Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче паян чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта инкек пулнӑ: унта локомтив тата «Форд Фокус» машина ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче 46 ҫулти хӗрарӑм ларнӑ. Шел те, вӑл вырӑнтах вилнӗ. Инкек вырӑнӗнчи сӑнӳкерчӗке пӑхсан локомтив машинӑна сӗтӗрсе кайни курӑнать.
Ҫав вырӑнта пулса курнӑ ҫынсем «Про Город» телеграм-каналӗнчи пост айӗнче комментарисем ҫырнӑ тӑрӑх, чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта юр ҫӳллӗ. Ҫапах та унта светофор пур. Ахӑртнех, вӑл хӗрлӗ ҫутнӑ пулнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
