тӑнлавӗ пасарнӑ арҫын ҫулӗ кайнине пӑхмасӑрах кӗвӗҫме пӑрахман. Пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма вӑл кӳрши ҫумне хушса вӑрҫнӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен хӗрарӑма виҫӗ хутчен хӗненӗ, 5 аяк пӗрчине хуҫнӑ. Ун хыҫҫӑн хӗрарӑм унпа текех пурӑнас темен.
Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче арҫын унччен пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма шыраса 80-ри карчӑк патне кайнӑ. Лешӗ ман патра ҫук тесе калани килӗшмен, ватӑ ҫынна хӗнесе пӗтернӗ, унӑн икӗ карас телефонне, телефона зарядкӑна лартмалли хатӗрсене тата ҫӑра уҫҫине йӑтса тухса кайнӑ.
Кӗҫех арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн виҫӗ статйипе, ҫав шутра ҫын пурлӑхне вӑрланӑшӑн та, суд тӑвӗҫ.

Елчӗкри «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче пӗр шӑпӑрлан аманнӑ.
Инкек ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ачасем вылянӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ.
Халӗ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Кун пирки асӑннӑ органӑн пресс-служби пӗлтернӗ.

Вӑрнар районӗн больницине ҫамрӑк специалистсем ӗҫлеме килнӗ. Вӗсем хирургра вӑй хурӗҫ.
Ҫак ҫамрӑк специалистсем — Руслан Халековпа Анас Сулейман. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем шавлӑ хулара мар, ялта пурӑнасшӑн.
Руслан – И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Анас вара Мари патшалӑх университетӗнче диплом илнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те ординатурӑра хирурги енӗпе пӗлӗвне тарӑнлатнӑ.
Ҫамрӑк специалистсем ҫак кунсенче больницӑра хирурги уйрӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

Алькешра чикансемпе таксист хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Ку пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва епле тӗпченине халӗ РФ Следстви комитечӗн ертӳҫи Александр Бастрыкин сӑнаса тӑрӗ.
Таксире ача кӳми пулманран таксист ачаллӑ пассажирсене лартса кайма килӗшмен-мӗн. Унтан чикансен йышлӑ ушкӑнӗ водительпе вӑрҫӑнма тапранса кайнӑ. Таксист вырӑнтан хускалса кайнӑ чухне ҫын ҫине пырса кӗнӗ, ун урлӑ каҫса кайнӑ. Кайран чикансем машинӑна таптаса пӗтернӗ, водителе хӗненӗ.

12-ри арҫын ача чупнӑ чухне ӳкнӗ те суранланнӑ. Анчах вӑйлӑ ыратнипе тепӗр кунхине кӑна ӑна пульницӑна илме кайнӑ. Унӑн янах шӑмми хуҫӑлнӑ иккен.
Республикӑри ача-пӑча клиника пульницин тухтӑрӗсем ҫӑварӗ урлӑ ӑна операци тунӑ. Уйӑхран сиплев пуҫланнӑ. Ҫур ҫултан вара пластинӑна илнӗ – шӑмӑ сыпӑннӑ. Пичӗ ҫинче нимӗнле суран йӗрӗ те юлман.
Халӗ арҫын ача унчченхи пурнӑҫ патне майӗпен таврӑнать. Тухтӑрсем вӑл каллех йӑл кулма пултарасса шантараҫҫӗ.

Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче 54 ҫулхи уйрӑм усламҫӑ килӗнче ӗҫленӗ чухне вилмеллех аманнӑ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вӑл хӑйӗн хуҫалӑхӗнче йывӑс ҫурнӑ. Вута ҫурмалли станокпа ӗҫленӗ чухне асӑрханса ҫитереймен вӑл. Аманса пӗтнӗскер инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Канашра икӗ ача маршрутка урапи айне пулнӑ.
Улттӑмӗш класра вӗренекен икӗ арҫын ача ҫуран ҫӳрекенсене касмалли вырӑнтан, анчах светофор ҫук ҫӗртен, каҫма тӑнӑ. Ачасем электросамокатпа пулнӑ. Вӗсем маршрутка урапи айне лекнӗ.
Арҫын ачасенчен пӗри суранланнӑ, тепри урине хуҫнӑ.
Инекек вӑхӑтӗнче маршруткӑра ҫынсем пулман. Транспорт техникӑна юсаттарма кайма тухнӑскер пулнӑ.

Йӗпреҫ районӗнчи Алшик ялӗнче пурӑнакан 99 ҫулти ватта операци тума хатӗрленеҫҫӗ. Василий Иванов вӑрҫӑ ветеранӗн икӗ куҫӗ те япӑхнӑ. Унӑн катаракта пулнине палӑртна.
Республикӑри офтальмологи больницинчи тухтӑрсем катарактӑна тасатса ятарлӑ линза лартса янӑ хыҫҫӑн мучи унчченхинчен лайӑхрах курма пуҫланӑ. Унӑн куҫ чире тата пулнине кура ҫамрӑк чухнехи пек витӗр курма пуҫламан-ха, анчах унччен 8 процент ҫеҫ курна пулсан, хале 20 процент курать. Ҫавна май ватӑ ҫын тепӗр куҫне те операци тутарасшӑн. Тухтӑрсем вара хирӗҫ мар.
