Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Вӗренӳ
мояоколица.рф сӑнӳкерчӗкӗ
мояоколица.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисене ҫӳрекенсенчен кӑшӑлвируспа чирлеменнине ӗнентерекен справка ыйтмӗҫ. Кун пирки республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Сергей Яковлев республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура шантарса каланӑ.

«Шкулсенче тата ача пахчисене маска тӑхӑнса ҫӳреме хистекен йӗрке ҫук, унсӑр пуҫне кӑшӑлвируспа чирлеменнине ӗнентерекен справка та ыйтмӗҫ», – тенӗ министр.

Ирсерен ачасен сывлӑхне тӗрӗслӗҫ, вӗсен ӳт температурине виҫӗҫ, сывлӑша рециркуляторпа сиенсӗрлетӗҫ, пысӑк ушкӑнлӑ мероприятисем ирттермӗҫ.

 

Сывлӑх
Dprof38.ru сайтри сӑн
Dprof38.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пыратчӗ. Халӗ кӑтарту мӗнлерех-ши? ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви даннӑйсене ҫӗнетнӗ.

Паянхи кун тӗлне республикӑра 7309 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 5512-шӗ сывалнӑ. Шел те, вилекенсен йышӗ татах ӳснӗ, 68 ҫынна ҫитнӗ.

Талӑкра халӗ 3035 ҫын чирлет. Юлашки талӑкра та кӑтарту ҫавӑн пекех, 30 ҫын инфекциленнӗ.

Аса илтерер: нумаях пулмасть республикӑра бассейнсене, фитнес-залсене, мунчасене тата саунӑсене ӗҫлеме ирӗк панӑ. Ку ыйтӑва иртнӗ эрнекун кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/66191
 

Пӑтӑрмахсем

Ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра Вӑрнар районӗнче, «Никольски-Етӗрне-Нурӑс» ҫул ҫинче, «Киа-Спектра» автомашина хирӗҫ килмелли ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Руль умӗнче Нурӑс ялӗнче пурӑнакан 32 ҫулти арҫын пулнӑ.

Ҫулпа ҫав тӑрӑхра пурӑнакан хӗрарӑм «Калина» машинӑпа пынӑ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ транспортран пӑрӑнас тесе руле пӑрнӑ, анчах ӗлкӗреймен. Нурӑс арҫыннин автомобилӗ ӑна пырса ҫапнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗпе машинӑри 51 ҫулти хӗрарӑм суранланнӑ. Вӗсене районти пульницӑна илсе кайнӑ.

Ҫул-йӗр инспекторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, «Киа» машина ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах хӑвӑрт кайнӑ тата унӑн урапин резини икӗ тӗрлӗ пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
twitter.com сӑнӳкерчӗкӗ
twitter.com сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш районӗнче ирхи 2 сехетре икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин водителӗ тата унӑн хӗрӗ вилнӗ.

«Мускав-Ӗпхӳ» трассӑпа пыракан Мускав ҫынни «Volvo S60» автомашинӑпа Чулхула енне кайнӑ. Вӑл хӑй умӗнче пыракан «LADA GRANTA» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Иккӗшӗ те ҫул айккине тухса кайнӑ. Хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра Курган облаҫӗнчи ҫынсем пулнӑ. 47 ҫулти водитель тата унӑн хыҫалти ларкӑч ҫинчи ларса пынӑ 23 ҫулти хӗрӗ вырӑнтах вилнӗ. Арҫыннӑн мӑшӑрӗпе вӗсен 10 ҫулти ывӑлӗ аманнӑ. Вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ.

Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн водителӗ ӳсӗр пулнӑ.

 

ҪУР
16

Виҫҫӗн аманнӑ
 Таисия Ташней | 16.08.2020 20:08 |

Ҫул-йӗр

Паян, ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин проспектӗнче ҫӑмӑл машина инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет те 25 минутра Тӗп почтамт умӗнче пулса иртнӗ. Машина юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ.

Шалти ӗҫсен министерстви Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче Муркаш районӗнчи 27 ҫулти ҫамрӑк арҫын пулнӑ. Инкекре Шупашкарти 29 ҫулти хӗрарӑмпа 28 ҫулти арҫын аманнӑ.

Сарӑмсӑрлӑх сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре кӑшӑлвирусран пӗр талӑкра 197 ҫын сывалнӑ. Ҫав шутра – килте сипленнисем те.

Кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра ҫӗнӗ йышши вируспа 5311 ҫын чирлесе сывалнӑ, 68 ҫын вилнӗ.

COVID-19 вирусран ҫак талӑкра никам та вилмен. Ҫӗнӗрен чирленисене тепӗр 32 ҫынна шута илнӗ. Эпидемиологи тапхӑрӗ пуҫланнӑранпа ҫӗнӗ йышши кӑшӑлвирус 7279 ҫынна ернӗ.

Кӗркунне пирӗн ҫӗршывра халӑха кӑшӑлвирусран вакцинацилеме пуҫласшӑн.

 

Сывлӑх
punkt-a.info сайтри сӑн
punkt-a.info сайтри сӑн

Чӑваш Енре тепӗр икӗ ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа инфекцие пула пурнӑҫран уйрӑлнисен йышӗ 68 ҫынна ҫитнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет.

Ӗнер те, паян та кӑшӑлвируспа пӗр талӑкра 34 ҫын чирленӗ. Пӗтӗмпе ку хисеп республикӑра 7247-е ҫитнӗ. Вӗсенчен 5114-шӗ сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2065 ҫын сипленет.

Паян валли тепӗр 183 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Палӑртмалла: кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ халӗ те 1-рен пысӑкрах-ха.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре вертолет лапамӗсем тӑвассине тата вертолетсем ҫӳретме тытӑнассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 2024 ҫул тӗлне Чӑваш Енре 30-тан кая мар пациента пульницӑна вертолетпа илсе ҫитерӗҫ.

Патшалӑх закупкисен сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, транспорт хатӗрӗ икӗ региона: Чӑваш Ене тата Мари Эла – тивӗҫтерӗ. Вӑл кирек хӑҫан та ҫула тухма хатӗр пулмалла. Хӗллехи вӑхӑтра заявка хыҫҫӑн – 60 минутра, ытти чухне – 30 минутра. Борт ҫине хӗрлӗ хӗрес ӳкернӗ ҫак транспортӑн икӗ пилот пулмалла, унта икӗ тухтӑртан кая мар лармалӑх вырӑн пӑхса хӑвармалла. Выртакан ҫын валли пӗр вырӑнтан кая мар кирлӗ. Унсӑр пуҫне чирлипе пӗрле ҫула тухниэӑ ҫынна та лартмалла.

Вертолета пӗр сехет арендӑна илни 231 пин те 066 тенкӗрен кая мар ларӗ. Чӑваш Ен вертолетпа 108 сехете яхӑн (25 миллион тенкӗ) усӑ курма палӑртать, Мари Эл — 65 сехете яхӑн (15 млн тенкӗ).

 

Сывлӑх
Media.healthkurs.ru сайтри сӑн
Media.healthkurs.ru сайтри сӑн

Кӑшӑлвирусран каллех тепӗр ҫын вилнӗ. Вируса пула республикӑра пӗтӗмпе 66 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Инфекциленнисен йышӗ 7179 ҫынна ҫитнӗ, вӗсенчен 4745-шӗ сывалнӑ. 2368 ҫын сипленет.

Юлашки вӑхӑтра пӗр талӑкра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чакса пырать. Паян ку йыша 35 ҫын хушӑннӑ. Паян сывалакансен йышӗ самаях пулнӑ: 172 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ.

Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1,08-па танлашать.

 

Сывлӑх
Gtrkkursk.ru сайтри сӑн
Gtrkkursk.ru сайтри сӑн

Юлашки талӑкра кӑшӑлвирусран тепӗр пӗр ҫын вилнӗ. Ҫапла майпа ку таранччен каварлӑ инфекци 65 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ.

Паянхи кун тӗлне 7144 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 4573-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 123 ҫын чире парӑнтарнӑ.

Юлашки кунсенче кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ сахалланса пырать. Паян ку списока 36 ҫын хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра кӑшӑлвирусран 2505 ҫын сипленет. Сӑмах май, кӑшӑлвирус сарӑлассин индексӗ 1,03-е ҫитнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, [126], 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, ... 242
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын