Тӗнче тетелӗнче тепӗр чухне пӗрне-пӗри темле кӳрентерекен те пур. Хӑшӗсем пули-пулми сӑмаха хӑлхана та чикмеҫҫӗ, теприсем йывӑра илсе «вӑрӑм» чӗлхеллисене шырама пуҫлаҫҫӗ.
«Правды ПФО» интернет-хаҫатра пичетленекен статьясемпе хыпарсене те чылай чухне хӗрсе кайсах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫавӑн чухне пӗрне-пӗри темле каласа хӑртни те, кӳрентерни те пулать. Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева статьясенчен пӗрин айӗнче комментари хӑваракансен шухӑшне ырламасӑр Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствине тавӑҫпа тухнӑ. Ҫав хута шута илсе йӗрке хуралҫисем «Правда ПФО» интернет-хаҫатран комментаторсен IP-адресӗсене ыйтса ҫырнӑ. Саккунпа килӗшӳллӗн кӑларӑм йӗрке хуралҫисене IP-адрессене пӗлтерме тивӗҫ.
Паян тӑван республикӑмӑрӑн парламенчӗ черетлӗ, 12-мӗш, сессие пуҫтарӑнчӗ. Унта чылай чухнехиллех нумай ыйту кӗртнӗ. Кӗртменнисемпе пӗрлех урӑххисене пӑхса тухма сӗнекенсем те пулчӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов харӑсах икӗ сӗнӳпе тухрӗ. Вӗсенчен пӗри Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннисене, ашшӗ ӑшшине туймасӑр ӳснисене пырса тиврӗ. Григорий Данилов депутат вӑрҫӑ ачисене патшалӑх енчен укҫа-тенкӗпе пулӑшмалла тесе шухӑшланине, ку сӗнӳпе Мускава тухмаллине палӑртрӗ.
Анчах чӑваш парламенчӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ертӳҫи Вячеслав Рафинов республикӑри халӑх тарҫисем ку ыйтӑва маларах тишкернине пӗлтерчӗ. Тутарстанри депутатсем ҫапла сӗнӳпе тухнӑ саккун проектне РФ Патшалӑх Думи пӑхса тухманнине палӑртнӑ май пирӗн тӑрӑхри депутатсем ку сӗнӳпе Федерацин Атӑлҫи округӗнчи ӗҫтешӗсемпе пӗрле тухас шухӑшлине ӗнентерчӗ.
Куславкка район прокуратури вырӑнти муниципалитет устава регистрациленине тӗрӗсленӗ. Пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче районӑн Депутатсен пухӑвӗнче муниципалитетӑн тӗп документне улшӑнусем кӗртме йышӑннӑ. Саккуна пӑхӑнса пурӑнас пулсан, ӗҫлӗ хута ылмаштарсан 15 кунта ӑна ҫӗнӗрен регистрацилемелле. Ҫавӑншӑн явапли — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ. Куславккасем вара хӑнт та туман — регистрацилеме шутламан та курӑнать.
Кӑлтӑка асӑрханӑ хыҫҫӑн прокуратура район администрацине асӑрхаттарса ҫырнӑ. Пӗрех улшӑну пулманнине кура район администрацийӗн пуҫлӑхне прокуратура административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Прокурор сӑмахне ӑша хывман пуҫлӑха 2 пин тенкӗлӗх штрафланине Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ туалет хучӗ сутнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫак гигиена хатӗрне туса кӑларакан предприятие Мускав облаҫӗнче регистрациленӗ. Хӑйӗн бренчӗ валли логотип шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫуралнӑ тӑрӑхне юратнӑран хӗрарӑм хӑйӗн продукцийӗ ҫине ӳкернӗ Кузьӑна чӑваш гербӗллӗ футболка тӑхӑнтарнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствипе ҫыхӑннӑ. Унтисем туалет хучӗ ҫинчи чӑваш элемӗсене Геральдика комиссийӗ пӑхса тухассине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне ведомство производителе Чӑваш Республикинчи Геральдика комиссийӗнчен ятарлӑ ирӗк илме сӗнсе ҫыру янине каланӑ. Туалет хутне кӑларакан предприяти ертӳҫи Марина Петровна ун пек сӗнӳ вӗсем патне хальлӗхе ҫитменнине ӗнентернӗ.
Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче эрех-сӑра ваккӑн сутасси пирки деклараци тӑратассине патшалӑх тӗрӗслесе тӑрас ыйтӑва хускатнӑ. Республикӑн Экономика министерстви ҫак йӗркене ҫирӗплеттересшӗн.
Декларацие тӑратманшӑн пӗлтӗр 41 усламҫӑна явап тыттарнӑ, кӑҫал — 9-шне. Должноҫри ҫынсене 5—10 пин тенкӗлӗх штрафлама юрать, организацисене — 50—100 пин тенкӗлӗх.
Республикӑн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов Раҫҫейре эрех ӗҫесси кашни ҫын пуҫне паян ҫулталӑкра 15,3 литрпа танлашнине палӑртнӑ май ку енӗпе квотӑсем палӑртмалла мар-ши тесе ыйтнӑ. Анчах Владимир Аврелькин министр эрех-сӑра сутассипе чару палӑртаймассине пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен ку ыйтӑва федераци шайӗнче татса памалла.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та сӑмах алкоголь рынокне легализацилес енӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Чару вара ырри патне ҫитермест.
Чӑваш Енӗн вӑрман тата сунар хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене вӑрман фондӗнче шутланакан ҫӗре парӗҫ. Унпа вӗҫем тӳлевсӗр усӑ курайӗҫ. Анчах ҫурт-йӗр хӑпартса лартма мар. Вӑрман фончӗн ҫӗрне ял хуҫалӑх тӗллевӗпе ҫеҫ усӑ курма юрӗ.
Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче ку ыйтупа тухса калаҫнӑ ЧР ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ефремов ҫӗнӗлӗх РФ Ҫӗр кодексӗпе, тата тӗрӗсрех каласан, унӑн 24-мӗш статйипе, килӗшсе тӑрасса пӗлтерчӗ.
Вӑрманҫӑсемпе сунар хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен шалӑвӗ те пысӑк мар. Унта ӗҫлекенсенчен 90 проценчӗ — 35 ҫултан пуҫласа 60 ҫулчченхисем, тата аслӑраххисем те пур. Курӑк ҫулма, вӗлле тытма тата ытти ҫавӑн йышши тӗллевпе усӑ курма ҫӗр уйӑрсан ку отрасле ҫамрӑксем туртӑнасса шанаҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш халӑх сайчӗ РФ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ саккун проектне пӑхса тухма сӗннине пӗлтернӗччӗ. Ӗҫлӗ хутра сӑмах вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшне куҫарасси пирки пыратчӗ.
Саккун проектне хатӗрлекенсем муниципалитетсене вӗренӳ ҫулне юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма ирӗк парасшӑн. Йышӑнӑва ҫанталӑка, наци уйрӑмлӑхне тата ытти сӑлтава кура тумалла-мӗн.
Халӗ кӑна ОТР каналпа Сергей Лесков тишкерӳҫӗ, журналист калаҫрӗ. Телеертӳҫӗсене вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата аслӑлӑх министерстви саккун проектне хирӗҫ пулнине татӑклӑнах палӑртнӑ иккен.
Мӗнех, проекта депутатсем РФ Патшалӑх Думинче пӑхса тухӗҫ. Унччен ӑна профиль комитечӗнче сӳтсе явасси каламасӑрах паллӑ. Унтан та ытларах: халӑхпа та сӳтсе явассӑн туйӑнать.
Шупашкарти В.Кочетов ячӗллӗ кадет корпусӗнче ӑс пухакан ачасем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗнчен тӳлевсӗрех апатланӗҫ. Анчах пурте мар, сахал тупӑшлӑ ҫемьере пурӑнакансем ҫеҫ.
Ачасене тӳлевсӗр ҫитермешкӗн республика хыснинчи укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Кадет корпусне пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче республикӑна панӑ, ҫавна май ачасем тӳлевсӗр апатланма пӑрахнӑ. Унччен ку ҫӑмӑллӑхпа муниципалитет тивӗҫтернӗ.
Тӳлевсӗр апатлантарассишӗн 9 уйӑх кӗрешнӗ. Кайран саккун йышӑннӑ. Унпа килӗшӳллӗн, сахал тупӑшлӑ ҫемьери ачасем тӳлевсӗр ҫиме пултараҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне сусӑрсем, тӑлӑх ачасем, квалификациллӗ рабочисене тата служащисене хатӗрлемелли программӑпа вӗренекен шӑпӑрлансем тӳлевсӗр апатланаяҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗри хваттерте парикмахерски уҫнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ хваттере вӑл халӑха йӑлари пулӑшу кӳрекен заведение ҫавӑрнӑ. Апла тума, тӗрӗссипе, саккун чармасть-ха. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан — йӗрки. Пурӑнмалли хваттере урӑх тӗллевпе усӑ курас тесен ятарлӑ хутсем хатӗрлемелле, тивӗҫлӗ органсене систермелле.
Ҫӗнӗ Шупашкарти хваттерте парикмахерски уҫнине унтисем республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӗлтернӗ. Тӳре-шара нумаях пулмасть тӗрӗслеме персе ҫитнӗ. Чӑн та, суя сӑмах е элек пулман ҫӑхав. 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 66-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри хваттере урамран тӳрех кӗмелле алӑк кассах парикмахерски туса хунӑ.
Пурӑнмалли ҫурта пурӑнмалла маррине куҫарнӑ пурлӑха кадастр учетне тӑратманнине пула ун хуҫи налукран пӑрӑннине палӑртнӑ. Кӑлтӑка пӗтерессипе тӳре-шара мера йышӑнма палӑртнӑ.
Шупашкарӑн Мускав районӗнче эрехе саккуна пӑсса сутакансене тӗрӗслемелли рейдсем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Кун пирки асӑннӑ районӑн официаллӑ сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Ҫӗрле эрех сутма чарнине аса илтернӗ май кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 12 протокол ҫырнине палӑртнӑ.
Чӑн та, ҫӗрле эрех таврашне кафесемпе ресторансенче ҫеҫ сутма юрать, кӗленче тыттарса яракан лавккасем Раҫҫейӗн Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан саккунне пӑсаҫҫӗ. Маларах ку енӗпе саккуна улшӑнусем кӗртнӗччӗ, кунӗн-ҫӗрӗн эрех сутса ларакансем тӗлӗшпе йӗркене хытарнӑччӗ.
Шупашкар хулин Мускав районӗ яваплӑ специалистсемпе йӗркеленӗ ятарлӑ рейдсенче асӑрханӑ пӑтӑрмахсем пирки протоколсене суту-илӳ точкисен хуҫисен ячӗпе шӑрҫаланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |