Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫын общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче суя укҫа тупнӑ. Хайхискер унпа усӑ курма шутланӑ – пасаралла утнӑ.
Вӑл хулари тӗп пасара кайса тупнӑ 1000 тенкӗ суя укҫапа япала туяннӑ. Анчах капла майпа сутуҫӑна улталама май килмен – ӑна часах полицейскисем тытса чарнӑ.
Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговор ытлах ҫирӗп янӑраман. Ҫӗрпӳ районӗн сучӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тӗрмен хупмасӑр икӗ ҫуллӑха айӑпланӑ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫывӑх вӑхӑтра 45 ҫулти хӗрарӑма явап тыттарӗ. Пуҫиле ӗҫе унта ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче усалланнӑ. Ун чухне вӑл пилӗк уйӑхри тӗпренчӗкӗпе пульницӑра сипленнӗ. Ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче ачана вӗлернӗ.
Пепки ҫине алӑ хума ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран тата ачи чирлӗ пулнӑран шухӑш тытнӑ-мӗн. Пӗчӗк ачан пилӗкмӗш теҫеткене ҫывхаракан амӑшӗ депрессие кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105 статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ май хӳтлӗхсӗррине пӗлсе тӑрса пӗчӗк ачана вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Анатолий Овчинников тата Александр Демьянов блогерсем Шупашкар хула администрацине вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑшӑн суда панӑ. Блогерсем куншӑн укҫапа саплаштарма ыйтаҫҫӗ.
Пӗлтӗр Хула кунне тата Республика кунне паллӑ тунӑ чухне плакатсемпе билбордсем хатӗрленӗ. Вӗсенче блогерсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ. Авторӗсемпе вара малтан никам та калаҫса татӑлман. Плакатсемпе билбордсене Хӗрлӗ лапамри тӗп сцена ҫинче кӑтартнӑ.
Блогерсем администрацие кун пирки темиҫе те ҫырнӑ, анчах татӑклӑ хурав илеймен. Юлашкинчен пачах хуравламан. Кун хыҫҫӑн блогерсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӗсем заявленире укҫа нумаях ыйтман.
Ӗҫе юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 10 сехет ҫурӑра Ленин районӗн судӗнче пӑхса тухӗҫ.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм ҫӗнех мар ноутбукшӑн судпа айӑпланнӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче вӑл хӑй ертсе пыракан ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫинчи ноутбука шутран кӑларттарнӑ. Ҫав шутпа вӑл Етӗрне районӗнчи «Финанс тата хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтеркен центр» муниципалитетӑн хысна учрежденине компьютер юсавсӑрриҫинчен суя документсем тӑратнӑ. Тата хайхи ноутбукпа 7 ҫул усӑ курнине ӗнентерекен хут та унта илсе ҫитернӗ. Компьютера тӗрӗссипе 2014 ҫулта ҫеҫ кӑларнӑ. Унтан хӗрарӑм-пуҫлӑх ноутбука килне илсе кайнӑ.
Хаклах та мар япалана хапсӑннӑ хӗрарӑм халӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлемест ӗнтӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суда ҫитнӗ. Унтисем ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе ирӗкрен хӑтармасӑр 2 ҫуллӑха айӑпламалла тунӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен.
ЧР Арбитраж судне налук службин регионти управленийӗнчен заявлени ҫитнӗ. Унта «Чӑвашпичете» панкрута кӑларма ыйтнӑ. Хаҫат-журнал сутакан компани 2 миллион ытла тенкӗ налук тӳлемен.
Ӗҫе хӑҫан пӑхса тухасси паллӑ мар-ха. «Чӑвашпичет» тӗлӗшпе Арбитраж судне пӗтӗмпе 15 тавӑҫ ҫитнӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ӑна аренда килӗшӗвне пӑхӑнманран панкрута кӑларасшӑн. Чӑннипе, компание 2000 ҫултанпах панкрута кӑларма хӑтланаҫҫӗ.
«Чӑвашпичете» панкрута кӑларсан ҫынсем хаҫат-журнала ӑҫтан туянӗҫ? «Советская Чувашия» киоскӗсене е «Раҫҫей почтин» уйрӑмне утма тивӗ. Тепӗр тесен, «Чӑвашпичетре» ахаль те хаҫат-журнал сутлӑхра сахал. Нумаях пулмасть «Хыпар» Издательство ҫурчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗ унта сутлӑха пама пӑрахнӑ. Чӑваш хаҫат-журналне почта уйрӑмӗнче е редакцире туянма май пур.
2002 ҫулта пӗр хӗрарӑм Патӑрьел район администрацине ӗҫе вырнаҫнӑ. Вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗччен пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Анчах унӑн аслӑ пӗлӳ илнине ҫирӗплетекен дипломӗ суя иккен. Ҫакӑ 16 ҫултан тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Хайхи хӗрарӑм диплома тӗнче тетелӗ урлӑ палламан ҫынран илнӗ-мӗн. Вӑл суя пулнине прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑма урӑх должноҫа, пӗчӗкреххине, куҫарнӑ. Унта дипломсӑр та ӗҫлеме май пур.
Ҫапах ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суя документпа ӗҫленӗшӗн унӑн судра явап тытма тивӗ.
Шупашкарти Ленин район сучӗ сутуҫӑна явап тыттарнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗнче ӗҫленӗ 23 ҫулти сутуҫӑ хӑйӗн пӗлӗшӗсене пулӑшас тесе ята кӗнӗ.
Тӳресем тата тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмахӗ пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа авӑнччен пулса иртнӗ. 30 ҫулхи пӗлӗшӗ (ӑна хӗрӗхри паллаканӗ сӗннӗ) ыйтнипе ҫамрӑк сутуҫӑ карас ҫыхӑнӑвӗн тытӑмӗнчи информацие копи туса илнӗ. Ҫавӑнта абонент ӑҫта, хӑҫан шӑнкӑравланине тата ҫав ҫын патне кам тата хӑҫан шӑнкӑравланине кӑтартакан информаци пулнӑ. Хӗре лешсем ахаль туман — тав сӑмахӗ вырӑнне укҫа тӳленӗ.
Правӑна пӑснӑ ӗҫшӗн хӗре ик ҫуллӑха ирӗкрен хупмасӑр хӑтарнӑ. Унӑн ҫулти паллаканне 11 уйӑх ӗҫлесе юсанмалла тунӑ, виҫҫӗмӗшне — ҫулталӑклӑха ӗҫлеттермелле.
Канаш хулинче пӗр усламҫӑн лавккине хупма йышӑннӑ. Ҫакскер унти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, пӗрремӗш хутра, лавкка уҫнӑ. Унта вӑл автомашинӑсен саппас пайне тата машина ҫӑвӗ сутнӑ.
Усламҫӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки асӑннӑ хулара пурӑнакан пӗр этем прокуратурӑна евитленӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, машина ҫӑвӗ сутни этем сывлӑхне сиен кӳрет. Надзор органӗнич пакунлисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. «Чӑн та, тӗрӗсех, сутма юрамасть», — пӗтӗмлетнӗ прокуратура ӗҫченӗсем.
Прокуратура тавӑҫне пӑхса тухса Канашри суд лавккана хупмалла тесе татӑклӑ йышӑну кӑларнӑ.
Строительство виҫисемпе правилисенче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, автомобильсен саппас пайӗсене, урапасене, машина ҫӑвне ҫын пурӑнакан ҫуртри пӗрремӗш хутра сутма юрамасть иккен.
Канаш хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлне тӗрмене хуптарасшӑн пулнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл полицие кайса ун пирки элекленӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм ШӖМӗн дежурнӑй чаҫне пынӑ та ывӑлӗ хӗнени пирки каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ.
Хӗрарӑм каласа кӑтартни тӳрре тухман. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл суйнине йышӑннӑ. Судра та хӗрарӑм айӑпне тунман.
Хӗрарӑм тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна 7 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Постановлени хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен.
Етӗрне районӗнче суд приставӗсем шыв сечӗн скважинин ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Шыва лабораторире тӗрӗсленӗ. Вӑл гигиена нормативӗсемпе тата микробиологи кӑтартӑвӗсемпе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Кунашкал шыв ҫынсемшӗн те, чӗрчунсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Кунсӑр пуҫне вӑл тавралӑха сиен кӳрет.
Етӗрне районӗнчи Килтӗш ял тӑрӑхӗн администрацине айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Скважинӑна 30 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче вара ҫӑлри шывра сиенлӗ бактерисем тупса палӑртнӑ. Ҫӑла хӑйне те юсамалла. Суд ӑна вӑхӑтлӑха хупма йышӑннӑ. Ҫынсем унтан 60 талӑк шыв ӑсаймӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |