Шупашкарти хӑш-пӗр аптекӑра эмел вырӑнне ун курупкине сутаҫҫӗ имӗш. Ку хыпара vistanews.ru Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ. Ӑна вара Вячеслав Михайлов халӑх корреспонденчӗ евитленӗ-мӗн.
Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑс районӗнче пурӑнакан ҫав ҫын республикӑн тӗп хулинчи аптекӑсенчен пӗринче ацетилсалицил йӳҫекне туяннӑ. Киле ҫитсен эмел курупкине уҫать те вӑл пуш-пушшине асӑрхать. Ӳркенменскер аптекӑна вӗҫтерет. Лерисем арҫын эмеле хӑй кӑларса илмен-ши тесе иккӗленнӗ-мӗн. Ҫакӑн пирки вӗсем темиҫе хутчен те ыйтнӑ иккен.
Вячеслав Михайлов ятлӑ ҫав ҫын маларах ҫавӑн пек пӑтӑрмах Ленин проспектӗнчи пӗр аптекӑра сиксе тухнине ӗнентернӗ. Арҫыннӑн пӗлӗшӗсем те аптекӑра пуш курупка туянса курнӑ пулать.
Шупашкар районӗнчи юсанмалли 6-мӗш колонин пай пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе вӗҫне тухнӑ, суда ярса панӑ. Экс-пуҫлӑха должноҫ полномичийӗсенчен иртнӗ тесе айӑплаҫҫӗ. Кун пирки «Правда ПФО» (чӑв. «ПФО чӑнлӑхӗ») интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Чӑваш Енӗн следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫулхи чӳк-раштав уйӑхӗсенче ҫак арҫын юсанмалли колоние саккуна пӑсса 24 кӗсье телефонӗ, авӑрлав (зарядка) хатӗрӗсем тата 30 литр этил спирчӗ йӑтса кӗнӗ. Вӗсене йӑлтах пӗр ҫынна, колонире ларакана, 109 пин тенкӗпе сутнӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче экс-пуҫлӑх хӑйӗн айӑпне пӗтӗмпех йышӑннӑ, пуҫиле ӗҫе судра ятарлӑ йӗркепе пӑхса тухма ыйтса ҫырнӑ. Айӑпланаканӑн шӑпине суд ҫитес вӑхӑтрах татса парӗ.
Шупашкар каччи, 33 ҫулти Алексей Матвеев, сноубордист пулнӑ. Шел те, унӑн пурнӑҫӗ ытла ир татӑлнӑ.
Алексей Сочире каннӑ. Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл сноубордпа ярӑннӑ. Пирӗн ентеш тӑрук ӳкнӗ, пуҫӗ ҫине гематома тухнӑ. Алексее кӑткӑс операци тунӑ. Арҫын комӑра пӗр эрне выртнӑ. Анчах, шел те, вӑл тӑна кӗреймен, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
«Живая Кубань» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра акӑ мӗн ҫырнӑ: тӑванӗсен шухӑшӗпе, Алексей сарӑмсӑр вилмен, ахӑртнех, ӑна такам ҫапса хӑварнӑ. Алексей опытлӑ сноубордист пулнӑ. Ҫитменнине, вӑл ӳкнӗ вырӑн яка пулнӑ, унта ӳксе вилмеллех суранланма та май ҫук имӗш. Ҫавӑнпа тӑванӗсем ҫав кун Роза Хуторта ярӑннӑ ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ: тен, Алексей мӗнле ӳкнине кам та пулин курнӑ?
Халӗ Алексей Матвеевӑн ӳтне тӑван тӑрӑха илсе килес ыйтӑва татса параҫҫӗ. Кун валли укҫа та пухаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна Ҫӗнӗ ҫул уявӗ валли чӑрӑш каснӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Чӑваш Республикин прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, уголовлӑ ӗҫ пуҫарма ял хӗрарӑмӗн ҫӑхавӗ хистенӗ. Хайхи хӗрарӑм йӗрке хуралне пырса ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ раштав уйӑхӗнче ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ҫурчӗ ҫывӑхӗнче ӳснӗ чӑрӑша каснине хут ҫырсах пӗлтернӗ. Прокуратура ӗҫченӗсем ҫийӗнчех тӗрӗслев ирттернӗ те хӗрарӑм ахальтен ҫӑхавламаннине палӑртнӑ. Чӑнах та, хайхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ертсе пыракан компани директорне рашитав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче чӑрӑша касма хушнӑ, анчах ҫак ӗҫе тума вӗсен нимӗнле ирӗк те пулман.
Чӑрӑша каснӑран ял тӑрӑхӗ 50 яхӑн тенкӗлӗх шар курнӑ. Уголовлӑ ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарти Граждан ҫул ҫаврӑнӑшӗнче хӑрушӑ авари пулни пирки, унта виҫӗ ҫамрӑк вилни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Каллех хурлӑхлӑ хыпар: пульницӑра тепӗр ҫамрӑк пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Аса илтерер: «Лада Приора» машина юпа ҫине пырса кӗнӗ хыҫҫӑн ҫунма пуҫланӑ. Салонри 20-ри водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир вырӑнтах вилнӗ. 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксене пульницӑна ӑсатнӑ. Шел те, вӗсенчен пӗри реанимацире вилсе кайнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ ҫамрӑкӑн прави те пулман, ӑна туртса илнӗ. Машина вара — ашшӗн.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, «Лада Приора» тата тепӗр машина «Богданка» енчен пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӑмӑртмалла килнӗ. Пассажирсем вара хӑрушсӑрлӑх пиҫҫихипе ҫыхӑнман пулнӑ.
Паян ҫӗрле, 1 сехет иртсен, Шупашкарта хӑрушӑ авари пулнӑ. Граждан урамӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина юпана пырса тӑрӑннӑ та ҫунма пуҫланӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» водителӗ руле итлеттереймен те юпа ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн машина ҫунма пуҫланӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, машина ҫапӑнсан тӗтӗм йӑсӑрланма пуҫланӑ. Пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ. Ҫул-йӗр инспекторӗсем ҫула пӳлнӗ. Машина сирпӗнес хӑрушлӑх пулнӑ.
Шел те, хӑрушӑ аварире виҫӗ ҫын вилнӗ: водитель тата 21 ҫулти икӗ пассажир. Тепӗр иккӗшӗ, 17-ри тата 18-ти ҫамрӑксем, суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарти аэропорт техника енчен пуянлансах пырать. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче унта амбулифт туяннӑччӗ. Ҫак хатӗр урапапа ҫӳрекен сусӑрсене самолета лартма тата антарма кирлӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗлтӗр иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килнӗ спортсменпа сиксе тухнӑ пӑтӑрмах хыҫҫӑн туянма йышӑннӑччӗ. Шупашкарти аэропорт пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянассине иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗччӗ. Оборудовани Шупашкара раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче килсе ҫитнӗччӗ.
Шупашкарти аэропортра халӗ тата пассажир трапӗ туяннӑ. Ҫӗнӗ хыпара паян пӗлтернӗ. Ку оборудовани те — самолетпа вӗҫме кӑмӑллакансене меллӗ пултӑр тесе илнӗ япала.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрутка йывӑр тиевлӗ машинӑна пырса тӑрӑннӑ. Авари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи Яхтинг тӗлӗнче пулнӑ.
266-мӗш маршрутка йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина ҫаврӑнма чарӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине маршрутка пырса кӗнӗ. Салонра пассажирсем пулнӑ. Вӗсенчен пиллӗкӗшне пульницӑна ӑсатнӑ.
Ку хыпара «Ҫыхӑнура» канашлура сӳтса явнӑ. «Ку транспорт хирӗҫ килекен ҫул та мар-ҫке. Маршрутка ҫаплах арканмалла мӗнле хӑвӑртлӑхпа пынӑ вара?» - ҫырнӑ Васильч. «Ахӑртнех, чарӑнура 33-мӗш маршрутка тӑнӑ, ку водитель малта пырас, пассажирсене пуҫтарас тесе васканӑ-тӑр», - палӑртнӑ 211.
Шупашкарта тӑхӑр уйӑхри ача хваттерти ӑшӑ пӑрӑхне тытса аллине пӗҫертнӗ. Кун пирки «Хула пирки» кӑларӑм (выр. «Про Город») хыпарлать.
Пӑтӑрмах нарӑсӑн 14-мӗшӗнче 324-мӗш Стрелоксен дивизийӗн урамӗнчи 19-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте пулнӑ. Упаленекен, утма хӑнӑхакан ача пӑрӑха ярса тытнӑ та шари ҫухӑрма тытӑннӑ. Аллине пӗҫертнӗ ачана амӑшӗ пӗрремӗш пулӑшу панӑ, тухтӑрсене чӗннӗ. Ачана пульницана илсе ҫитернӗ, сулахай алли тата ал лаппи иккӗмӗш степень лартмалӑхах пиҫнине палӑртнӑ.
Ҫамрӑк хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланнӑранпах пӑрӑхсем калама ҫук вӗри тата хваттерте питӗ шӑрӑх. Ҫурт-йӗре пӑхса тӑракан компани шучӗпӗ айӑпли - ӑшӑ энергийӗпе тивӗҫтерекен «Т Плюс» фирма. Лешсем вара хваттерти ӑшӑ пӑрӑхӗсемшӗн хайхи леш компани яваплӑ теҫҫӗ. Апла-и, капла-и — шар курнӑ ҫемье куншӑн укҫа шыраса илме пултарать. Саккунпа килӗшӳллӗн вӗсен халь ҫурт-йӗре пӑхса тӑракан компание тата патшалӑхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр инспекцине ҫӑхав ҫырмалла.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн пуҫлӑхне службӑри ултавшӑн айӑпласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Хӗрарӑм-пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе иртнӗ уйӑхра тӗпчевҫӗсем суда ярса панине те Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ.
Тӗпчевҫӗсем тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хӗрарӑм-пуҫлӑх вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен заведующи пулма паллаканне илнӗҫи хушу кӑларнӑ. Леш урӑх организацире ӗҫленӗ, тепӗр ҫулталӑкран вӑл Тутарстана куҫса кайнӑ. Апла пулин те ӑна ӗҫленӗ пек укҫа тӳленӗ, лешӗ «кӗмӗле» пуҫлӑха парса пурӑннӑ. Унсӑр пуҫне хӗрарӑм-директор хӑйӗнпе пурӑннӑ арҫынна та шкулта ӗҫленҫи кӑтартнӑ.
Хӑй ертсе пынӑ шкула хӗрарӑм-пуҫлӑх 240 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ.
Пуҫлӑх пулнӑ хӗрарӑма 50 пин тенкӗ штраф хурса панӑ, ирӗкрен 3 ҫуллӑха условлӑ майпа хӑтарма йышӑннӑ. Вӗрентекен пулса ӗҫлеме ӑна икӗ ҫуллӑха чарнӑ. Хӗрарӑмӑн пӗлӗшне 1 ҫул та 3 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр явап тыттарӗҫ, 20 пин штраф тӳлеттерӗҫ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |