Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Кӑшӑлвируспа чӑннипе миҫе ҫын чирлет?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 31.08.2020 14:21 | 5911 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Сывлӑх

Ку ҫулталӑк кӑларса тӑратнӑ чи пысӑк хӑрушлӑх вӑл, паллах, COVID-19 кӑшӑлвирус. Унӑн витӗмне пула тӗнче экономики ҫеҫ мар, нефть хакӗ те чакрӗ, ҫынсен пурнӑҫ йӗрки йӑлт арпашӑнса кайрӗ.

Чи малтанах, республикӑра пӗр ҫын та чирлемен чухне, ҫак кӑшӑлвирус питӗ хӑрататчӗ. Пӗрремӗш чирлисене тупнӑ чухне халӑх питӗ тӗлӗнетчӗ — анализ кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ пулсан ма вара ӑна республикӑна илсе килмелле-ха? тесе ыйтатчӗ. Ним явапӗ те ҫук тесе вӑрҫатчӗҫ ҫав ҫынсене. Уйрӑмах Мари Эле пирӗн республика урлӑ каҫнӑ пӗр хӗрарӑма астӑвасса ятлатчӗҫ.

Чире сарас мар тесе уйӑх ытла халӑх килте ларчӗ. Ресторансемпе кафесене хупса лартрӗҫ... Ӗҫлеме чарнине пула чылай предприниматель шар курчӗ. Юрать-ха каярах вӗсене майӗпен уҫӑлма ирӗк пачӗҫ, анчах хӑшӗ-пӗри халь те ӗҫе пуҫлаймасть. Калӑпӑр, чӑваш эстрада юрӑҫисем пысӑк шар курчӗҫ — хӗлренпе вӗсем пӗр концерт та ирттермен. Ҫак сӑлтава пулах ман укҫа конверчӗсем те сутӑнма пӑрахрӗҫ...

Тем каласан та COVID-19 хӑратакан пулӑм.

Статистикӑна пӑхас пулсан ку чир сана ҫакланмӗ тесе шухӑшлама пулать. Анчах, шел те, статистика япали питӗ те ӗнентермелле мар япала ман шутпа. Чӑваш Республикинче кашни кун 31-34 ҫӗнӗ ҫынна тупса палӑртаҫҫӗ тет: паян +31, ҫурлан 29-мӗшӗнче — +31, ҫурлан 28-мӗшӗнче — +31, ҫурлан 27-мӗшӗнче +32, 26-мӗшӗнче — +34, 24-мӗшӗнче +35... Кӑшӑлвирусӗ пӗр-пӗр план тултарса ӗҫленӗ пекех пулса тухать: ак паян 31 ҫынна ертӗм, тет те урӑх ҫынсене ҫав кун ермест, тепӗр куна кӗтет. Чӑннипе, ку апла ӗҫлемест ӗнтӗ, пӗрешкел хисепсем пулни йӑлт статистика асамлӑхне пула йӗркеленсе пырать.

Чӑннипе миҫе ҫын чирлет? Акӑ паян Мускав мэрӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх патшалӑхӑн шӗкӗр хулинче, Мускавра, пӗтӗм вӗрентекенсене тӗрӗслесе тухнӑ. Пурӗ 180 пин ҫын анализ панӑ. Вӗсенчен 3% чирлӗ пулни палӑрнӑ — ҫак вӗрентекенсен халь килте ларма тивӗ, вӗсене сӑнаса тӑрӗҫ. 3% мӗн чухлӗ-ха вӑл? Пурӗ 5,5 пин ҫын пулать тет. Тата унсӑр пуҫне 24,1 пин ҫыннӑн (13,3%) антителасем тупӑннӑ — кусем тахӑш вӑхӑтра чирлесе ирттернӗ пулать. Пӗрле хушсан 16% ытларахӑшӗ ҫак COVID-19 текен мурпа ҫыхӑннӑ. Шӑп та лӑп ҫавӑн чухлӗ процент пӗтӗм халӑх йышӗнчен чирленӗ те ӗнтӗ пулас. Ку вӑл 100%-тах мар-ха ӗнтӗ, анчах та вунӑ ҫынран кашни иккӗшӗ тенӗ пек кӑшӑлвируса ҫаклатса курнӑ теме пулать... Статистика тӑрӑх утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Мускавра 640-700 ҫӗнӗ ҫынна тупса палӑртаҫҫӗ. Хыпарта палӑртнӑ 5,5 пин ҫын ҫав йышра мӗнлерех вырнаҫни вара чӑн та питӗ кӑсӑклӑ ыйту... Эрне хушшинче вӗсене тӗрӗсленӗ теес — капла ытти профессиллӗ ҫынсем ҫав хушӑра сахал чирленӗ теме тивет...

Чӑваш Республикинчи лару-тӑру та ҫавнашкалах пулма пултарать. Хальхи вӑхӑтра пурӗ 7 774 ҫын ҫаклатнӑ тени тӗрӗсех мар ӗнтӗ. Вӗсен йышӗ самай пысӑкрах. Ҫӑмӑллӑн чирлесе ирттерекенсем ку статистикӑна кӗмеҫҫӗ пулас. Хӑй кӑшӑлвирусӗ вара ман ҫемьене те пырса ҫакланчӗ — кӗҫӗн йӑмӑк, Шупашкар районӗн пульницинче ӗҫлекенскер, кӑшӑлвируса ҫаклатнӑ. Халь килте ларать. Ҫӑмӑллӑн чирлекенсен йышне кӗрет — ӳпкин 4% сиенленнӗ. Вӗсен коллективӗнче ӗҫлекен тепӗр ҫыннӑнах сиенленнӗ калӑпӑшӗ пысӑкрах — йӑмӑк каласа панӑ тӑрӑх те 24, те 28%. Ӑна вара пульница хума тивнӗ пулас...

PS.

Йӑмӑкӑн ҫемйинче урӑх никам та чирлемен. Чир палӑрӑмӗсем ни упӑшкин, ни ачисен — ҫук. Ман хамӑн та нимӗнле палӑрӑм та ҫук. Никам та анализ пама ыйтмасть... Анчах ҫавах лавккана тухнӑ чухне е ӑҫта та пулин кайнӑ хушӑра маска тӑхӑнса ҫӳреме тӑрӑшатӑп.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чир-чӗр, #статистика, #сывлӑх, #кӑшӑлвирус

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Вот и // 1977.69.9930
2020.08.31 17:42
навязал еще одну заразу наш Акапасар. "Кăшăлвирус" называется, не "коронавирус", а "кăшăл" (чувашское) и + "вирус" (русское слово) = "КăшăлВирус". "Кăшăл" - это обруч... А "корона" - символ царской власти, что не может быть "обручем", т.е. это не "кăшăл"... Может быть переводиться еще как "пуç кăшăлĕ", только зачем для человеческой, царской головы как для бочки "кăшăл"? А не лучше ли и точнее-правильнее "коронавирус" и по-русски, и по-чувашски? Ведь намного лучше и благороднее будет: "Коронавируспа чăннипе миçе çын чирлет"? А м.б. еще лучше: "Коронавируспа чăннипе мĕн чул çын чирле"? Возможно и: "Коронавируспа чăннипе мĕнччен мĕн чул çын чирлет"? Не надо всё и вся стараться "чувашить", это не скромно. Чувашам без русского языка и без русских слов не обйтись. Это закономерно. Не нужно всё и вся мешать в одну "бочку".

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем