Европӑра тата Раҫҫейри хӑш-пӗр регионта кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланнӑран Чӑваш Енри тӳре-шара маларах сисчӗвленнӗ, инфекцие сарӑлма парас мар тесе мерӑсене вӑйлатасшӑн.
Ют ҫӗршывран килекенсем анализ параҫҫӗ-ха, анчах ют регионсенчен килекенсемпе мӗнле пулмалла? Мускавран тата Мускав облаҫӗнчен вахта мелӗпе ӗҫлесе килекенсене вӑйлӑрах тӗрӗслесшӗн. Ку ӗҫе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсене, ял старостисене явӑҫтарасшӑн.
Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти, шӑпах ҫак муницbпалитсенче чирлекен нумай, общество вырӑнӗсенче тата транспортра профилактика мерисене вӑйлатасшӑн. Шкула тата ача пахчине ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗпе те калаҫу ирттересшӗн: чирлӗ шӑпӑрлансене ҫавӑтса ан килччӗр. Педагогсен вара медицина маски тӑхӑнмалла.