Чӑваш следователӗсем 32 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе тишкереҫҫӗ. Чӑваш Ен ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна питӗ пысӑк укҫана кӗсйине чикнӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, министерствӑн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен управленийӗн ӗҫченӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хайхи хӗрарӑм пулӑшу кассин ертӳҫинче вӑй хунӑ май кассӑран 9 миллион тенке яхӑн йӑкӑртнӑ та унпа хӑйне кирлӗ пек усӑ курнӑ. Ҫак укҫаран ҫамрӑк хӗрарӑм ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ хаклӑ йышши ҫӑмӑл машина тата пурӑнмалли кӗтес туяннӑ.
Унсӑр пуҫне палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулӗ: айӑпланакан хӗрарӑмӑн халӗ аякка ниҫта та тухса ҫӳреме юрамасть, следовательсем вара уголовлӑ ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан, ниҫта та ӗҫлемен 40 ҫулти арҫынна судра тавлашнӑшӑн суд тунӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, теприсене кӳрентернӗшӗн.
Пӑтӑрмахӗ иртнӗ ҫулхи кӗркунне, авӑн уйӑхӗнче, пулса иртнӗ. Ют киле пырса кӗнӗшӗн судлашнӑ вӑхӑтра арҫын хӑйне тытса чарайман. Вӑл хӑй пуҫтахланса ҫӳренипе шар курнӑ хӗрарӑма та, прокурора та кӳрентермелле сӑмахсемпе перкелешнӗ. Чӗлхене ирӗке яраканскере лешсем ачашласа та шеллесе тӑрас темен, явап тыттарма йышӑннӑ.
Суда хисеп туман тесе арҫына РФ Пуҫиле кодексӗн 297-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа 260 сехет ӗҫлеттерме тунӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Пӗрремӗш инстанцири суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесен арҫыннӑн апелляци ҫӑхавӗ ҫырма ирӗк пур.
32-мӗш маршрутпа ҫӳрекен водительсен машинине такамсем «Лента», «Бауман урамӗ», «Газопровод» чарӑнура кирпӗчпе пенӗ, «Форд Транзитсен» малти чӳречисене ҫӗмӗрнӗ. Пуҫтахсем маскӑпа пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 35 ҫулти усламҫӑ, маршруткӑсене тытса тӑраканскер, полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн полицейскисем ҫак хурахла ӗҫ пуҫаруҫине тата ӗҫе пурнӑҫлакансене тупса палӑртнӑ. Вӗсем – 18-33 ҫулсенчи ҫамрӑксем. Унччен хайхискерсем йӗрке хуралҫисен аллине лекмен.
Вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Прокурор ыйтнипе виҫҫӗшне арестленӗ. Пуҫтахсене пысӑк штраф тӳлеттерме е ирӗксӗр 7 ҫул таран хӑварма пултарӗҫ.
Шупашкарти строительство материалӗсен савутӗнче ӗнер ирхине арҫын виллине асӑрханӑ. Пӑтӑрмах ирхи ҫичӗ сехет хыҫҫӑн пулнӑ. Погрузчикпа кирпӗч хушшине хӗсӗнсе ларнӑ арҫынна асӑрхасан ӗҫтешӗ погрузчика айккинелле куҫарнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл 56-ри арҫын инкеке лекнине пӗлтерсе васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗннӗ. Анчах шурӑ халатлисем погрузчик водителӗ вилнине ҫеҫ ҫирӗплетейнӗ...
Савутра ӗҫ вӑхӑтӗнче ҫын вилсе выртнин тӗп-тӗрӗс сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерсе палӑртӗҫ. Вӗсем малтанласа шухӑшланӑ тарӑх, водитель погрузчика чарнӑ, анчах транспорта хускалса каймалла мар режим ҫине лартман-тӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хуҫи руль умӗнчен тӑрсан погрузчик хускалса кайса арҫынна хӗссе хума пултарнӑ.
«Кӑмӑлсӑрланмалли ҫинчен. Пӗи икӗ кун каялла 5-мӗш гимнази патӗнчи чарӑнура хӗрача тӑратчӗ. Троллейбус рулӗ умӗнчи каччӑ чарӑнура ашшӗ-амӑшӗн виҫӗ машини ларнине кура сурчӗ те чарӑнмасӑрах иртсе кайрӗ. Хӗрача троллейбус енне алӑ тӑсса тӑрса юлчӗ. Паян вара ҫул-йӗр инспекторӗсен патрулӗ чарӑнура ларакан икӗ джип патӗнчен иртсе кайрӗ. @gibdd121-па пӗрле эпӗ ку ыйту вӗҫне тухӑпах. Анчах ашшӗ-амӑшӗпе мӗн тумалла? Вӑл шкулта пирӗн пуласлӑх вӗренет вӗт...», — тесе ҫырнӑ Инстаграмра Альберт Ильин журналист.
Кунта сӑмах Шупашкарти 5-мӗш гимнази умӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ пирки пырать. Ачи-пӑчине шкула ӑсатма тата илме пыракан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен машинине чарӑнура лартса хӑвараҫҫӗ-мӗн. Транспорт вырӑн йышӑнса тухнине пула троллейбуссене чарма хӗсӗнсе юлать иккен.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ тӗпчесе пӗтернӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн темиҫе статйипе айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗн пӗр каҫхине ҫав хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Тем вӑрҫи тухнӑ-ҫке, харкашаканскере лӑплантарма пуҫланӑ хӗрне кӳренсе хӗрӗнкӗ амӑшӗ ҫӗҫӗ ярса илнӗ. Хӑратмалла сулкалашман вӑл — мӑйран яшлаттарнӑ. Тепре те сулса янӑ-ха, анчах хӗрарӑмӑн упӑшки хӳтте кӗнӗ. Унтан хӗрарӑм арҫынна вӗлерессипе хӑратма пуҫланӑ. Анчах арҫын арҫынах, ҫӗҫҫе вӑл туртса илейнӗ.
Тӗпчевҫӗсем ку пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Хӗрне йывӑр суранлатнӑ, упӑшкине вӗлерессипе хӑратнӑ хӗрарӑм шӑпине суд татса парӗ.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере Сӑр юханшывӗнчен тухнӑ шывра, вӑрман хӗрринче, арҫын виллине тупнӑ. Тӗнче тетелӗнче ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пулӑҫ ахӑртнех.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-службинчен кун пирки официаллӑ хыпар ҫук. Кун пирки «Про Город» хаҫата йӗрке хуралне ҫывӑх ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ.
Кунашкал пӑтӑрмах паян Красноармейски районӗнче те пулнӑ. Тусай ҫывӑхӗнчи пӗвере 69 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Ӑна ял ҫыннисем асӑрханӑ та ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Арҫын пулла кайнӑ-мӗн, тетелте ҫыхланса ларса путнӑ. Водолазсем унӑн виллине ирхине туртса кӑларнӑ.
Раҫҫейӗн тӗп прокуратури регионсенче ҫул ҫитменнисен харпӑр вӑрттӑн информацине саккуна пӑсса пухнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Буксман каласа кӑтартнӑ.
«Правда ПФО» (чӑв. «Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Терӗслӗх») интернет-кӑларӑм хыпарланӑ тӑрӑх, Александр Буксман ачасен харпӑр вӑрттӑн информацине пухнӑ тӗслӗхсене асӑрхани ҫинчен Федераци Канашӗн комитечӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
«Чӑваш Республикинче, Воронеж тата Мускав облаҫӗсенче коммерци пӗрлӗхӗсем «Ал лаппи» проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май ачасен ал лапписене ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк ыйтмасӑрах сӑн ӳкернӗ, ҫапла майпа вӗсем шкулсенче кӳрекен пулӑшусемшӗн электрон мелпе тӳлеме майсем тӑвасшӑн пулнӑ», — ӑнлантарнӑ Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
Ҫавӑн пекех каласа хӑвармалла, Александр Буксман пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен биометрика информацине урӑх тӗллевпе те пуҫтарнӑ.
Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ЧР инкеклӗ ларӑ-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ Вениамин Петров Канаш районӗнче арҫын путса вилни пирки пӗлтернӗ.
55-56 ҫулти арҫыннӑн виллине пӗвере, ҫыранран икӗ метр аякра, тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Палӑртмалла: юлашки ҫак эрнере республикӑра виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Аса илтерер: Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче 10 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче вара 44 ҫулти арҫын Ҫавал тӑрӑх резина кимӗпе ишнӗ чухне пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку пӑтӑрмахсем пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ.
19 ҫулти ниҫта та ӗҫлемен каччӑ айӑплине суд ҫирӗплетнӗ, ӑна 20-ри хӗре мӑшкӑлланӑшӑн тата вӗлернӗшӗн ҫирӗп йӗркеллӗ колоние 18 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ хайхи ҫамрӑк ҫын, эрех ӗҫсен хӗрнӗскер, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗрле Комсомольски районӗнчи пӗр ялта хӑй лайӑх палланӑ хӗре мӑшкӑлланӑ. Унтан ӑна чунӗ тухичченех хӗненӗ. Преступлени туни паллӑ ан пултӑр тесе хӗр ӳтне ют ҫын сарайне сӗтӗрсе кӗнӗ, утта вут тивертнӗ. Ҫулӑм вара сарая, юнашарти хуралтӑсене, пурӑнмалли ҫурта куҫнӑ. Пушар 950 пин ытла тенкӗлӗх сӑтӑр кӳнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, хӗр ӳтне пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ. Качча вара полиграфпа тӗрӗсленӗ, хайхи прибор преступление ҫак ҫамрӑк ҫын тунине ҫирӗплетнӗ. Унсӑр пуҫне следовательсем 20 кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ, специалистсем темиҫе тӗпчев ирттернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |