Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пайташне, строительство предприятийӗн пуҫлӑхне Евгений Андреева икӗ уйӑхлӑха следстви изоляторне хупса хунине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, депутат ҫынна саккас парса вӗлерме тӑнӑ имӗш. Тӗнче тетелӗнче ҫӳрекен сӑмах-юмаха ӗненсен, ҫапла майпа хайхи усламри хӑйӗн партнерне сиен кӳме ӗмӗтленнӗ пулать.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ парти пайташӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарсан унӑн пайташлӑхне чарса лартма май пуррине пӗлтернӗ. Ку йӗркене партин уставӗнче пӑхса хӑварнӑ. Право органӗсенчен официаллӑ хыпар илсен Евгений Андреевӑн партирен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухма пултарнине систернӗ.
Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Евгений Андреевӑн ҫитес икӗ уйӑха следстви изоляторӗнче ирттерме тивӗ. Унта вӑл, политикӑна спортран куҫнӑскер, суд пуличченех ларӗ. Кун пирки «Чебоксары24» (чӑв. «Шупашкар24») информаци порталӗ хыпарлать.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, депутата ҫынна вӗлерме саккас панӑшӑн тытса чарнӑ имӗш. Хӑшӗ-пӗри систернӗ тӑрӑх, «халӑх тарҫи» ҫапла майпа бизнесри партнерне тавӑрасшӑн пулнӑ. Тискер ӗҫ пурнӑҫланман пулин те Евгений Андреевӑн нумай вӑхӑтлӑха ирӗклӗхпе сыв пуллашма тивӗ.
Палӑртса хӑвармалла, уголовлӑ ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ пӑхса тӑнипе Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тишкерекен пайӗн ӗченӗсем тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 13 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнчи Анат Туҫа ялӗнче пушар тухнӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула виҫӗ хуҫалӑх шар курнӑ.
МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫамрӑксен урамӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫыннӑн сарай таврашӗнче пушар тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна май ҫулӑм кил хуҫин ҫурчӗ ҫине куҫнӑ, кайран икӗ кӳршин пӳрчӗ ҫунма тытӑннӑ.
Пушара ҫур сехетрен сӳнтернӗ, пушарнӑйсем ултӑ автоцистернӑпа усӑ курнӑ. Пӗр ҫурт тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайнӑ, тепӗр иккӗшне ҫӑлма май килнӗ.
Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ
Ҫулла ҫитсен массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ачасем ҫӳлти хутран ӳкни пирки нумай ҫыраҫҫӗ, аслисене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Ҫапах ашшӗ-амӑшӗ тимсӗрлӗхне пула шӑпӑрлансем шар курнӑ тӗслӗх пур. Ку ыйтӑва паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра Шупашкарти Пӗрлехи диспетчер службин пуҫлӑхӗ Валерий Гладков хускатнӑ.
Ӗнер тӗп хулари Стрелоксен 139-мӗш дивизийӗн урамӗнчи пӗр ҫуртра инкек пулнӑ. Тӑваттӑмӗш хутри балконран 11 ҫулти арҫын ача ӳкнӗ. Шел те, шӑпӑрлан васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлама пӑрахнӑ. Ку тӗлӗшпе халӗ тӗрӗслев иртет.
Николаев урамӗнчи 41-мӗш ҫуртра та чутах инкек пулман. Унта иккӗмӗш хутри чӳречерен арҫын ача сикнӗ. Ӑна «Облик» вӗренӳ центрӗн тӑрринче асӑрханӑ. Ача урине суранлатнӑ, ӑна Республикӑри ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе те тӗрӗслев иртет.
Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче ҫуралнӑ Игорь Поручиков журналиста ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ. «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнчи унӑн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игоре юлашки ҫула Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 14-мӗш ҫуртри 114-мӗш хваттертен ӑсатнӑ.
Игорь Поручиков юлашки вӑхӑтра профсоюз организацийӗсенчен тытӑмӗнче пресс-службӑра ӗҫленӗччӗ. Унччен вӑл республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӑрӑшнӑ. Профсоюз тытӑмне куҫиччен Игорь Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫленӗччӗ. Игорь унта реклама менеджерӗ пулса тимленӗччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Игорь 51 ҫул тултарнӑ. Ӑна М-7 автоҫул ҫинче ҫурҫӗр ҫитеспе машина ҫапса кайнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫемьеллӗ пулнӑ, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ.
Шупашкарти кӑнтӑр районӗнчи пӗр шкултан 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ хӗр вилнӗ. Унӑн виллине патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ умӗн тупнӑ.
Вилене ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 13 сехетре асӑрханӑ. Кӗҫех математикӑпа экзамен иртмелле пулнӑ.
«Ку хурлӑхлӑ хыпар пӗрле вӗреннисене тата вӗрентекенсене питӗ хурлантарать. Ашшӗ-амӑшне питӗ шел», - тенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ хӗрӗн тусӗ «Про Город» хаҫата.
Хӗрӗн халӑх тетелӗнчи страницинче тусӗсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе ҫырнӑ.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче арҫын вилнӗ.
44 ҫулти арҫын ирхине общество транспортӗнче хӑйне япӑх туйнӑ. «Ахӑртнех, вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑранӑ. Пассажирсем ӑна урама тухма пулӑшрӗҫ, васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗҫ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшрӗҫ, анчах арҫыннӑн чӗри тапма пӑрахрӗ», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатмашкӑн специалистсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енри депутат арҫынсене массаж тӑвакансене шанмасть тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта Шупашкарӑн Ленин районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти прокурорсем пакунлисем эротика массажӗ тӑвакан салонсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман йышӑнусене пӑрахӑҫланине хыпарланӑччӗ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков массаж тӑвакан салонсем пирки малтан шалти ӗҫсен ӗҫченӗсем патне ҫырнӑ. Унтисем пуҫиле ӗҫ пуҫарманнине кура депутат прокуратурӑна ҫӑхавланӑ.
Халӗ РФ ШӖМӗн ӗҫченӗсем ҫӗршывӑн 10 хулинче операци ирттернӗ, массаж тӑвакан салонсенче арҫынсене хӗрарӑмсем урӑхла майпа килентернине кура хупнӑ. Шупашкарта ун пек икӗ салон ӗҫӗе пӳлнӗ. Ҫакӑнта Игорь Моляков депутат тӳпи те пур тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри арҫын карьерта путса вилнӗ. Кун пирки inkotelniki.ru сайт пӗлтерет.
Ку инкек ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Селикат микрорайонӗнче пулнӑ. Ӗҫлеме килнӗ икӗ арҫын эрех ӗҫнӗ, Пӗчӗк Люберецк карьер ҫыранӗнче канма шухӑшланӑ.
Ҫав кун ҫиллӗ, анчах хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑнӑ. Хайхискерсем ӑшша пиҫнӗ пулмалла – шыва кӗме шут тытнӑ. Вӗсенчен пӗри шыва чӑмнӑ та тек тухайман. Тепри ӑна ҫыран хӗрринче кӗтсе тӑнӑ, кӑштахран ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ.
Арҫын виллине ҫыран хӗррине кӑларнӑ, вӑл чӑнах та эрех ӗҫни паллӑ пулнӑ. Хайхискер шывпа чыхӑнса кайса вилнӗ.
Тӗнче тетелӗнче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Тӗнче тетелне лекнӗ видеокадрта Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗ Наташа Королева тата пуҫлӑхсем депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлетчӗҫ. Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ тесе хыпарларӗҫ.
Концерт иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ Шупашкарти тӳре-шара ҫавӑн валли конкурс ирттерессине пӗлтернӗ сӑмах та тухрӗ кайран. Ӗнер Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти «Творческий город» (чӑв. Пултарулӑх хули) автономи учрежденийӗн ӗҫченне административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |