Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Шупашкарти маршрутсене улшӑну кӗтет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Софья Савнеш 19.10.2017 10:13 | 1675 хут пӑхнӑ
Хулара

Шупашкарта транспорт реформине ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Улшӑнусене 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗртесшӗн. Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен хӑш-пӗр улшӑну пулнӑ ӗнтӗ. 34-мӗш тата 36-мӗш маршрутсене пӑрахӑҫланӑ.

Шупашкарти маршрут карттине Питӗрти ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата проект институчӗ тишкерсе ҫӗннине хатӗрленӗ. Ҫапла майпа пӗр ҫулпа ҫӳрекен маршрутсене чакарасшӑн, ҫынсене ытларах троллейбуспа ҫӳреттересшӗн.

15 пассажир автобусӗ маршрутне улӑштарнӑ ӗнтӗ: 7-мӗш (Воробьев композиторсен, Ярославль, Сергий Радонежский, Калинин, Текстильщтксен, Энергетиксен урамӗсемпе те кайӗ), 12-мӗш (Воробьев композиторсен, Калинин, Николаев, Энгельс урамӗсем хушанӗҫ), 20-мӗш (Яковлев проспекчӗ, Ашмарина, Орлов, Айзман урамӗсем, Канаш ҫулӗ, Аш-какай комбиначӗ), 22-мӗш (Никольски проспекчӗ, Гухзовский урамӗ, Горький проспекчӗ, Шупашкар: 500 ҫул урам), 26-мӗш ("Финская долина" микрорайона кӗмӗ), 30-мӗш (Хулаҫум, Энгельс, Гагарин, Фучик, урамӗсем, Айхи проспекчӗ, Хмельницкий урамӗ, Улатӑр ҫуле хушӑнӗҫ), 32-мӗш (Университет урамӗпе Чантӑра ҫитӗ), 33-мӗш (Фучик урамӗпе, Президент бульварӗпе, Гладков урамӗпе те кайӗ), 35-мӗш (Хулаҫум, Энгельс, Ярославль, Воробьев композиторсен урамӗпе кайӗ), 41-мӗш (Трактор тӑвакансен проспекчӗпе, Ленин Комсомолӗн урамӗпе, Машиностроительсен, Гремячево, Соляное проезчӗсемпе ҫӳрӗ), 44-мӗш (Мускав, Никольски проспекчӗсемпе, Граждан, Чернышевски урамӗсемпе ҫулӗ тӑсӑлӗ, "Финская долина" микрорайона кӗрӗ), 46-мӗш (Яковлев проспекчӗпе, Гладков урамӗпе, Президент бульварӗпе, Фучик урамӗпе малалла кайӗ), 47-мӗш (Ленин Комсомолӗн урамӗпе, Яковлев проспекчӗпе кайса "Финская долина" микрорайона кӗрӗ), 52-мӗш (Университет урамӗпе, Етӗрне ҫулӗпе Заовражныйне ҫитӗ), 54-мӗш (Мускав проспекчӗпе, Пирогов, Шупашкар: 500 ҫул, Уруков, Савут, Пирогов урамӗсемпе, Мускав проспекчӗпе "Радужный" микрорайона кӗрӗ). 1-мӗш, 10-мӗш, 14-мӗш, 16-мӗш, 18-мӗш, 21-мӗш, 23-мӗш, 24-мӗш, 48-мӗш, 49-мӗш, 50-мӗш, 51-мӗш, 56-мӗш, 59-мӗш, 60-мӗш, 60-мӗш «к», 61-мӗш, 63-мӗш, 65-мӗш маршрутсене пачах пӑрахӑҫласшӑн.

#автобуссем, #транспорт, #ҫул-йӗр, #Шупашкар, #саккунсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45326
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем