Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова арестленине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Вӑл хыпара Константин Ишутов блогер хыпарӗпе усӑ курса хатӗрленӗччӗ. Сӑмах май каласан, Георгий Ивановича тытса чарнипе ҫыхӑннӑ тата хӑш-пӗр хыпара пӗлме май килчӗ.
«Кӳкеҫӗн общество канашӗ» текен ушкӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар район администрацийӗн арестленӗ пуҫлӑхне килте тытса усрама йышӑннӑ.
«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм районти депутатсенчен пӗри каланине тӗпе хурса пӗлтернӗ тӑрӑх, Георгий Егоров патне йӗрке хуралҫисем Депутатсен районти пухӑвӗн черетлӗ, ҫиччӗмӗш, ларӑвӗ иртнӗ кун, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пынӑ. Депутатсен ларӑвне Георгий Егоров та, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ, райадминистрацин экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Маслова та хутшӑнманнинчен депутатсем тӗлӗннӗ-мӗн. Кайран, лару хыҫҫӑн, кӑритура тухаҫҫӗ те «палламан ҫынсем хуҫа евӗр утнине асӑрхаҫҫӗ». Унтан вӗсем ҫав палламан ҫынсем район администрацийӗнчи ӗҫлӗ хутсене илме пынине илтеҫҫӗ.
Георгий Егорова мӗншӗн арестленине халӑхра темле тӗшмӗртекен те пур. Эпир ҫапах та официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтерессине кӗтсе илер.