Чӳк уйӑхӗн пӗр кунӗнче республикӑн Аслӑ суд ларӑвне пынӑ арҫын тарнӑ. Таджикистанри Душанбе хулинче пурӑнакан 39-ти арҫын пирӗн ҫӗршывра гражданствӑсӑр пурӑннӑ иккен. Ҫавна кура ӑна Федерацин миграци службин республикӑри управленийӗ тӑван ҫӗршывне яма йышӑннӑ.
Суд ларӑвне пынӑ арҫын кӑнтӑрла иртни пӗрре тӗлӗсенче тухса тарнӑ. Вӑл 58-мӗш регионта регистрациленнӗ машинӑпа ларса кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тен, халӗ ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ та-и...
Ӗнер Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче Илле Иванов тӗлӗшпе аппеляци ҫӑхавӗсене пӑхса тухассипе лару иртнӗ. Аса илтеретпӗр, Илле Иванова чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑ статьяна «экстремистла» тесе хакланӑран Муркаш район сучӗ айӑплӑ тесе йышӑну кӑларни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе каярах аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Николай Столбов ваккат тата Борис Чиндыков хӳтӗлевҫӗ ӗҫ ҫумне ҫӗнӗ материалсене хушма ыйтнӑ иккен. Ҫав материалсен хушшинче Мускаври Прикладной лингвистика лабораторийӗн эксперчӗсен тӗпчевӗ те пулнӑ. Мускаври никама пӑхӑнман экспертсем «Покажи свой язык, и я скажу — кто ты» статьяра (унӑн авторӗ ӑна Илле Иванов тесе шухӑшлаҫҫӗ) экстремизм сӗмне тупса палӑртман. Унччен тунӑ экспертизӑсенче (Иванова Муркаш район сучӗ ҫав пӗтӗмлетӳ тӑрӑх айӑпламалла тунӑ) методологи йӑнӑшӗсем пур тесе палӑртнӑ иккен мускавсем.
Иванов хӳтӗлевҫипе ваккат ытти материал та тӑратасшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах суд вӗсене ларуччен пилӗк кун маларах ҫитермен тесе йышӑнман. Иванов енчисем ытти свидетельпе специалиста суда хутшӑнтарма та ыйтса пӑхнӑ теҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын 115 пин тенкӗ перекетлеме хӑтланса 1,2 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Юрӗ, йӗркипех каласа парар-ха.
Арҫын тӗлӗшпе суд приставӗсем ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Арҫыннӑн производство сборне 115 пин тенкӗ ытларах тӳлеме тивнӗ. Анчах унӑн вӑл тупрана кӑларса хурас килмен. «Кӗмӗле» перекетлес тесе вӑл суд приставне 40 пин тенкӗ сӗтев пама пӑхнӑ. Ҫапла хӑтланни ӑна суд тенкелӗ ҫине илсе ҫитернӗ. Сӗтев панӑшӑн арҫынна 1 миллион те 200 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.
«Сӗтев» хаҫат ӗҫтешӗ Владимир Кожевников пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак хаҫата хирӗҫ суда панӑ ӗҫе пӑхса тухнӑ иккен. Тӳре йышӑннӑ тӑрӑх «Сӗтев» хаҫат Чӑваш Енӗн Патшалах Канашӗн спикерне мораль тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 100 пин тенкӗ памалла.
Ӗҫ-пуҫ «Сӗтев» хаҫатӑн кӑҫалхи кӑларӑмӗнче тухнӑ статья тавра тухнӑ иккен. Ҫурлан 6-мӗшӗнчи номерте республика пуҫлӑхӗсем — ҫав шутра Юрий Попова та асӑннӑ — юхха хӗрарӑмсемпе ҫыхланни пирки ҫырнӑ пулнӑ. Хаҫат корреспонденчӗ материала пӗр хӗрарӑм самахӗсем ҫинче никӗслесе шӑрҫаланӑ — вӑл имӗш тӳре-шарана юхха хӗрарӑмсемпе ҫыхӑнтарнӑ.
Авӑнӑн 24-мӗшӗнче Юрий Попов хӑйне хирӗҫ киревсӗр элек ҫырнӑ тесе Муркаш судне иск янӑ: хаҫатран пӗр миллион тенкӗ шыраса илме тата вулакансене информаци тӗрӗс марри пирки пӗлтерме ыйтнӑ. Чӳкӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ ларура суд Юрий Попов майлӑ йышӑну кӑларнӑ. Эдуард Мочалов суд йышӑнӑвне хирӗҫлеме шантарнӑ.
Чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе ҫырнӑ, каярах ӑна суд «экстремистла» тесе хакланӑ статья тӗлӗшпе айӑпланнӑ Илле Иванов журналист тата ӑна хӳтӗлекенсем виҫӗ аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫалани пирки «Ирӗклӗ Сӑмах» интернет-хаҫат пӗлтерет. Пӗрремӗш ҫӑхава Илле Иванов тата унӑн адвокачӗ Николай Столбов ячӗпе ҫырнӑ. Иккӗмӗшне, чӑвашла, Илле Иванов хӑй шӑрҫаланӑ. Виҫҫӗмӗшне Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, суда вӑл хӳтӗлевҫӗ евӗр хутшӑннӑ, хатӗрленӗ.
Ҫӑхавсем суд процесне пӑснипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Сӑмахран, асӑннӑ «преступлени» тӗлӗшпе айӑплав пуҫармалли вӑхӑт кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухнӑ-мӗн, Муркаш район прокуратури вара ӗҫе суда ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫитернӗ иккен. Кунсӑр пуҫне приговорта айӑплава ҫирӗплетмелли мӗнпур факта пуҫиле процессуаллӑ саккуна пӑсмасӑр пухни пирки каланӑ-мӗн те, анчах Илле Иванов тата «Сӗтев» хаҫатӑн ытти ӗҫченӗн телефонне итлени те ҫиеле тухнӑ имӗш.
Ивановпа Столбов ҫырнӑ ҫӑхавра тӗпчеве тата суда айӑпланаканӑн тӑван чӗлхипе — чӑвашла — ирттерменнине палӑртнӑ. Ку вара Конституцие тата Пуҫиле процессуаллӑ кодекса пӑсни пулать иккен.
«Сӗтев» хаҫат хӑйӗн сайтӗнчен «Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статьяна кӑларса пенӗ. Ҫапла тума вӗсене «Ростелеком» провайдер ыйтнӑ иккен, унсӑрӑн провайдер пӗтӗм сайта хуплама тивесси пирки каланӑ. Статьяна кӑларса пеме вара провайдертан Муркаш район сучӗ ыйтнӑ имӗш.
«Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статьяра чӑваш чӗлхипе лару-тӑру Чӑвашра ытла та йывӑр пулнине ҫырса кӑтартнӑччӗ, анчах чӑваш чӗлхине хӳтӗлекен статьяна 2012 ҫулта «экстремислӑ» тесе йышӑннӑ. Кӑҫалхи юпан 10-мӗшӗнче вара Муркаш район сучӗ статья авторӗ Илле Иванов пулни ҫинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ, паллӑ журналиста 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ, анчах вӑхӑт иртсе кайнине кура айӑплавран хӑтарнӑ.
«Экстремислӑ материалсен федераллӑ списокӗ» йыша хальхи вӑхӑтра пурӗ 2100 ытла япала кӗрет. «Покажи мне свой язык и я скажу — кто ты» статья вӑл списокра 1524-мӗш номерпа кӗнӗ.
Ҫапла, паян Муркаш район судӗнче Илле Иванов тӗлӗшӗпе ӗҫ вӗҫленнӗ. Сергей Трихалкин тӳре журналиста айӑплӑ тесе йышӑну кӑларнӑ — 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелле тунӑ, анчах, вӑхӑт иртсе кайнине шута илсе ку айӑплавран ӑна хӑтарнӑ.
Илле Иванов хӑй каласа панӑ тӑрӑх паян вӑл хӑй приговор вуланӑ саманта кайман — Муркаш районӗн тӳри саккунсӑр йышӑну кӑларнине шута илсе ӑна ура ҫине тӑрса итлени Илле Арсентьевич шухӑшӗпе ытла та пысӑк хисеп пулнӑ пулӗччӗ. Сергей Трихалкин вара приговора 70 минут хушши вуланӑ — 1 сехет те 10 минут кирлӗ пулнӑ.
Приговор вуланӑ ҫӗре видеооператора та Тимӗр Акташ журналиста та кӗртмен имӗш.
Ҫапла май ҫак кӑткӑс истори вӗҫленчӗ те теме пулать — Муркаш район сучӗ чӑваш чӗлхине хӳтӗленӗшӗн ним мар айӑп тытма пулассине ҫирӗплетсе пачӗ.
Кулленхи ӗҫре суд приставӗсен мӗнпе кӑна тӗл пулма тивмест пулӗ. Кулӑшла ҫак тӗслӗх Ҫӗмӗрле районӗнчи Мыслец поселокӗнче пулса иртнӗ.
Унта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ ҫинчен 2010 ҫултанпа та аса илмен. Амӑш правине туртса илнӗ хыҫҫӑн тӗпренчӗке ача ҫуртне яни те пӑшӑрхантарман курӑнать амӑшне. Ывӑлне алимент тӳлесси пирки те шухӑшламан вӑл. Парӑм 150 пин тенкех ҫитсе кайнӑ. Алиментран хытах пӑрӑнакан амӑшӗ пирки кӗҫех уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Анчах хӗрарӑм кун хыҫҫӑн та парӑма татма талпӑнман кӑна мар, судран та пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче суд приставӗ суда ирӗксӗр илсе каяс тесе ун патне килне пынса ҫитнӗ. Пристав хӗрарӑмпа пӗрле пурӑнакан арҫын кӗтсе илнӗ. «Ют хулана тухса кайрӗ», — куҫне тартмасӑр суйнӑ лешӗ. Анчах пристав ӗненсе каялла ҫаврӑнса кайма васкаман — виҫ сехет ытла кӗтсе ларнӑ. Унтан пӳрте тепре кӗнӗ. Ҫавӑнта вӑл мачча ҫинче темле сасӑ пуррине сисет. Хӑпарса пӑхать те унта хӗрарӑм пытанса ларнине асӑрхать.
Алимент тӳлемен хӗрарӑм пирки ҫав кунах суд пулса иртнӗ, ӑна явап тыттарма йышӑннӑ.
Тунтикун, юпан 7-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи судра Илле Иванов тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫпе вӗҫленекен лару пулнӑ теме пулать — ыран, юпан 10-мӗшӗнче, суд йышӑну кӑлармалла. Кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Лару пуҫланнӑ хыҫҫӑн Илле Ивановӑн ваккачӗ Николай Столбов ҫӗнӗрен хута кӗме ыйтнӑ — республика тулашӗнчи экспертсен ӗҫне шанманни пирки пӗлтернӗ, Шупашкарти экспертсен пӗтӗмлетӗвне ӗҫ ҫумне хушма сӗннӗ. Ҫавӑн пекех Николай Столбов ваккат Мускавра вӗсем ыйтнипе ҫӗнӗ экспертиза тума тытӑнни ҫинчен те пӗлтернӗ. Айӑплакан ен хирӗҫленӗ хыҫҫӑн тӳре ку пӗтӗм хута кӗрӗве йышӑнма килӗшменни пирки пӗлтернӗ.
Ҫапла май тӳре суд тӗпчевне вӗҫленӗ, сӳтсе яву пайне куҫни пирки пӗлтернӗ. Айӑпланакан та, ун ваккачӗ те сӳтсе яву пайне куҫма вӗсене вӑхӑт кирлӗ тесе каланӑ пулин те суд вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтермен. Юлашкинчен ваккат ларуран тухса кайнӑ — ҫапла май тӳрен 10 минутлӑ тӑхтав тума тивнӗ. Ара, айӑпланакана ваккатсӑр хӑварма юрамасть-ҫке. Николай Столбов, паллах, таврӑннӑ — унӑн эмел ӗҫмелле пулнӑ-мӗн.
Чи малтан сӑмах айӑплакан ен илнӗ. Вӑл кӗскен тӗпчев епле пынине каласа панӑ. Прокурор та следовательсем те статья авторӗ Илле Иванов пулни пирки иккеленмеҫҫӗ иккен, вӗсем журналиста 300 сехет ирӗксӗр ӗҫлеттермелли йышӑну кӑларттарасшӑн. Илле Иванов судри хӑйӗн юлашки сӑмахӗ валли хатӗрленме вӑхӑт ыйтнипе ҫеҫ ҫырлахма пултарчӗ. Тӳре вара унӑн юлашки сӑмахне итлемесӗрех (хатӗрленме вӑхӑт пулнӑ тесе) йышӑну кӑларма кайрӗ — ӑна ыран 13 сехет ҫурӑра пӗлтермелле.
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Раҫҫейӗн Аслӑ Арбитраж тата Верховнӑй судне пӗрлештерес шухӑшлӑ. Тивӗҫлӗ саккун проектне Патшалӑх Думине тӑратнӑ.
Саккун проектне йышӑнсан Раҫҫейӗн Аслӑ Арбитраж сучӗ пӗтерсе унӑн хальхи тивӗҫӗсене РФ Верховнӑй суд яваплӑхӗ тухса хурӗҫ. Куҫӑм тапхӑрӗ валли ҫур ҫул ҫитмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн.
Асӑннӑ саккун проектӗнче прокуратурӑна пырса тивекен улшӑнӑва та палӑртнӑ иккен. Паянхи куна илсен, ҫӗршывӑн тӗп прокурорӗ кам пулассине Раҫҫей Президенчӗ сӗннипе Федераци Канашӗ пӑхса тухать. Саккуна улшӑну кӗртсен, тӗппрокурорӑн ҫумӗсене те ҫапла йӗркепе пукан шанса памалла. Регионсен прокурорӗсене Раҫҫей Президенчӗ лартма тата ӗҫрен хӑтарма пултарӗ. Халӗ вӗсемпе ҫӗршывӑн тӗппрокурорӗ хуҫаланать. Саккуна улшӑну кӗртсен тӗппрокурор федераци субьекчӗсемпе килӗшсе татӑлнӑ кандидатурӑна ҫӗршыв пуҫлӑхне сӗнӗ. Районсемпе хула прокурорӗсене вара тӗппрокурор лартма тытӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |