
2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейри Налук кодексне улшӑнусем кӗртнӗ. Малашне патшалӑх пулӑшӑвне электронлӑ майпа 30 процент йӳнӗрех илме май пур. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Патшалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗ урлӑ пулӑшу илес текенсем 30 процент сахалрах тӳлӗҫ. Тӗслӗхрен, ют ҫӗршыва каймалли паспорта миграци службинче тумашкӑн 3500 тенкӗ кӑларса хумалла, gosuslugi.ru сайт урлӑ вара чылай йӳнӗрех — 2850 тенкӗ.
Патшалӑх пошлинин виҫине пӗчӗклетмешкӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗн ирӗк пулӗ.

Иркутск облаҫӗнче ҫынсем «фанфурик» ӗҫсе вилни ҫынсене сисчӗвлентернӗ. Тӳре-шара та ку тӗлӗшпу йышӑнусем тунӑ.
«Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре спирт хутӑшне сутма чарнӑ. Ку тӗлӗшпе саккун йышӑннӑ.
Ҫакна РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев йышӑннӑ. Унпа пӗрле патшалӑх тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова документа алӑ пуснӑ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Раҫҫейре ӑша яма юраман спирт шӗвекӗсене, унта этил спирчӗ 25 процентран ытларах пулсан, вӑхӑтлӑха сутма чарнӑ. Анчах ку йышӑну парфюмерипе машина чӳречине тасатмалли шӗвеке пырса тивмест.
Ку йышӑну 30 кун вӑйра пулӗ.

Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал республикӑра метанолпа сахал мар ҫын наркӑмӑшланса вилнӗ.
Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, автотранспортра метил спирчӗпе усӑ курмашкӑн юрамасть. Машина чӳречине ҫумалли шӗвексене халӗ изопропил спирчӗ хушаҫҫӗ. Унӑн шӑрши вӑйлӑ, ӑна пӗтерме ҫук. Ку спирт ҫыншӑн хӑрушӑ мар.
Метанолӑн шӑрши вара вӑйлах мар. Анчах вӑл – наркӑмӑш. Статистика лӑплантармасть. Ҫавӑнпа специалистсем водительсене машина чӳречине ҫумалли шӗвеке ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ туянма сӗнеҫҫӗ.

Чӑваш Енре коллекторсен ӗҫӗ-хӗлне чикӗлесшӗн. Вӗсене суд приставӗсем сӑнаса тӑрӗҫ.
Коллектор агентствисем валли ҫырнӑ ҫӗнӗ йышӑнусенче палӑртнӑ тӑрӑх, шӑнкӑравсемпе СМС-ҫырусен базӑра сахалтан та 3 ҫул упранмалла. Тата коллекторсен парӑмҫа пусмӑрлама, ҫапма юрамасть.
Коллекторсен хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравлама юрать? Ӗҫ кунӗсенче — ирхи 8-тан пуҫласа 22 сехетчен. Канмалли кунсенче вара парӑмҫа 20 сехетрен пуҫласа ирхи 9-ччен чӑрмантарма юрамасть. Унпа эрнере 1 хутран ытлашши тӗл пулмалла мар. Коллекторсен талӑкне — 1 хутчен, эрнере 2 хутчен, уйӑхне 8 хутчен ҫеҫ шӑнкӑравлама юрать.

Чӑваш Енре коллекторсен ӗҫӗ-хӗлне чикӗлесшӗн. Вӗсене суд приставӗсем сӑнаса тӑрӗҫ.
Коллектор агентствисем валли ҫырнӑ ҫӗнӗ йышӑнусенче палӑртнӑ тӑрӑх, шӑнкӑравсемпе СМС-ҫырусен базӑра сахалтан та 3 ҫул упранмалла. Тата коллекторсен парӑмҫа пусмӑрлама, ҫапма юрамасть.
Коллекторсен хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравлама юрать? Ӗҫ кунӗсенче — ирхи 8-тан пуҫласа 22 сехетчен. Канмалли кунсенче вара парӑмҫа 20 сехетрен пуҫласа ирхи 9-ччен чӑрмантарма юрамасть. Унпа эрнере 1 хутран ытлашши тӗл пулмалла мар. Коллекторсен талӑкне — 1 хутчен, эрнере 2 хутчен, уйӑхне 8 хутчен ҫеҫ шӑнкӑравлама юрать.

Виҫҫӗмӗш ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑшӗсене Чӑваш Енре 100 пин тенкӗ укҫа пама пӑрахӗҫ. Ку йӗрке килес ҫулхи кӑралчӑн 1-мӗшенчен вӑя кӗрӗ.
Саккун проектне малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ пӑхса тухса ырланӑччӗ. Эпир маларах каланӑ: «Комитет ырласан сессире депутатсем те ырлаҫҫӗ», — шухӑш тӳрре килчӗ. Ӗнерхи, раштавӑн 20-мӗшӗнчи, сессире вӑл саккуна йышӑннӑ. Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗҫлӗ хута алӑ пуснӑ. Ун пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Сӑмах май, маларах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемессине йышӑннӑччӗ. Хушу ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.

Темиҫе ҫул каялла иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ҫуралакан ачасемшӗн Амашӗн капиталне пама тытӑнчӗҫ. Ӑна кашни ҫулах индексациленӗ. Юлашки ҫулсенче вара унӑн виҫи ӳсмен.
Нумаях пулмасть РФ Президенчӗ Владимир Путин саккуна алӑ пуснӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулччен Амӑшӗн капиталне индексацилемӗҫ. Ку саккун ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ.
Унччен Амӑшӗн капиталӗ инфляци ӳснине кура хӑпарнӑ. Унӑн виҫине федераци саккунӗ палӑртнӑ. Халӗ капитал виҫи – 453026 тенкӗ. Эппин, 2020 ҫулччен ҫавӑн чухлех юлӗ вӑл.

Виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан Чӑваш Ен хыснинчен 100-шер пин тенкӗ паратчӗҫ. Нумай ачаллисем ҫывӑх вӑхӑтра вӑл укҫана илме пӑрахӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ тӳлеве ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пама пӑрахма йышӑннине Алексей Глухов халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Енчен те ҫемьене ҫӗн кайӑк кӑҫалхи раштавӑн 31-мӗшӗччен килсе ӗлкӗрсен укҫа лекӗ. Саккуна йышӑнасси депутатсенчен килет. Комитетсенче вӗсене пӑхса тухаҫҫӗ. Анчах ҫакна та палӑртмалла: сӑнанӑ тӑрӑх, комитетра ырланине сессире те ырлаҫҫӗ.
ЧР парламентӗнче Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитета депутата суйланиччен республикӑри ачасен хӳтӗлевҫи пулса ӗҫленӗ Вячеслав Рафинов ертсе пырать.

Тӑвай районӗнче пурӑнакан тӑлӑха хваттер пама суд йышӑну кӑларнӑ. Унтисен ӗҫне Вӑрмар районӗнче пӑхса тухаҫҫӗ те, суд нумаях пулмасть иртнӗ.
Суда тавӑҫпа Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова тухнӑ. Хутпа суд тӑрӑх ҫӳреме маларах ирттернӗ тӗрӗслев хистенӗ. Ашшӗ те, амӑшӗ те ҫук хӗр 2011 ҫултанпа ҫурт-йӗр черетӗнче тӑнӑ. 2012 ҫул вӗҫӗнчен унӑн хӑйӗн кӗтесне кӗме ирӗк ҫитнӗ пулин те район администрацийӗ унӑн ыйтӑвне тивӗҫтермен.
Прокурор тӑлӑха хӗрхенсе те хӳтӗлесе тата, паллах, саккуна пӑхӑнма хистесе ҫырнӑ тавӑҫне районти суд тивӗҫтернӗ. Тӑлӑха вырӑнти тӳре-шаран икӗ уйӑхра ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелле. Суд раштавӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Район администрацийӗ аппеляци ҫӑхавӗ ҫырса аппаланмасан хваттер уҫҫине кӗтсе илесси тӑлӑхӑн инҫех мар.

Тӑвай районӗнчи пульницӑра саккуна пӑсаҫҫӗ. Епле сипленине калаймӑпӑр та, анчах ӗҫ сыхлавӗн саккунне унта кирлӗ пекех пӑхӑнса ҫитереймеҫҫӗ. Асӑннӑ район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ муниципалитетри тӗп пульницӑна иртнӗ уйӑхра тӗрӗсленӗ.
Шурӑ халатлисенчен сакӑр ҫынна отпуск укҫине РФ Ӗҫ кодексне пӑсса тӳленӗ. Асӑннӑ саккунӑн 136-мӗш статйин 9-мӗш пайӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, каннишӗн укҫана отпуска кайиччен виҫӗ кун маларах куҫармалла. Пульницӑра вара канма пуҫланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тӳленӗ. Пӗри тата ӗҫрен кайнӑ, анчах ӑна ӗҫ килӗшӗвне татни ҫинчен калакан приказпа та паллаштарман.
Кӑлтӑк пирки ЧР Ӗҫ инспекцине хыпарланӑ, унтисем пульница ертӳҫине административлӑ майпа айӑпласа 4,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
