Ҫӗмӗрле хулинче суд тенкелӗ ҫине 45 ҫулти арҫын ларнӑ. Ӑна вӑрман хуҫалӑхӗн лаптӑкӗнчен Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн икӗ чӑрӑш касса тухнӑшӑн саккунпа килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енӗн экологипе ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче хайхи арҫын йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ. Шӑпах ҫав кунхине вӑрман инспекторӗсем полици ӗҫченӗсемпе пӗрле рейда тухнӑ. Судпа унччен те темиҫе хут айӑпланнӑ ҫак арҫын 12 сантиметр диаметрлӑ, 2 метра яхӑн ҫӳллӗш икӗ чӑрӑша касса антарнӑ иккен. Вӑрман хуҫалӑхӗ вара арҫыннӑн хӑтланӑвне пула 5 пин тенкӗлӗх шар курнӑ.
Миравай суд арҫын айӑплине туллин ҫирӗплетнӗ, ӑна 200 сехет ӗҫлеттерме йышӑну кӑларнӑ. Приговор вӑя кӗме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Мускав ҫывӑхӗнче самолет ӳкнӗ. Сарӑту авиалинийӗн Ан-148 самолетра 71 ҫын пулнӑ. Кун пирки Интерфакс пӗлтерет.
«Тимӗр кайӑк» Мускаври «Домодедово» аэропортран Орска вӗҫсе тухнӑ. Мускавра вӗҫсе хӑпарсанах вӑл радарсен экранӗнчен ҫухалнӑ. Экипажпа ниепле те ҫыхӑну йӗркелеме май килмен. Кӑштахран самолет ӳкнине курнӑ ҫынсем ку хыпара пӗлтернӗ. Вӑл Раменское районӗнче ӳкнӗ.
Самолетра 65 пассажир тата экипажӑн 6 ҫынни пулнӑ. Шел те, специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унти ҫынсен ҫӑлӑнма шанчӑк пулман.
Хальлӗхе ҫӑлавҫӑсем икӗ вилен пайӗсене тупнӑ. Самолет ӳкнӗ вырӑна техника кӗреймест, ҫавӑнпа унта ҫуран ҫитме тивет.
Паян Шупашкар районӗнче ҫул-йӗр инспекторӗсен машини инкеке лекнӗ. Авари ирхи 6 сехет те 20 минут тӗлӗнче «Шупашкар— Сӑр» ҫул ҫинче пулнӑ.
Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗ тытса пыракан «Лада Приора» ҫӑмӑл машина хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче инспекторсем иккӗн пулнӑ. Вӗсем, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, патруле тухнӑ.
Хирӗҫ ҫул ҫинче машина «ГАЗель-2705» автомобильпе ҫапӑннӑ. Водительсене тата «ГАЗельте» ларса пынӑ хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ҫакӑн пирки министерствӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Шупашкар хулинчи Энгельс урамӗнчи 17-мӗш тата 19-мӗш ҫуртсем хушшинчи ҫӳп-ҫап контейнерне пепкине тухса пенӗ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма йӗрке хуралҫисене асӑрхаттармасӑр урӑх ҫӗре тухса каймалла мар алӑ пустарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ. Аса илтерер, ача чӗрех пулнӑччӗ.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче тупнӑ вилӗ ача амӑшне вара халӗ те шыраҫҫӗ. Акӑ еплерех пӗлтернӗччӗ пӑтӑрмах пирки Софья Савнеш Чӑваш халӑх сайтӗнче: «Шупашкарта ҫӳп-ҫап ешчӗкӗнче ача виллине тупнӑ. Ӑна пӗр предприяти ӗҫченӗсем кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тин кӑна ҫуралнӑ».
Улталаса 3 миллион тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ чӑваш арҫыннине Ростов облаҫӗнче тытса чарнӑ. Патӑрьел районӗнче пурӑнаканскер унта йӗрке хуралҫисенчен пытанас тӗллевпе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче полици уйрӑмне харӑсах темиҫе ҫын пынӑ. Вӗсем пурте 36 ҫулти арҫын хӑй усламҫӑ пулнине пӗлтернине, хайхискер бизнесне аталантарма укҫа кивҫен илнине каланӑ. 3 миллион тенкӗ ытларах пухӑнсан вара телефон номерне улӑштарнӑ та тарса ҫухалнӑ — арҫынна ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн. Ҫак сӑлтавсене шута илсе пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна федераци шыравне тӑратнӑ.
Палӑртса хӑварар, Патӑрьел районӗн арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, нумаях пулмасть ӑна конвойпа Чӑваш Ене илсе килнӗ.
Ҫӗмӗрле хулинче уйӑх каялла вилнӗ виҫӗ ҫынна халь тупнӑ. Виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерте 81 ҫулти кинемей, унӑн 40-ри тата 42-ри ывӑлӗсем пурӑннӑ. Ҫемье кӳршӗ-аршӑпа хутшӑнман иккен. Вӗсене юлашки хут Ҫӗнӗ ҫулччен куракансем пулнӑ.
Ҫемье епле пурӑннипе паллашма ӗнер полицин участокри уполномоченнӑйӗ, социаллӑ ӗҫчен тата тухтӑр ҫитнӗ. Шаккасан та алӑка уҫмантан вӗсем ӑна ватса кӗнӗ.
Кил хуҫисем кашни расна пӳлӗмре выртнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьене ирӗксӗрлесе вӗлернӗ теме сӑлтав ҫук. Малтанласа тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, вӗсем уйӑх каяллах вилнӗ. Арҫынсенчен пӗри психиатр патӗнче шутра тӑнӑ.
Ҫемьен килӗнче укҫа-тенкӗ пулнӑ иккен-ха. Ҫапах та апат-ҫимӗҫ пулман-мӗн.
Паян ирхине Шупашкарти Энгельс урамӗнчи 17 тата 19-мӗш ҫуртсем хушшинчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче тин ҫеҫ ҫуралнӑ хӗрачана тупнӑ. Ҫӳп-ҫап пеме тухнӑ арҫын вӑйсӑр сасӑ хӑлхана кӗнӗ хыҫҫӑн тӑрсах итленӗ, контейнерсене тинкернӗ. Вӗсенчен пӗринче тем хускалнине асӑрхасан пырса пӑхнӑ. Пусмапа чӗркенӗ ачана асӑрхасан арҫын ӑна хӑй ытамне илсе ӑшӑ ҫӗре илсе кайнӑ. Хӑй вара йӗрке хуралҫисемпе тухтӑрсем патне шӑнкӑравланӑ.
Ҫут тӗнчене сывӑ килнӗ ачана вилме тухса пенӗ амӑшне йӗрке хуралҫисем ҫине тӑрсах шыранӑ. Пуҫиле ӗҫ те самантрах пуҫарнӑ. Кӗҫех вӗсем ача ӳкерчӗкӗсемлӗ хутаҫа асӑрханӑ. Ҫав япала чунсӑр хӗрарӑм йӗрӗ ҫине ӳкернӗ те. Ӳкерме юратакан ачан 33 ҫулти амӑшӗ паян ирпе ҫуралнӑ тӗпренчӗкне тухса пенӗ иккен.
Шупашкартан Мускава ӗҫлеме кайнӑ каччӑпа арҫын пушарта ҫунса вилнӗ. Хытах пиҫсе кайнӑ тепӗр арҫын пульницари реанимаци уйрӑмӗнче выртать. Кун пирки паян «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») портал пӗлтернӗ.
Хайхи инкек кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫӗрле «Некрасовка» метро станцине тунӑ ҫӗрте пулнӑ, унта вакун хыпса илнӗ. Ҫав вакунта метро тӑвакан строительсем выртса тӑнӑ. Пушарнӑйсем вут-ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн 25 ҫулти каччӑпа 35-ри арҫыннӑн виллисене тупнӑ.
«Про Город» (чӑв. «Хула пирки») пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем иккӗшӗ те — Шупашкар ҫыннисем, Мускава ӗҫлеме кайнӑ. Апла-и, капла-и — ку хыпара хальлӗхе никам та ҫирӗплетмен-ха.
Каласа хӑвармалла, реанимаци уйрӑмӗнче выртакан арҫын пурнӑҫӗшӗн тухтӑрсем кӗрешеҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енре рейс автобусӗ инкеке лекнӗ. «Мускав—Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекенскер М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Калайкасси ялӗ тӗлӗнче, умра пыракан ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ, унта вӑл ҫул хӗрринчи канава анса кайнӑ. Инкек ирхи 9 сехет те 30 минутсенче пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, автобус умӗнчи ҫӑмӑл машина хӑвӑртлӑха кӗтмен ҫӗртен чакарнӑ. Ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑкра умри ҫул япӑх курӑнать те, автобус машинӑпа ҫапӑннӑ. Кювета чӑмнӑ хыҫҫӑн автобус хӑяккӑн тӳнсе кайнӑ.
Малтанласа пӗлтернине ӗненсен, автобусрисем аманса тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман. Рейс автобусӗн хуҫи инкек хыҫҫӑн вырӑна урӑх автобус янӑ, пассажирсем ун ҫине куҫса ларнӑ та Мускавалла ҫул тытнӑ.
Ольга Бузова телеертӳҫӗ, актриса, дизайнер шупашкарсене кӳреннӗ. О. Бузовӑна «Дом-2» телешоуна хутшӑннипе ытларахӑшӗ пӗлет-тӗр. Инстаграмри унӑн страницине ҫырӑннисен шучӗ 12 миллионтан иртнӗ. Чӑваш Енре те ӑна юратакансем, ун пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем пур. Нумаях пулмасть Шупашкарта Ольга Бузова ячӗпе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ.
Ҫакна Ольга Бузова Инстаграмра ҫырнӑ: «Эсир мана кӗтнӗ, парнесемпе пынӑ, суту-илӳ центрӗн ертӳҫисем мана тата ман ушкӑна фан-тӗлпулу йӗркелеме палӑртнине пӗлтермен те. Вӗсем манӑн ҫынсене улталаса пуҫтарнӑ, эпӗ пӗлмен мероприяти пуҫланасса виҫӗ сехет ытла кӗттернӗ!»
Телеҫӑлтӑр хӑйӗн автографӗшӗн тата сӑнӳкерчӗкӗшӗн укҫа илнисене питӗ кӳреннӗ. Хӑй вӑл ун пек япалашӑн нихӑҫан та кӗмӗл ыйтмасть-мӗн.
Ултавҫӑсене явап тыттарма Ольга Бузова юристсене явӑҫтарассине систернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |