Ҫӗрпӳ хулинче стена йӑтӑнса аннӑ. Пурӑнмалли ҫуртӑн мар-ха. Котельнӑйӑн.
Хулари котельнӑйӗн ишӗлнӗ стенаи пирки Ҫӗрпӳ районӗнчи Депутатсен пухӑвӗн дппутачӗ Сергей Беккер Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Ҫӗрпӳри чи пысӑк микрорайона тивӗҫтерекен котельнӑй стени йӑтӑнса аннӑ. Хулари пӗлтӗрхи ҫулла юсанӑ ҫулсем вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи евӗр. Ҫакӑн сӑлтавӗ — хулана тата района ӑнӑҫсӑр ертсе пынинчӗ», — тесе шухӑшлать Сергей Беккер.
Унтан депутат кадр политикишӗн пӑшӑрханнине систерсе республика ертӳҫисем тата мӗн пулса иртессе кӗтеҫҫӗ-ши тесе пуҫ ватать. «Районсемпе ял тӑрӑхӗсене халӑхпа суйлас йӑлана вӑраха хӑвармасӑр тавӑрмалла!!!» — предложение Сергей Беккер виҫӗ кӑшкӑру паллипех вӗҫленӗ.
Санкт-Петербургри гидрометеорологи университетӗнче вӗренекен каччӑ реанимацие лекнӗ. Вӑл тӑрӑхри «Фонтанка.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, нумай пулмасть ҫеҫ 18 ҫул тултарнӑ яша Купчинӑри 5-мӗш ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Шӑмми-шаккине аванах хуҫса пӗтернӗскере реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ.
Тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнине ӗненсен, ҫамрӑк Фрунзе районӗнче хӑнара пулнӑ. Хӑй вӑл аслӑ шкулӑн Большевиксен проспектӗнчи общежитийӗнче регистрациленнӗ.
Каччӑ мӗн сӑлтавпа пиллӗкмӗш хутран персе аннине (е, тен, такам тӗксе янине) тӗпчевҫӗсем палӑртасса шанас килет.
Тӗнче тетелӗнчи эпир маларах асӑннӑ хаҫатра хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫуралнӑ каччӑ ӳсӗр пулнӑ, унтан эрех шӑрши аванах кӗнӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Мускавра суту-илӳ центрӗ ҫунма тытӑннӑ. «Персей» хулан хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ.
Тӑватӑ хутлӑ ҫурта кӑнтӑрла ҫулӑм ярса илнӗ. Пушара 2-мӗш ранг йывӑрлӑхӗпе танлаштарнӑ. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта аманнисем пур. Вӗсем иккӗн. Пӗр ҫын вилнӗ. Анчах информацие официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Суту-илӳ центрне (унта ача-пӑча япалисене сутаҫҫӗ) пынисене ҫӑлав пусмипе урама кӑларнӑ. Палӑртмалла: центрта ачасем валли вылямашкӑн аттракционсем те пур.
Пушар вӑхӑтӗнче центртан 300-е яхӑн ҫынна кӑларнӑ. Вӗсен йышӗнче унти ӗҫченсем те пулнӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Кемӗрти хӑрушӑ пушарта 64 ҫын вилнӗ. Вӗсенчен 41-шӗ — ачасем.
Ҫӗрпӳ хулинчи следстви изоляторӗнче пӗр кун харӑсах икӗ пӑтӑрмах пулнӑ: айӑплакансенчен пӗри куҫсӑр тӑрса юлнӑ, тепри вилсе кайнӑ. Кун ҫинчен «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
Раҫҫей ФСИНӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмахсем пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Айӑпланакансенчен пӗри, ун тӗлӗшпе вуланӑ приговор вӑя кӗме ӗлкӗреймен, хӑйне хӑй амантса куҫсӑр тӑрса юлнӑ. Апла пулин те ӑна медицина пулӑшӑвӗ пама ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл сипленет. Тепӗр айӑпланакан вара сывламах чарӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн кӗлетки ҫинче суран тавраш пулман, ҫавӑнпа ӑна никам та пусмӑрламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ахӑртнех, унӑн чӗри чирлӗ пулнӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗрӗс хаклас тӗллевпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, ҫавна май мӗн пур материала следстви органӗсене панӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра Улатӑрта нумай ачаллӑ ҫемьесене кӳрентернӗ фактпа паллаштарнӑ.
Улатӑр хула администрацийӗ виҫӗ ачаллисене нумай ачаллисен йышне кӗртмен, ҫавна май вӗсене шкулта апатланма 50 процентлӑ ҫӑмӑллӑх паман иккен.
Йӳнӗпе апатлантармалли йӗрке пулнӑ-ха унта, анчах татӑ е унран ытларах ачаллисене ҫеҫ шута илнӗ.
Депутат виҫӗ ачаллисене хӳтӗлеме ыйтса прокуратурӑна ҫыру ҫырнӑ. Унта вӑл вырӑнтисен йышӑнӑвӗ республика тата федераци саккунӗсемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслеме ыйтнӑ. Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев хуравланинче Улатӑр хула администрацийӗ саккуна пӑснине палӑртни сисӗнет.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ фирмӑна ертсе пыракан арҫын приставсем туртса илесрен хӑраса хаклӑ йышши ҫӑмӑл машинине арӑмне парнеленӗ.
Асӑннӑ службӑн Ҫӗрпӳри уйрӑмӗ патшалӑха 800 пин тенкӗ налук тӳлемен арҫын тӗлӗшпе пурнӑҫлав производстви пуҫарнӑ. Ӗҫ-пуҫа тишкерме тытӑннӑ кун хайхискер хӑйӗн харпӑрлӑхӗнчи 1 миллион тенкӗ тӑракан Nissan Muran машинине арӑмне документсем хатӗрлесех парнеленӗ.
Ҫакна кура суд приставӗсем налук инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле Ҫӗрпӳ районӗн судне ҫитнӗ, парне хутне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Суд ыйтӑва туллин тивӗҫтернӗ. Ӗҫ пурнӑҫлакан пристав ҫӑмӑл машина ҫине арест хурсанах арҫын юратнӑ «тимӗр урхамахӗсӗр» юласран сехӗрленсе парӑма татнӑ.
ZaRulem.ws портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Тӑвай районӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк Мускав ҫывӑхӗнчи Балашиха хулинче таксиста тапӑннӑ та ӑна вӗлернӗ. Кайран 26 ҫулти каччӑ тарса ҫухалнӑ. Ку пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑна Канаш хулинче тытса чарнӑ. Вӑл унта кукамӑшӗ патӗнче пытанса пурӑннӑ. Ӑна Канашри уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем шыраса тупнӑ. Ӑна Мускав облаҫне конвойпа илсе кайнӑ. Кун валли ятарласа Балашихӑри полицейскисем килнӗ.
Ҫамрӑкскертен следовательсем ыйтса пӗлнӗ ӗнтӗ.
Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, водительсенчен пӗри вилнӗ.
Ку инкек М-7 ҫулӑн 699-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Volvo машина водителӗ, 45 ҫулти арҫын, руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Вӑл Hyundai йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Унӑн рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын, Пушкӑрт Республикин ҫынни, ларнӑ.
Йывӑр тиевлӗ машинӑсем питӗ вӑйлӑ ҫапӑннӑран 33 ҫулти водитель йывӑр суранланнӑ, вӑл авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
Халӗ авари мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Экологипе технологи тата атом тӗрӗслевӗн федераци службин Атӑлҫинчи управленийӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпромӑн» органика кремнийӗ туса кӑларакан цеха хупса хума сӗнӗ. Суд приставӗсем цехӑн алӑкӗсене пичетлесе тухнӑ та ӗнтӗ.
Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Химпромӑн» 16-мӗш цехӗнче авари пулнӑ, ҫавна пула техника хатӗрӗсемпе сооруженийӗсем сиенленнӗ. Производство вырӑнӗ вара 1-мӗш класри хӑрушлӑхри шутланать.
Ҫак сӑлтава, ҫынсен сывлӑхӗпе пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх пуррине тата техногенлӑ катастрофа сиксе тухма пултарнине шута илсе цеха виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ. «Химпром» ертӳҫисене асӑрхаттару ярса панӑ. «Химпромра» суд йышӑнӑвне епле пурнӑҫланине приставсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ.
Чӑваш Енри чукун ҫулсем ҫинче авари нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫавнашкал пӑтӑрмахсенче икӗ ҫын аманнӑ, тепӗр ҫын вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пулнӑ ҫав аварисемшӗн автомашинӑсен шоферӗсем айӑплӑ, вӗсем чукун ҫул урлӑ каҫнӑ чухне ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнман. Ҫав вӑхӑтрах каласа хӑвармалла, иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта кун йышши пӗр аварие те шута илмен, суранланакан та, вилекен те пулман.
Чукун ҫул каҫҫисенче авари таврашӗ ан пултӑр тесе ҫирӗп мерӑсем йышӑннӑ: «Шупашкар — Канаш» каҫӑ патӗнче карта тытса ҫавӑрма палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне «Шупашкар 1 – Шупашкар 2» перегонӑн иккӗмӗш ҫухрӑмӗнче транспортпа ҫӳрекенсем ҫул-йӗр правилисене епле пӑхӑннине тишкерме видеокамера вырнаҫтарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |