Тӑвай район прокуратури Вӑрмар район судне вӑрманҫӑ пирки пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Арҫынна йывӑҫа саккунлӑ мар майпа каснӑ тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ. 2013 ҫулхи кӑрлачра вӑл Тӑвай тӑрӑхӗнче вӑрман касма ирӗк панӑ. Каярах ҫу уйӑхӗнче каллех вӑл пӗр ҫынна йывӑҫ кастарттарнӑ. Ҫапла вара республикӑн Ҫутҫанталӑк министерствине 122 пин тенкӗлӗх шар кӳнӗ.
Тӑвай вӑрманҫи саккуна административлӑ майпа пӑсни пирки суя протокол шӑрҫаланӑ. Суя ӗҫпе аппаланнӑ вӑрманҫӑ шӑпине суд татса парӗ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем микроавтубуспа пыракан водителе документсене тӗрӗслеме чарнӑ та… Лешӗн руль умне лармалли права та пулман иккен.
Унӑн правине унччен маларах туртса илнӗ-мӗн. Анчах арҫын пурпӗрех руль умне ларнӑ. Ҫавна май унӑн административлӑ явап тытма тивнӗ.
Саккунпа килӗшӳллӗн ҫакнашкал административлӑ явапа тытакансене 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле, 15 талӑклӑха ирӗксӗр хӑвармалла е 100-200 сехет ӗҫлеттермелле.
Шупашкарти Ленин районӗн миравай тӳри ҫак арҫынна 100 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Йӗркене пӑснӑ арҫынна хулари пӗр управляющи компанине янӑ. Унта вӑл урамсене, картишсене тирпейлӗ, урам шӑлӗ.
Суд вӑл такана ҫинчи шыв пек тенӗ ваттисем. Теприсем чӑнлӑха шыраса ҫапах та таҫти суда та ҫитме хатӗр. Ҫапла тунӑ та Ҫӗнӗ Шупашкарти Пятидесятниксен Библи центрне пӗтернипе килӗшмен ваккатсем. Вӗсем Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европа суднех ҫитнӗ. Страсбургри суд асӑннӑ Библи центрне пӗтерни этем правине пӑсни пулать тесе йышӑну кӑларнӑ.
Центра 2007 ҫулта Раҫҫейӗн Аслӑ сучӗн йышӑнӑвӗпе 2007 ҫулта хупса хунӑ иккен. Унччен ҫавӑн пек йышӑнӑва Чӑваш Республикин Верховнӑй сучӗ кӑларнӑ. Библи центрне хупас йышӑну патне пырса тухни ун ҫумӗнче йӗркеленнӗ Библи колледжӗ тата вырсарни шкулӗ вӗренӳ требованийӗсене тивӗҫтерменнипе ҫыхӑннӑ пулнӑ-мӗн.
Страсбургри суд вара Раҫҫей сучӗсем хӑйсен йышӑнӑвне кӑларнӑ чух Этем прави ҫинчен калакан Европа конвенцине пӑснӑ тесе палӑртнӑ.
Чӑваш Енӗн Суд приставӗсен республикӑри управленийӗ чи лайӑх пристава палӑртмалли конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттернӗ. Унта «Чи лайӑх суд-приставӗ исполнителӗ», «Шырав йӗркелекен чи лайӑх суд приставӗ», «Судсенчи йӗркене пӑхса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ» тата «Чи лайӑх дознаватель» номинацисем пулнӑ.
Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ ята Шупашкар хулин Мускав районӗнче тӑрӑшакан Александр Герасимов йышӑннӑ. Шырав енӗпе ӗҫлекенсенчен Улатӑр районӗнчи суд приставӗсен районти пайӗнче тӑрӑшакан Александр Балкаева ҫитекен тупӑнман. Судсенчи йӗркене вара Ҫӗрпӳ районӗнчи Сергей Алексеев пристав пек тытса тӑракна ҫук-мӗн. Красноармейски районӗнчи Павел Моисеев — чи лайӑх дознаватель. Хӑйсем чи лайӑххисене вӗсен тест ыйтӑвӗсене хуравласа, практика пӗлӗвне кӑтартса ӗнентерме тивнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен хӑйсем маттуррине Атӑлҫи федераци округӗ шайӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗнентерме тивӗ. Унта та мала тухнисем финала тухӗҫ — 3-мӗш тапхӑрпа тупӑшӗҫ.
«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн обществи Раҫҫейӗн Юстици министерствин Чӑваш Енти управленийӗ тӗлӗшпе тӑратнӑ тавӑҫа Шупашкарти Ленин район сучӗ тивӗҫтермен. Асӑннӑ пӗрлешӳ Минюст хӑйсене регистрацилеме килӗшменнипе ҫырлахмасӑр суда ҫитнӗ. Анчах усси пулман.
Ку ӗҫпе пӗрремӗш лару ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртнӗ. «Ҫӗнӗ лару-тӑру сиксе тухнине пула» ӑна пӑхса тухассине ҫӗртмен 2-мӗшне куҫарнӑ. Суд «Ирӗклӗх» тавӑҫне тивӗҫтерменнине каларӑмӑр ӗнтӗ. Сӑлтавне суд ҫитес эрнере кӑна пӗлтермелле-мӗн.
Правӑна сыхлакан хӑш-пӗр ҫын шучӗпе «Ирӗклӗхпе» ҫыхӑннӑ лару-тӑру Раҫҫейӗн Конституцийӗнче, Этем правине сыхлакан Европа конвенцийӗнче пӑхса хӑварнӑ правасемпе килӗшсе тӑмасть тесе хаклаҫҫӗ-мӗн.
«Ирӗклӗх» общество хӑй пирки пуҫласа кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче сас панӑ. Пӗрлешӳ чӑваш чӗлхине тата культурине сыхласа хӑварас тата аталантарас тӗллев лартать-мӗн. Унӑн пӗлтерӗшлӗ акцийӗсенчен пӗрин шутӗнче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» стикерсем валеҫсе ҫӳрени. Ҫавсене вӗсем йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен предприятисенче вырнаҫтарасшӑн.
Федерацин миграци службин республикӑри тытӑмлӑхӗн ертӳҫи пулнӑ Леонид Дружинин тӗлӗшпе Шупашкар хулин Ленин район сучӗ кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче айӑплав кӑларнӑччӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн, ушкӑнпа пӗрле пулса улталанӑшӑн, сӗтев илнӗшӗн ӑна 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑччӗ. Ҫийӗнчен 438 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑччӗ.
Аса илтеретпӗр, Шупашкарти фирмӑсенчен пӗринчен вӑл Таджикистанран Раҫҫее саккунлӑ мар майпа килнӗ икӗ ҫынна хӑйӗн хушма хуҫалӑхӗнче ӗҫлеттернӗ. Алла алӑ ҫӑвать тенӗшкел, ҫавӑншӑн асӑннӑ фирмӑра саккунлӑ мар мигрантсем ӗҫленине курмӑш пулнӑ. Ӗҫ машинине юрӑхсӑра тухнӑ тесе хут тӑрӑх ҫырса хӑйӗн харпӑрлӑхне куҫарнине те тӗпчевҫӗсем тупса палӑртнӑ.
Ленин район сучӗн айӑплавӗпе килӗшмесӗр Дружинин аппелляци ҫӑхавӗ ҫырса панӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ айӑплава урӑх статьяна куҫарса штраф виҫине ҫичӗ хут ӳстерсе памалла тунӑ. Ҫапла вара унӑн 3 миллион тенкӗ те 66 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Айӑплав вӑхӑтне вара унчченхиллех — 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха — хӑварнӑ тесе пӗлтерт Чӑваш Республикин прокуратури.
39 ҫулти арҫыннӑн суя хыпаршӑн… 190 пин тенкӗ тӳлеме тивнӗ. Мӗн тунӑ-ха вӑл? Тӗрӗссипе, киревсӗр ҫак ӗҫе вӑл 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчех тунӑ.
Ун чухне хайхискер Чӑваш Республикин Арбитраж судне палламан ҫын шӑнкӑравласа бомба пирки пӗлтернӗ. Ҫынсене ҫуртран пӗр тӑхтамасӑр эвакуациленӗ. Анчах тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн нимӗнле бомба та пулманни ҫиеле тухнӑ.
Кун хыҫҫӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, пуҫтаха шырама тытӑннӑ. Ултав тӑрӑ шыв ҫине тухатех ҫав. 39 арҫын сим-карттӑна Владимир облаҫӗнче туянни паллӑ пулнӑ. Анчах вӑл пытанса пурӑннӑ, регистрацине тӑнӑ вырӑнта курӑнман.
Суя хыпара пӗлтерекене кӑҫал ака уйӑхӗнче ҫеҫ тупнӑ. Ӑна кӑштах ӑннӑ темелле-ши — тӗрмене кирпӗч шутлама ярас вырӑнне штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Ҫакна унӑн 30 талӑкра тумалла пулнӑ. Арҫын ӑна юлашки кунра тӳлеме ӗлкӗрнӗ-мӗн.
Хӑй мар-ха, анчах сусӑр ачан правине хӳтӗлесе путевка уйӑрттарма ыйтса судах тухнӑ. Тӳре те те ачана майлӑ пулнӑ.
Шупашкар район прокурорӗнчен 7 ҫулти сусӑр хӗрача амӑшӗ пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑм надзор органӗнче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вырӑнти социаллӑ хӳтлӗх пайне пӗлтӗр вӑл икӗ хутчен те ҫитнӗ. Малтан — пуш уйӑхӗнче, кайран — чӳк уйӑхӗнче. Анчах социаллӑ хӳтлӗх пайӗ укҫа-тенкӗ ҫителӗккипе ӑнлантарса путевкӑна уйӑрма килӗшмен.
Сусӑр ача правине хӳтӗлесе Шупашкар район прокуратури суда ҫитнӗ. Ӗҫпе явап тытакан енне республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерстви тесе палӑртнӑ.
Шупашкарти икӗ аптека тепӗрин хушшинче уяр пирки тавлашу сиксе тухнӑ.
Эмел тавраш сутакансенчен пӗрисем ҫав кӑпшанка хӑйсен хатӗр-хӗтӗрне рекламӑлама усӑ кураҫҫӗ иккен. Вӗҫекен уяр вӗсен конкурентне, Шупашкарти аптекӑсенчен пӗрне те, килӗшнӗ курӑнать. Вӗсем те ӑна реклама тӗллевӗпе усӑ курма тытӑннӑ. Лешсем вара кун ҫине тарӑхсах кайнӑ. «Епле-ха капла? Хамӑр уяра никама та памастпӑр!» тесе монополипе кӗрешекен службӑна ҫӑхав ҫырса та янӑ.
Нумаях пулмасть асӑнӑн служба ку ыйтупа пуҫтарӑннӑ та ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ. Ара, тавлашакан енсем вӑл вӑхӑта мирлешме тивнӗ ӗнтӗ: уяр ӳкерчӗкӗпе хайхи аптека тек усӑ курма пӑрахнӑ.
«Чӑвашавтодор» предприяти пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Волкова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха хупса хума тата 900 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ. Шупашкарти Ленин район сучӗ айӑплава иртнӗ уйӑхӑн 1-мӗшӗнчех кӑларнӑ-ха. Анчах ваккат ытла ҫирӗп айӑплаҫҫӗ тесе аппеляци ҫӑхавӗ шӑрҫаланӑ. Республикӑн Аслӑ сучӗ йышӑнӑва ылмаштарма килӗшмен, ӗнертенпе айӑплав саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Волков директор (халӗ ун пирки иртнӗ вӑхӑтра каламалла ӗнтӗ) хӑй ертсе пыракан «Чӑвашавтодор» ячӗпе «М–7» ҫулӑн виҫӗ участокне юсасси пирки подряд организацисемпе килӗшӳ тунӑ. Ӗҫне «Чӑвашавтодорах» пурнӑҫланӑ, анчах укҫине ҫав организацисене куҫарса панӑ иккен. Кайран вара «кӗмӗле» пӗрле пайланӑ теҫҫӗ. Волков хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |