Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен участокри врача кӑшӑлвируса хирӗҫ ӗҫсене кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн явап тыттарӗҫ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Прокопьева оперштабӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штаб эрнекун ларӑва пухӑннӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑр кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн профилактика ӗҫӗсене пурнӑҫлассипе ҫине тӑман. Чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ ҫынсене вӑл вӑхӑтра шута илмен тата COVID-19 анализне илме яма васкаман.
Направлени пулсан та анализ пама кайманнисем те пулнӑ пирӗн республикӑра. Ун пеккисен тӗлӗшпе иртнӗ эрнере икӗ протокол ҫырнӑ.
Вӑрмарти лавккасенчен пӗринче администратор маскӑсӑр ӗҫленӗ. Ун тӗлӗшпе те протокол ҫырнӑ.