Ӗнер республикӑра 79 ҫын кӑшӑлвирупа чирленине палӑртнӑ, паян – 77. Ку – ӗнерхинчен сахалрах.
Паянхи кун тӗлне республикӑра 3802 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Вилнисене йышӗ ҫавӑн пекех – 18 ҫын.
Юлашки талӑкра пульницӑран 128 ҫынна киле янӑ. Пӗтӗмпе 1957 ҫын сывалнӑ.
Раҫҫейре паян 8779 ҫын инфекциленнине пӗлтереҫҫӗ. 8367 ҫын сывалнӑ, 174 ҫын вилнӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ сарӑлнине ӗҫлекен республикӑри оперштаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ертсе пынӑ. Унта кӑшӑлвирус анализӗсене вӑрах вӑхӑт туни пирки те сӑмах хускатнӑ.
Олег Николаев каланӑтӑрӑх, лабораторисен ӗҫӗнче тата анализ кӗтессинче йӗрке тумалла. Ҫапла хушнӑ вӑл Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствине таиа Роспотребнадзор управленине.
«Соцсетьсене тишкернӗ тӑрӑх, анализсене ҫичӗ кун таран кӗтметивет. Ҫакна чир чӑтса ирттернӗ манӑн ӗҫтеш, Лекарев Сергей Николаевич (сӑмах республикӑн промышленность министрӗн ҫумӗ пирки пырать. Т.Т.), та ҫирӗплетсе пачӗ. Вӑл анализ панӑ хыҫҫӑн кӑтартӑва ултӑ кун кӗтсе больница хучӗпе ларнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, сывӑ ҫын ултӑ кун анализ хатӗр пулассине кӗтсе ларнӑ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Кӑшӑлвируспа чирлисем валли Чӑваш Енри пульницӑсенче пӑхса хӑварнӑ мӗнпур койкӑран 31 проценчӗ пушӑ. Ҫапла цифрӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Анчах ҫакӑ республикӑра йышӑннӑ чару мерисене пӑрахӑҫлама май памасть. Ун валли койкӑсенчен ҫурри пушӑ пулмалла. Ӳпкене искусствӑлла майпа сывлаттармалли аппаратпа 28 ҫынна сывлаттараҫҫӗ.
Ҫак цифрӑсене кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ ӗҫлекен оперштабӑн ларӑвӗнче асӑннӑ.
«Пандеми пуҫланнӑранпа ӳпкене искусствӑлла майпа сывлаттарнисен йышӗ 32-33 ҫынран ытла мар. Ҫав вӑхӑтрах паянхи кун тӗлне стационарсенче 1400 ытла ҫын. Ӗҫтешсем, статистикӑна тишкернӗ чух пӗр регионта та кун пеккине курман эпӗ», – тенӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине протоколсем ҫырма ирӗк пама йышӑннӑ. Кунта сӑмах административлӑ майпа саккуна пӑсакансем пирки пырать. Тата тӗрӗсрех каласан, чрезвычайлӑ лару-тӑру саманинче е ҫав саманана ҫывӑх чухне.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин специалисчӗсем Административлӑ майпа саккуна пӑсни ҫинчен калакан кодексӗн 20.6.1 статйипе килӗшӳллӗн протоколсем ҫырма тытӑнӗҫ. Кӑшӑлвируспа чирлине пӗлсе тӑрсах йӗркене пӑхӑнманнисене, чирлисене те, вӗсемпе хутшӑннисене те, пырса тивӗ ҫакӑ. Протокол ҫырсан айӑплисене штрафлама та юрать.
Чӑваш Енӗн шырав юхӑмӗ хӑйсен хастарне Евгений Шумилова пульницӑна вырттарас тесе Фейсбукра ӗнер пулӑшу ыйтса ҫырнӑ.
Арҫыннӑн ӳпки икӗ енӗпе шыҫнӑ. Вӑл пысӑк температурӑпа пӗр эрне нушаланнӑ, виҫ кун каялла тӑн ҫухатнӑ. Юнри сахӑр виҫи чакса кайнӑ. Участокри врач кӑшӑлвирусран тест тума ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫеҫ вырӑн пур тенӗ. Васкавлӑ пулӑшу чӗнсен тухтӑрсем 3 сехет ытла кӗттернӗ. Врач юн пусӑмне те виҫмен имӗш. Евгений Георгиевич вара юн пусӑмӗ пысӑккипе, диабет чирӗпе нушаланать иккен. 64 ҫулти арҫын пӗччен пурӑнать.
Евгений Шумилов ӗҫлекен «Советская Чувашия» хаҫат та ҫине тӑнӑ — усси пулман.
Паян вара чирлӗ ҫынна тинех пульницӑна вырттарнӑ. Вырӑн тупас, пульницӑна хурас тесе Шумиловӑн ҫывӑх ҫыннисем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнче ҫырнӑ, депутатсене пулӑшма ыйтнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 25 ҫулти ҫамрӑк пӗр кунхине амӑшне тата пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ, тӑван ашшӗне вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пулса иртнӗ. Ӳсӗр ҫамрӑк 59 ҫулти амӑшне тата пӗрле пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑма ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Ҫав вӑхӑтра лешсем ҫывӑрнӑ. Хӗрарӑмсене кил хуҫи, каччӑн ашшӗ, хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах ҫамрӑк ҫын ӑна вӗлерессипе хӑратнӑ.
Каччӑ тӗлӗшпе тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ: икӗ ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн, вӗлерессипе хӑратнӑшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ май судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Каччӑ хӑй мӗн хӑтланнине ӑнланман, халӗ те ӑнланмасть тесе пӗтӗмлетнӗ. Суд ӑна психитари пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран тепӗр икӗ ҫын вилнӗ. Иккӗшӗ те вилнине паян пӗлтернӗ.
Кӑшӑлвируса пула 1938 тата 1951 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫынсем вилнӗ. Вӗсен йывӑр чирсем те пулнӑ-мӗн. Тухтӑрсем хӑйсенчен мӗн килнине йӑлтах тунӑ. Шел те, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлайман.
Аса илтерер: унччен республикӑра 1976 ҫулта ҫуралнӑ ҫын инфекцие парӑнтараймасӑр вилнӗ. Ку тӗслӗх ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫапла майпа Чӑваш Енре ку таранччен 18 ҫын кӑшӑлвируспа вилнӗ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 86 ҫын чирленӗ, пӗтӗмпе – 3561 ҫын. Вӗсенче 1727-шӗ сывалнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 17 сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта велосипедист инкеке лекнӗ. Вӑл Советски урамри ҫул ҫавринчи светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑ чух тепӗр енне каҫма тӑнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун ҫине «ВАЗ-21063» автомобиль пырса кӗнӗ. Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫи суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх автоинспекцийӗ велосипелистсене асӑрханса ҫӳреме ыйтать. Велосипед транспорт шутланать, велосипедист вара – транспорт водителӗ. Ҫапла вара велосипедпа пынӑ чух ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалла. Велосипедистсен права ҫукки светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе ҫӳремеллине пӗлтермест. Велосипедистсен ҫул-йӗр правилин 24-мӗш пунктне пӑхӑнмалла. Унсӑр пуҫне вӗсен транспортӑн правилисене асра тытмалла.
Республикӑра тепӗр ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа инфекцирен сывалаймасӑр пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсен шучӗ 16-а ҫитнӗ.
Паянхи кун тӗлне тепӗр 84 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен 3395 ҫын инфекциленнӗ.
Юлашки талӑкра 49 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 1525 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Паянхи куна илес тӗк, 1854 ҫын вирусран сипленет. Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,95-пе танлашать.
Аса илтерсе хӑварар: республикара ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен хуласен хушшинче общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнӗ.
Республикӑра кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынсене тупса палӑртас тӗллевпе районсем тӑрӑх флюорографи ҫӳрӗ. Кун пирки оперштаб ларӑвӗнче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ.
Тунтикун куҫса ҫӳрекен флюорографи Комсомольски районне ҫитӗ. Ку районта 10-20 ҫынран тӑракан ҫемьесем нумай, ҫавӑнпах йышпах чирлеҫҫӗ. Тунтикун Урмаелте тата Тукайра пурӑнакансене тӗрӗслӗҫ. Унта чирлекенсем самай.
Флюорографире ҫыннӑн ӳпки сиенленнине палӑртсан, кирлӗ тӗк, ӑна пульницӑна вырттарӗҫ. Чир ҫӑмӑллӑн иртсен килте сипленме хушӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |