Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытнӑй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗн упӑшкине патшалӑх шучӗпе хваттерлӗ тунӑ.
Иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗн е, тен, йӑмӑкӗн-ши (РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнче сестра тесе ҫырнӑ) упӑшки сӳтмелли ҫуртра пурӑннӑ пек суя хутсем хатӗрленӗ. Вӗсене 2013 ҫулта Ҫӗрпӳ район администрацине тӑратнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче арҫын 1,3 миллиона яхӑн тӑракан хваттерлӗ пулнӑ. Тепӗр ҫулхи кӑрлачра ӑна вӑл приватизациленӗ.
Опытнӑй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 2017 ҫулхи раштавра чӑрӑш кастарнӑшӑн та айӑпласшӑн. Пӗр йывӑҫа пула вырӑнти ял тӑрӑхне 12 пин ытла тӑкак кӳнӗ.
Тӗпчев пынӑ вӑхӑтра пуҫлӑха ӗҫрен хӑтарнӑ. Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ.
Мускаври Печатники районта Чӑваш Енри арҫын тытса пыракан автомобиль темиҫе машинӑпа ҫапӑннӑ.
«Зарулем.рф» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын цемент турттаракан машинӑпа пынӑ. Тахӑш самантра вӑл тӗлӗрсе кайнӑ. Ҫав самантра машина парковкӑра ларакан тӑхӑр автомобиль ҫине пырса кӗрсе ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водитель аллине суранлатнӑ. Инкек утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхи 5 сехетсенче пулнӑ.
Цемент турттаракан машина автомобильсене хытах шар кӑтартнӑ, вӗсенчен хӑшне юсама та май килмест тесе пӗлтернӗ.
Бетон ҫӑракан КАМАЗ «Промасфальт» тулли мар яваплӑ обществӑн иккен. Шар курнӑ автомобильсен хуҫисем тӑкака саплаштарма ыйтса коллективлӑ тавӑҫа асӑннӑ организаци ячӗпе ҫырасшӑн-мӗн. Водитель яваплӑхран пӑрӑнаясси те иккӗленӳллӗ.
Чӑваш Енри ҫул ҫинче кӑркӑссем вилнӗ. «Волга» (чӑв. Атӑл) М-7 федераци ҫулӗ ҫинче виҫӗ ҫын вилнӗ, ҫав шутра — икӗ ача. Трасса ҫинче ҫӑмӑл машина грузовикпа ҫапӑннӑ.
Инкек автоҫулӑн 725-мӗш километрӗнче сиксе тухнӑ. Инкекре пилӗк ҫын шар, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Кӑркӑстан ҫыннисем. Вилнӗ ачасенчен пӗри пиллӗкре, тепри иккӗре пулнӑ. Инкеке лекнисенчен тепӗр иккӗшне пульницӑна ӑсатнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин информаци тата халӑхпа ҫыхӑну тытакан уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Олег Ашнин журналистсене ҫӑмӑл машинӑн водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине сиксе тухнине пӗлтернӗ. Инкекре хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ хӗрарӑмпа икӗ ача вилмеллех аманнӑ. Водительпе юнашар ларакан хӗрарӑм-пассажир тата водитель аманнипе пвльницӑна лекнӗ.
Статистика савӑнтармасть: юлашки икӗ эрнере республикӑра 4 ача тата 8 аслӑ ҫын путса вилнӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнче те инкек пулнӑ. Унта 6 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ.
Ача ялпа юнашар вырнаҫнӑ пӗвере путнӑ. Ҫывӑхра аслисем пулман, пӗчӗкскер вара ишме пӗлмен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Кунта криминал ҫукки паллӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ аслисене асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Ачасенчен куҫ вӗҫертме юрамасть. Вӗсене шыв хӗррине пӗччен ямалла мар.
Етӗрнери тасатмалли сооружени йӗркеллӗ ӗҫлеменнине пула вӑл тӑрӑхра экологи ыйтӑвӗ самай ҫивӗчленнӗ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм темиҫе кун каялла унта «Справедливая Россия» (чӑв. Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей) партин пайташӗпе Игорь Моляковпа тата Етӗрне районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗпе Владимир Офариновпа вырӑнта пулса курнӑ та ним ыррине те асӑрхаман. Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма ӑнтӑлакансене ҫурт-йӗр ҫавӑрма сооруженирен инҫех мар ҫӗр уйӑрса панине те асӑрханӑ вӗсем.
Сооружение ыррӑн ӗҫлеттерессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем валли районти хыснаран 500 пин тенкӗ уйӑрнӑ-мӗн. Вырӑнтисем ӗҫ-пуҫа ҫулталӑк вӗҫне ҫеҫ йӗркене кӗртме шантарнӑ.
Ҫут ҫанталӑка хӳтӗлекен Шупашкарти районсем хушшинчи прокуратура апла хуравпа килӗшмен: кӑлтӑка пӗтерме хистес тӗллевпе суда тавӑҫпа тухнӑ, унтисем те надзор органӗпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ.
Шупашкарта пӗрисем хваттере хостела, тепӗр майлӑ каласан, йӳнӗ хӑна ҫуртне, ҫавӑрнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе Шупашкарти Калинин район прокурорӗ суда ҫитнӗ. Тавӑҫра Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнчи хваттере хӑна ҫурчӗ евӗр усӑ курни кӳршӗсен саккунлӑ интересне пӑснине палӑртнӑ.
Хваттере хостел евӗр усӑ курнӑ. Унта сакӑр ҫын валли вырӑн йӗркеленӗ. Хӑна ҫурчӗ евӗр ӗҫленине хыпарлакан пӗлтерӗве тӗнче тетелӗнче те рекламӑланӑ, алӑк ҫине те ҫырса хунӑ, епле ӗҫленине кӑтартнӑ.
Ҫак кунсенче суд ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна куҫӑнсӑр майпа йӗркеленӗ. Тӳре Шупашкарти хваттере хостела ҫавӑрни саккунпа килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ, хӑна ҫуртне ӗҫлеме чарма йышӑну кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ Наталия Егорова хӑйне хӑй премипе хавхалантарнӑ. Кӑлтӑка прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ экс-пуҫлӑх тӗлӗшпе халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Наталия Егорова 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑйне, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ май, преми пама хушу кӑларнӑ. Ҫав уйӑхрах вӑл хӑйне укҫан пулӑшма йышӑннӑ. Прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек йышӑнӑва вырӑнти депутатсен тумалла.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳре-шара хыснана 35 пине яхӑн тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Наталия Егоровӑна ӗҫрен кӑларнӑ, мӗншӗн тесен вӑл унччен судпа айӑпланнине пытарнӑ иккен.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗ. Владислав Юсупов ятлӑ ҫын Фейсбукра маларах ҫырнине ӗненсен, Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ имӗш. Ют ҫӗршыв хӑнисем 90 автобус тытса ҫула тухнӑ пулать. Вӗсенче 2500 ҫын пулнӑ-мӗн. Ҫавӑнта ларса пыракансене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем — автоматлӑ ОМОНовецсем — чарса тӗрӗсленӗ тесе ҫырнӑ Владислав Юсупов. Кайран ҫав сӑмах хӑш-пӗр МИХра хӑвӑрттӑн сарӑлнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене пирӗн тӑрӑхри пакунлисем тӗрӗслеменнине официаллӑ пӗлтернӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 5 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Пӗчӗкскер пахчара чавса тунӑ пӗвере, 1,5 тарӑнӑшскерте, путнӑ.
Ӗнер каҫхине Ҫӗрпӳ районӗнче те инкек пулнӑ. Унта та ача шыв айне кайнӑ. 6 ҫулти арҫын ача Ункӑ юханшывӗнче путса вилнӗ. Икӗ тӗслӗхре те шӑпӑрлансем аслисемсӗр пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 3 ача путнӑ. Унччен, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта 8 ҫулти арҫын ача Атӑлта путнӑ. Шӑпӑрлан шыва кӗме юраман вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ. Ҫывӑхра аслисем пулман.
Халӗ ҫӳлерех асаннӑ икӗ тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Ку криминалпа ҫыхӑнманни паллӑ.
Утӑ вӑхӑтӗнче арҫын урасӑр тӑрса юлнӑ. Ку инкек Ҫӗмӗрле районӗнчи Янташ ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулнӑ.
32 ҫулти арҫын газон ҫулмалли хатӗрпе утӑ ҫулнӑ. Хайхискер 28 ҫулти тусне асӑрхаман-ши – ун ҫине ӑнсӑртран пырса кӗнӗ. Газон ҫулмалли хатӗр шӑпах унӑн урине лекнӗ. Шел те, ҫамрӑк арҫын текех утаймӗ – унӑн икӗ урин 1,3 пайӗ татӑлнӑ.
28 ҫулти арҫын – Шупашкар районӗнчен. Ӑна Ҫӗмӗрле районӗн пульницине реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл унта выртать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |