Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх
max.ru/cheb121 каналтан илне сӑнӳкерчӗк
max.ru/cheb121 каналтан илне сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакансене тухтӑрсем ҫӗнӗ йышши мелпе операци туса ура татассинчен ҫӑлса хӑварма пуҫланӑ. Атеросклерозӑн чи йывӑр хӑрушлӑхӗнчен пӗри — ура ишемийӗ.

Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 60 ҫулти Маргаритӑшӑн 50 утӑм утасси те чӗр нуша пулнӑ. Унӑн уринчи юн тымарӗсенчен 80 процентӗнче юн ҫывӑрса ларнӑ. Хӗрарӑм урасӑр юласран пуринчен ытла хӑранӑ.

Кальциленсе ларнӑ юн тымарӗсене Республикӑн кардиодиспансерӗнчи мобильлӗ атеротомӗ пулӑшнипе тасатнӑ. Пӗр сехете яхӑн пыракан операци хыҫҫӑн пациентсем тепӗр куннех ура ҫине тӑраҫҫӗ, утса ҫӳреме тытӑнаҫҫӗ иккен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/cheb121/AZsxAzbnDIE
 

Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 54 ҫулти арҫын сывлӑш пӳлӗннипе аптӑранӑран тухтӑрсем патне кайнӑ. Унсӑр пуҫне унӑн ури шыҫнӑ, юн пусӑмӗ пысӑк пулнӑ.

Тухтӑрсем малтанласа тӗрӗсленӗ чух электрокардиограмма та туса пӑхнӑ, анчах темле пӑтӑрмах асӑрхаман. Вӗсем холестерин кӑшт пысӑкраххине ҫеҫ палӑртнӑ.

Стенокарди диагнозпа арҫынна кардиологи уйрӑмне сиплеме вырттарнӑ. Анчах унта сипленсен те арҫын хӑйне япӑх туйнӑран компьютер томографийӗ туса пӑхнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ракпа чирлине палӑртнӑ.

 

Сывлӑх
Олег Николаевӑн ТГ-каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Олег Николаевӑн ТГ-каналӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти темиҫе класа ачасем йышлӑ чирленӗрен карантина хупнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Республикӑра гриппа тата ОРВИпе ҫеҫ мар, ковидпа та чирлекенсем пур иккен. Пӗтӗмпе хальлӗхе 39 ҫынна шута илнӗ. Кун пирки ӗнер Чӑваш Енӗн Правительствинче ирпе иртнӗ планеркӑра пӗлтернӗ.

Раштав уйӑхӗн 1-7-мӗшӗсенче ОРВИпе чирлисене 7 пине яхӑн тӗслӗх шута илнӗ, ҫав шутран 107 ҫын гриппа чирленӗ, 39-ӑн —короновируспа.

 

Сывлӑх
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинчи 28 шкулти 80 класа каратина хупнӑ. Вӗсене халӗ инҫет сыхӑну мелӗпе вӗрентеҫҫӗ. Хулари 3-мӗш лицей пӗтӗмпех дистанци мелӗпе вӗренет.

Сӑмах май каласан, ОРВИпе тата гриппа чирлекен нумай. Юлашки икӗ эрнере грипа тата ОРВИне пула пульницӑна лекнисен йышӗ Чӑваш Енре 1,8 хут ӳснӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫул ҫинче пӗр кунта икӗ инкек пулса иртнӗ.

Каҫхи 18 сехет тӗлӗнче хулари Винокуров урамӗнчи 35-мӗш сурт патӗнче «Лада Гранта» машина ҫул урлӑ симӗс ҫутӑпа каҫакан хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм суранланса пӗтнӗ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. 42 ҫулти водитель урах пулнӑ.

Ҫав кунах ҫав урамри 105-мӗш ҫурт патӗнче «Чери Тигго» машина пӗрремӗш класс ачи ҫине пырса кӗнӗ. 28 ҫулти хӗрарӑм-водитель урах пулнӑ.

 

Сывлӑх
chuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.media сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑр тӑрӑхӗнче тата тепӗр фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ. Вӑл Миренки ятлӑ ялта пулӗ. Халӗ ӑна тӗплӗн юсаҫҫӗ. Ҫурта ҫывӑх вӑхӑтра газ кӗртӗҫ.

«Пирӗн ялти фельдшер питӗ лайӑхскер. Юсаса ҫӗнетнӗ фельдшерпа акушер пунктӗнче ӑна ӗҫлеме та лайӑхрах пулӗ, пире кӗрсе тухма та», – ФАП уҫасса хавхаланса кӗтеҫҫӗ-мӗн ял ҫыннисем.

 

Ял пурнӑҫӗ

Элӗк районӗнчи Ураскилтри пӗр кушак урнӑ чирпе чирленине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑ Республикӑн ветеринари лабораторийӗнче тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑрнӑ.

Кушак чирлине пӗлнӗ хыҫҫӑн вырӑнта карантин тесе республика Элтеперӗн хушӑвӗпех йышӑннӑ. Хушу ӑна пӑрахӑҫличченех вӑйра пулӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян ирхине пирӗн республикӑна каллех беспилотниксем тапӑннӑ. Ҫавна пула хулари пурӑнмалли ҫуртсем те сиенленнӗ. Шар курнисем те пур.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, васкавлӑ мӗнпур служба инкек вырӑнӗнче ӗҫлет.

Ирхине хулари тӗп урамсемпе машинӑсене ҫӳреме чарнине ҫынсем асӑрхарӗҫ пулӗ ӗнтӗ.

Хусанкай урамӗнчи 8-мӗш ҫуртри шкулта ҫынсене пулӑшмалли пункт уҫнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev/10265
 

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта 88 ҫулти кинемей сӑмси патӗнчи суран пӗр уйӑх ӳт илменнипе пульницӑна пынӑ. Онколог ӑна Республикӑри онкологи диспансерне тӗрӗсленме янӑ. Биопси чӑнах та усал шыҫӑ пулнине ҫирӗплетнӗ.

Чире ҫийӗнчех тупса палӑртнӑран усал шыҫҫа ӑнӑҫлӑ касса кӑларнӑ. Кинемей халӗ килте ӗнтӗ, хӑйне лайӑх туять, ахаль чухнехи пурнӑҫпах пурӑнать.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче 15-ри пике хӑлхинчен кӑпшанкӑ туртса кӑларнӑ. Унти йышӑнупа диагностика уйрӑмне пынӑ пике хӑлхара тем канӑҫсӑрлантарнине пӗлтернӗ.

Вӑл шурӑ халатлисене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӑлха ыратать, унта тем кӗрсе ларнӑ пек сасӑ пур.

Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те хӑлхара чӗрӗ кӑпшанкӑ пуррине асӑрханӑ. Ӑна вӗсем ятарлӑ оборудовани пулӑшнипе кӑларнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 252
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Шанчӑклӑ туссен тата ӗҫтешсен сĕнĕвĕсене итлӗр – вĕсем кирлĕ пулма пултараççĕ. Халĕ пĕрлехи бизнеса укçа хывма вăхăт мар. Ĕç нумай вăя илӗ, ытлашши ывӑнма ан тӑрӑшӑр. Нерв лӑплантарас килсен канмалли кунсенче туссемпе тĕл пулма ан хирӗҫлӗр.

Ҫу, 29

1924
102
Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
1934
92
Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ.
1955
71
Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1988
38
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2010
16
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть