Лондонти Аслӑ суд Раҫҫей журналистӗнчен Ольга Романоваран Чӑваш Енӗн сенаторӗ пулнӑ Владимир Слуцкер валли 110 пин фунт шыраса илмелле тунӑ. Сенатор пулнӑ ҫын журналиста вӑл ун пирки суя сӑмах сарнӑ тесе кӳреннӗ иккен.
Суда тавӑҫпа Слуцкер 2012 ҫултах тухнӑ. Журналист шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн мӑшӑрӗ Алексей Козлов улталанӑ тенипе ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫе Слуцкер улталаса пуҫаттарнӑ пулать. Слуцкерпа Козлов пӗрле ӗҫленӗ-мӗн.
Слуцкерӑн пресс-ҫыруҫи Екатерина Шаталина экс-сенатор Лондона ятарласа, тӳрене Слуцкер хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ тесрен ҫитнине пӗлтернӗ.
Лондонри суд Владимир Слуцкера майлӑ пулнӑ, Романова суя сӑмах сарнӑ тесе палӑртнӑ. Журналист суя сӑмаха массӑллӑ информаци хатӗрӗнче пичетленӗ май ку сӑмаха нумай ҫын илтме пултарнӑ, тавӑҫпа тухакана самай шар кӑтартма пултарнӑ тесе шухӑшланӑ иккен Лондонри суд.
Шупашкарта пурӑнакан Ильяпа Агриппина Чеботарев-фронтовиксен ҫуртне хулари тӳре-шара тепӗр хутчен хак парӗ. Ун пек тума вӗсене суд йышӑнӑвӗпе хисетнӗ. Суда вара тавӑҫпа прокуратура тухнӑ.
Икӗ ҫул каялла, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, ватӑсен ҫуртне тӳре-шара пырса пӑхса кайнӑ-ха. Пӗччен-иккӗн те мар, комиссипех. Йышра техника инвентаризацийӗн бюровӗн ӗҫченӗсем те пулнӑ. Анчах вӗсем 2004 ҫулта илнӗ ҫуртӑн техника паспортне уҫкаласа пӑхнӑ-мӗн те унта ҫурт 40 процент таран кивелнӗ тесе ҫырнине ӗненсе лартнӑ курӑнать.
Ҫурчӗ, тӗрӗссипе, кивелнӗ пулнӑ мӗн-ха. Стенисем, маччи, алӑк тата чӳрече патӗнче 45 процент таран ишӗлнӗ. Тӳре-шара шучӗпе ҫурт тепӗр 9 ҫултан та ним пулман пек ларнӑ, кивелмен тесе шухӑшланӑ-тӑр. 1958 ҫулта хӑпартнӑ ҫурт чип-чипер ларать тесе пуҫлӑхсем фронтовиксене ҫурт пама килӗшмен. Халӗ вӗсен пӳрте тепӗр хутчен хакламалла.
Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев Шупашкарти элеваторта ӗҫ тупнӑ.
Шупашкарти элеватор «Чӑвашҫӑкӑрпродукчӗ» акционерсен уҫӑ обществин филиалӗ шутланать. Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев ҫӗнӗ вырӑнта та пуҫлӑх пуканне йышӑнать. Унта коммерци пайӗн пуҫлӑхӗнче тар тӑкать иккен.
Экс-министра ку должноҫе шанса пани пирки элеваторӑн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Иван Исаев министрта ӗҫленӗ чухне вӑрмана саккунлӑ мар кастарнӑ тесе шухӑшланӑран тӗпчевҫӗсем ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Вӑрманти йывӑҫа саккунлӑ мар кастарнине пула вӑл 300 миллион тенкӗлӗх шар кӳнӗ пулать.
Халӗ ку ӗҫпе суд ларӑвӗсем пыраҫҫӗ иккен. Вӗсенчен пӗри ӗнер те иртнӗ. Суд ларӑвне хупӑ меслетпе ирттереҫҫӗ.
Кил-ҫурта тата хваттере кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра пухма юратакан ҫынсем сахал мар тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем тирпейлӗхе юратманни час-часах кӳршисене килӗшмест — тӗрлӗ харкашусем ҫуратать. Ҫавнашкал кил-йыш Кустӑрма (выр. Кострома) хулинче те пулнӑ. Хваттерӗ унӑн муниципалитетӑн шутланнӑран суд арҫынна тара илнӗ пурӑнмалли вырӑна ҫӳп-ҫапран тасатмалла йышӑннӑ, анчах вӑл ку хушӑва пурнӑҫлама васкаман имӗш.
Приставсем кӗтнӗ-кӗтнӗ те ку ӗҫе хӑйсем пурнӑҫлама шутланӑ. Арҫын патне хайхи суд приставӗсем, Кустӑрма хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ — ҫӳп-ҫапа илсе тухма тытӑннӑ. Сахал мар сӗтӗрсе килнӗ иккен арҫын — коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен 5 тиев машини калӑпӑш илсе тухма тивнӗ. Кун хыҫҫӑн асӑрхаттарса та хӑварнӑ: хваттерте тирпейсӗрлӗх малашне те хуҫаланӗ пулсан ӑна урӑх хваттерпе тивӗҫтермесӗр кӑларса яма та май пур иккен.
Прокуратурӑн тем тӗрлӗ ӗҫпе те аппаланма тивет. Етӗрне район прокурорӗ нумаях пулмасть «Атӑл» М-7 федераци трассин асӑннӑ район территорийӗнчи участокне епле тытса тӑнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗсленӗ те... кӑлтӑк тупнӑ. Асӑннӑ ҫул ҫинче ҫуран ҫынсене каҫса ҫӳреме пӑхса хӑварнӑ вырӑна ҫутатмалла туман иккен. Кун ҫутинче вӑл вырӑна машинӑсем асӑрхайӗҫ те, анчах тӗттӗмре нимӗн те курӑнмасть-ҫке.
Ҫул-йӗре тытса тӑрассишӗн «Чулхула–Ӗпхӳ автомобиль магистралӗн управленийӗ» федерацин хысна учрежденийӗ яваплӑ иккен. Унӑн ӗҫ-хӗлӗ шутне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне йӗркелесси те кӗрет. Ҫакна шута илсе прокурор Шупашкар хулинчи Ленин район судне тавӑҫпа тухнӑ. Тавӑҫра вӑл кӑлтӑка пӗтерме ыйтнӑ, яваплӑха пурнӑҫламанни саккуна пӑснине кӑтартнӑ. Ленин район сучӗн тӳри прокурор асӑрхаттарӑвне пӗтермелле йышӑну кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑ Тамара Романова тӗрӗслӗхе ҫӗршывӑн Конституци судӗнче шыраса тупнӑ. Парламент мандачӗсӗр хӑварнӑшӑн компенсаци тӳлеме килӗшменнине унти тӳресем ҫӗршывӑн тӗп саккунӗпе килӗшсе тӑмасть тесе йышӑннӑ.
Тамара Романовӑна коммунистсен партийӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн 2011 ҫулта депутат мандачӗсӗр хӑварнӑ. Депутата вӑл асӑннӑ парти ячӗпе суйланнӑ пулнӑ. Капла йышӑнӑва 2012 ҫулхи нарӑсра суд саккунлӑ мар тесе палӑртнӑ. Анчах Романова тепӗр хутчен депутат пулайман, мӗншӗн тесен 2011 ҫулхи раштавра Патшалӑх Канашне ҫӗнӗ йыш суйланнӑ.
Хӑйне сӑлтавсӑр кӳрентернӗ тесе шухӑшлакан экс-депутат кӑмӑл-сипет сиен тӳснишӗн 3 миллион тенкӗ компенсаци тӳлеме ыйтнӑ. Анчах Шупашкар хулин Ленин район сучӗ 100 пин тенкӗпе ҫырлахтарма йышӑннӑ. Анчах Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн коллегийӗ Ленин район сучӗн йышӑнӑвне пӑрахӑҫланӑ. Сӑлтавне унти тӳресем Патшалӑх влаҫӗ кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнине саплаштарма ыйтса виҫӗ уйӑхра ҫырмалла тесе ӑнлантарнӑ. Романова кунпа килӗшмен, Мускава ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юрий Моисеев тӗлӗшпе кӑларнӑ пуҫиле ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухма йышӑннӑ. Ӑна кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнишӗн тата сӗтев илнишӗн айӑпланӑччӗ. Уншӑн экс-пуҫлӑха 11,5 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние хупса хума тата 280 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.
Судӑн кӑра (Моисеевӑн ваккачӗ ҫавӑн пек шухӑшлать иккен) йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр ҫӑхав та ҫырнӑ. Халӗ Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ унчченхи айӑплава ҫӗнӗрен пӑхса тухма пӗрремӗш инстанциллӗ суда ярса панӑ.
Моисеевпа пӗр каварлӑ пулнӑ тесе шухӑшлакан Сергей Галочкин пирки кӑларнӑ айӑплава та тепӗр хутчен пӑхса тухмалла. Ӑна унччен, аса илтеретпӗр, ҫирӗп режимлӑ колоние тӑватӑ ҫуллӑха хупса хума тата 8 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.
Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ типографи 6,9 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Тулли мар яваплӑ общество шутланакан ҫак предприятире хальхи вӑхӑтра 130-ы яхӑн ҫын ӗҫлет иккен.
Типографи вӗсем тар тӑкнишӗн вӑхӑтра тӳлесе пырайманнине кура пысӑк парӑма кӗрсе ӳкнӗ. Типографи ӗҫ-хӗлӗ пирки каланӑ май, Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви предприятире пушӑ лаптӑксем нумаййине те пӗлтернӗ. Территори тимӗр-тӑмӑрпа ҫӳп-ҫап айне пулнӑ имӗш. Котельнӑй ҫурчӗн тӑрӑмӗ те начар-мӗн. Типографи ҫурчӗ тул енчен те килӗшӳллӗн курӑнса ларманнине палӑртнӑ иккен министерствӑра.
Информаци политикин министерстви типографири лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑни пирки ӗнентерет иккен. Ҫывӑх вӑхӑтра канашлу ирттермелле-мӗн. Хальлӗхе вара типографире Арбитраж сучӗ сӑнав процедури пуҫарса янӑ.
Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче пӗр ушкӑн преступлени тума каварлашнӑ. Каварлашнӑ кӑна мар, самай ҫынна улталама ӗлкӗрнӗ. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе республикӑн прокуратури халӗ суда ярса панӑ.
Преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ ушкӑн виҫӗ ҫынтан тӑнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ Азербайджан Республикин ҫыннисем пулнӑ, тепри — Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑм. Тӗпчевҫӗсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем пурӗ 15 преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Каварлашса ырӑ мар ӗҫпе аппаланнӑскерсем суя укҫана хӑйсемех хатӗрленӗ, упранӑ тата «ярӑнтарнӑ».
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе Азербайджан арҫынни хӑйӗнпе пӗр шухӑшлисемпе Мускавра паллашнӑ. Унтан вӑл вӗсене суя укҫана Чӑваш Енри суту-илӳ точкисенче тыттарма сӗннӗ. Ҫак тӗллевпе йӳнӗ тавар туянмалла, уншӑн 50 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлмалла. 5 пин тенкӗлӗххисем пурӗ 80 штук пулнӑ. Алла кӗнӗ таса тупӑша пӗр-пӗринпе пайлама калаҫса татӑлнӑ. 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшчен вӗсем суя укҫана 13 штук ярӑнтарса ӗлкӗрнӗ.
Мурманск хулинче пурӑнакан, ҫара кайма тивӗҫ каччӑ Донбаса лекесрен хӑранипе хӗсметрен пӑрӑнать иккен. Ӑна ҫар службинчен пӑрӑннишӗн пуҫиле майпа явап тыттарма пултарасси те ҫамрӑка шиклентермест курӑнать.
Каччӑ салтак тивӗҫне пачах пурнӑҫласшӑн мар иккен-ха. Вӑл хирӗҫ мар. Анчах вӑл альтернативлӑ майпа хӑй тивӗҫне пурнӑҫласшӑн. Ҫар комиссариантне вӑл ҫакӑн пирки пӗлтернӗ. Сӑлтавне каччӑ Донбаса лекесрен шикленнипе сӑлтавланӑ. Анчах ятарлӑ комисси ҫамрӑк ҫыннӑн шухӑшне ӳкӗте кӗртмелӗх ҫук тесе йышӑннӑ.
Каччӑ Мурманскри судсене те ҫитнӗ, анчах ниҫта та ӑна хӳтӗлекен тупӑнман. Аптӑранипе вӑл Страсбургри суда ыйту ҫырнӑ. Хӑйӗн кӑмӑлне яваплисем тивӗҫтерменни, каччӑн шучӗпе, Этем прави пирки калакан Европӑри конвенцин тӑххӑрмӗш статйине пӑсни пулать.
Капла ыйтупа ҫав шайри суда Раҫҫей ҫынни ҫитни халиччен пулман-мӗн. Анчах каччӑн судра выляса илес шанчӑк ҫук мар. Маларах ун пек ыйтупа тухнӑ ытти ҫӗршыв ҫыннисем пирки Страсбургри суд майлӑ пулнӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |