Шупашкар районӗнче пурӑнакан Сергей Надеждин ятлӑ ҫын кӗрхи пӗр кун йӗрке хуралҫисемпе чӗрре кӗнӗ. Вӗсене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗре ҫапа-ҫапа антарнӑ.
Йӗрке хуралҫипе мар, ахаль ҫынпа тытӑҫсан та пуҫран шӑлмаҫҫӗ те, кӗҫех хайхи этеме суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тӑвать тесе ҫав ҫын пирки Шупашкар районӗнчи шалти ӗҫсен пайне телефонпа пӗлтернӗ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫавсене курсан ӳсӗр арҫын лӑпланма мар, хирӗҫме пуҫланӑ. Малтан вӑл арҫын-йӗрке хуралҫине питӗнчен чышкӑпа ҫапса панӑ, кайран ӑна урайне персе антарнӑ та хӑлхинчен ҫыртнӑ. Кайран хӗрарӑм-полицейские урайне персе антарнӑ. Ӑна вӑл хулпуҫҫинчен тата хӑлхаран туртма тытӑннӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ саккунлӑ вӑя кӗни пирки республика прокуратури пӗлтерет.
Паян Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче икӗ ҫулхи ачана вӗлернӗ ҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухассипе лару иртнӗ.
38 ҫулти арҫын икӗ ҫулти ывӑлне кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӗлернӗ. Хыҫҫӑнах вӑл хӑй ҫине алӑ хунӑ.
Чылай преступление ҫын ӳсӗр пуҫпа тӑвать теҫҫӗ те йӗрке хуралҫисем, тӑван тӗпренчӗкне вӗлерекен ҫын ӳсӗр пулни пирки асӑнман прокуратура ҫак факт пикри хыпарланинче. Арҫын тӗнче курӑмӗ ыттисенчен расна пулнӑ-мӗн. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, пурнӑҫ — чӑн-чӑн пулӑм, ӑна урӑхларах ирттермелле. Ҫапла шухӑшласа арҫын ывӑлне вӗлернӗ. Унтан вӑл хӑй ҫине алӑ хунӑ.
Вилнӗ ачан тӑванӗсем усал ӗҫе тӑвакан ҫук пулин те пуҫиле ӗҫе чарса лартма килӗшменнине кура паян ҫак ӗҫпе республикӑн Аслӑ судӗнче суд пуҫланнӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн ертӳҫипе Олег Бойкӑпа тӗл пулнӑ.
Олег Бойко Арбитраж сучӗ епле ӗслесе пыни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 10 пин ытла тавӑҫ ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан, ҫак хисеп унчченхинчен 700–800 тавӑҫ нумайраххине пӗлтерет.
Арбитраж сучӗн ертӳҫи республикӑра панкрута тухакансен шучӗ куҫкӗретех ӳссе кайнине пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи 9 уйӑхра пункрута тухнисене 240 тӗслӗх шута илнӗ. Кӑҫал ун пеккисен йышӗ 350-а яхӑн ҫитсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах лайӑххине те палӑртмалла. Олег Бойко республика Элтеперне пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ право йӗркине пӑсакан предприяти-организацисен шучӗ чакнӑ.
Сӑнсем (4)
Ҫулла Шӑмӑршӑ районӗнче пысӑк инкек пулни пирки самай калаҫрӗҫ. Ун чухне водитель ҫул хӗррипе пыракан ҫемьене ҫапса хӑварнӑччӗ.
Ку ҫурлан 2-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. 28 ҫулти водитель Шӑмӑршӑра пурӑнакан ҫемьене ҫапса хӑварнӑ. Ун чухне 38-ти арҫын, унӑн 66-ри амӑшӗ тата 3-ри ачи вилнӗ. Тухтӑрсем арҫыннӑн арӑмне ҫӑлассишӗн тӑрӑшнӑ, анчах вӑл та куҫне хупнӑ. Аварире 7-ри арҫын ача ҫеҫ сывӑ юлнӑ. Анчах унӑн сывлӑхне те йывӑр сиен кӳнӗ.
Нумаях пулмасть ҫав водитель тӗлӗшпе Патӑрьел районӗн сучӗ приговор вуланӑ. Суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ, йӗплӗ пралук леш енне 8 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Унччен те арҫынна кун пек аваришӗн айӑпланӑ пулнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Юрий Моисеев тӗлӗшпе нумаях пулмасть ҫӗнӗ приговор вуланӑ. Ун тӗлӗшпе пӗрре мар суд ларӑвӗ иртнӗ. Кӑҫалхи кӑрлачра ӑна сӗтев илнӗшӗн, должноҫри полномочипе ытлашшипех уса курнӑшӑн тата вӑрланӑшӑн ҫирӗп режимлӑ колоние 11 ҫуллӑха ӑсатнӑччӗ. Анчах Моисеев кунпа килӗшмесӗр аппеляци панӑ. Аслӑ суд ӑна тивӗҫтернӗ. Хальхинче айӑплава кӑштах ҫемҫетнӗ.
Хальхинче Моисеев сӗтев илни вырӑнне вӑрланӑ тесе ӗнентересшӗн пулнӑ. Куншӑн айӑплав ҫемҫерех-ҫке. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл 2 миллиона ялти культура ҫуртне тунӑ ҫӗре яма палӑртнине ӗнентерме хӑтланнӑ. Унран пулӑшу ыйтнӑ хӗрарӑма та пулӑшма хатӗрленнӗ имӗш вӑл. Анчах ҫаксене йӑлтах ӗнентерме май килмен.
Приговора хальхинче виҫӗ сехет ытла вуланӑ. Ҫапла майпа Моисеева ҫирӗп режимлӑ колоние 9 ҫуллӑха ӑсатма, 60 миллион тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Анчах Моисеев хӑй айӑплӑ марринех калать. Вӑл малалла кӗрешме хатӗр-мӗн. Ҫак кун Моисеев тӗлӗшпе кӑна мар, унӑн пӗлӗшӗ Сергей Галочкин тӗлӗшпе те приговор вуланӑ. Вӑл 2 миллиона панӑ чухне посредник пулнӑ.
Иртнӗ эрнере «СмартВтормет» ТМЯП лаптӑкӗнче саккунсӑр вырнаҫтарнӑ 44 вӑйӑ хатӗрне тӗп тунӑ. Пресс айне 15 вӑйӑ автомачӗ тата 29 вӑйӑ хатӗрӗ лакнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикинчи ШӖМ пресс-служби пӗлтерет.
Ку пӗтӗм хатӗрсене суд йышӑнӑвӗпе маларах харпӑр ҫын харпӑрлӑхӗнчен илсе патшалӑхӑн пурлӑхне куҫарнӑ. Саккун чаракан вӑйӑсем йӗркелекенсене вара судпа явап тыттарнӑ. Вӑйӑ аппарачӗсене тӗп тунине Росимущество элчисем тата полици ӗҫченӗсем тӗрӗслесе пӑхса тӑнӑ.
Кӑҫал, 2015 ҫулта, астаракан вӑйӑсем ирттерессипе йӗркеленине Чӑваш Енре пурӗ 11 хут палӑртнӑ. Шыравра пурӗ 800 ытла вӑйӑ хатӗрӗ тупнӑ. Тӑватӑ факт тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
Галина Вронская юрист хӑйӗн чӗрӗ журналӗнче «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулнӑ Михаил Вансяцкие судра ҫӗнтерни пирки пӗлтернӗ. Ҫак уйӑхӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн гражданла ӗҫсемпе ӗҫлекен суд коллегийӗ Михаил Вансяцкий ыйтӑвне тивӗҫтерме хирӗҫленӗ.
Ҫапла майпа икӗ ҫул судлашни тӳре-шара пулнӑ ҫыншӑн выляса янипе вӗҫленнине интернет-кӑларӑма хӳтӗленӗ юрист тӗлӗнсе йышӑнман. Юрист ҫырнӑ тӑрӑх, суд маларах тавӑҫа пӑхса тухма пачах килӗшмен. Суд килӗшменнипе М. Вансяцкий килӗшмен (тавталогипе юри усӑ курнине вулакан ӑнланчӗ-тӗр). Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулнӑ ҫын Аслӑ суда евитленӗ. Унта вара судлашас текен ҫынна чарас темен пулать.
Галина Вронская ӗнентернӗ тӑрӑх, суд тӑрӑх ҫӳресе Михаил Вансяцкий самай шар курать. Ваккат тытса тӑкакланнипех вӗҫленмест ҫавӑ. Суя сӑмах сарать тесе В. Гуськов ятлӑ ҫын унран 70 пин тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ.
Тепӗр ҫын чӗлхе-ҫӑвара питех те ирӗке яма юратать ҫав. Канаш районӗнчи Пайкилт ялӗнче пурӑнакансенчен хӑшӗсене хӑйсен ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм аптӑратсах ҫитернӗ курӑнать. Ӑнланнӑ тӑрӑх, ҫавскер ҫынсене хӑртма, кӳрентерме, хӑйне килпетсӗр тытма именсе тӑман. Ҫынсем аптӑранипе ял тӑрӑхне евитленӗ. Ӗлӗкхи йӑлапа тесен те тӗрӗсрех пулатчӗ-тӗр-ха. Мӑшӑрӗсене кӳреннӗ арӑмсем те маларах ял тӑрӑхне чупнӑ вӗт-ха. Кӳрентерекенсемпе шучӗпе халӗ йӗрке хуралҫисен ӗҫлемелле-ха.
Маларах асӑннӑ ял ҫыннисем эпир паҫӑр асӑннӑ хӗрарӑм пирки ял тӑрӑхне ҫӑхавланӑ. Ку ыйтупа ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ вырӑна пырса ҫитнӗ. Анчах вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне те уяса тӑман 59 ҫулти ӳсӗр хӗрарӑм: хут ҫине ҫырма намӑс сӑмахсемпе ҫынсен умӗнчех хӑртса пӗтернӗ. Ҫакӑн пек пуҫтахланса ҫынна кӳрентернӗшӗн суд ӑна 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Паян Шупашкар хулин Ленин район судӗнче «ПАРНАС» парти хастарӗн Дмитрий Семенов тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ пирки паян сӳтӳ-яву иртнӗ.
Дмитрий Семенова РФ Пуҫиле кодексӗн 280-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Тӗпчевҫӗсем каччӑ экстремизмла ӗҫ-хӗле пурнӑҫлама чӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Каччӑ тӗнче тетелӗсенчен пӗринче Раҫҫейӗн премьер-министрӗн Дмитрий Медведев евӗр сӑнлӑ демотиватора перепост туса сарнӑ тесшӗн.
Экстремизм ӗҫ пурнӑҫлама чӗнсе каланӑ тесе айӑплавҫӑсем «ПАРНАС» хастарне Дмитрий Семенова 200 пин тенкӗлӗх штрафлама ыйтнӑ. Дмитрий Семенов хастар вара тӗпчевҫӗсем унӑн айӑпне ӗнентерсе парайман тесе шухӑшлать иккен. Ыран ку фактпа суд пулмалла, унта пуҫиле ӗҫе пӑхса тухмалла, йышӑну тумалла.
Кунта сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкар прокуратури порнографи материалӗллӗ сайтсене ӗҫлеме чарни пирки пырать.
Тӗнче тетӗлӗнче вырнаҫтаракан хыпарсене тишкернӗ хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура порнографи материалӗсемлӗ сайта асӑрханӑ. Унта кирек кам та кӗрсе пӑхма пултарнӑ. Унта Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта интимлӑ пулӑшу сӗнекен пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ. Ҫав пулӑшӑвӑн хакне те кӑтартса ҫырнӑ пӗлтерӗве вырнаҫтаракансем. Унсӑр пуҫне ҫӑмӑл шухӑшлӑ хӗрарӑмсем хӑйсен ҫулне, виҫине, арҫынсене кӑсӑклантарма пултаракан ытти хыпара пӗлтернӗ. Телефон номерне кӑтартма та именмен.
Порнографи материалне сарни саккуна пӑсни шутланать, уншӑн пуҫиле майпах айӑплама юрать. Интим пулӑшӑвӗ пирки хыпарланине ырламасӑр прокуратура судах ҫитнӗ. Суд прокуратура ыйтнипе килӗшнӗ, юрӑхсӑр хыпара вырнаҫтарма чармалла тунӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |