Шупашкар хулинчи Граждан урамӗнче хальхи вӑхӑтра ҫул юсас ӗҫ малалла пырать. Унти ӗҫ-пуҫпа хулари тӳре-шара та паллашса тӗрӗслесех тӑрать. Паян вара асӑннӑ урамра газ пӑрӑхӗнчен газ тапса тухнӑ, вут-ҫулӑм алхасма тытӑннӑ.
«Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, вут-ҫулӑма шывпа сӳнтернӗ. Ун валли пӗр сехете яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулнӑ.
Маларах эпир асӑннӑ ҫӑлкуҫ шухӑшланӑ тӑрӑх, экскаватор пӗчӗк пусӑмлӑ газ пӑрӑхне лектерме пултарнӑ.
Ҫынсем вилмен, анчах темиҫе рабочи кӑштах пиҫсе кайнӑ-мӗн.
Пӑтӑрмах сӑлтавне прокуратура тӗрӗслет.
Улатӑрти ҫӳп-ҫап полигонӗнче пушара халӗ те сӳнтереймен. Унта тӗтӗм йӑсӑрланать – ҫапла пӗлтернӗ «Советская Чувашия» хаҫата хула ҫыннисем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчех ҫунма пуҫланӑ вӑл. Ҫав вӑхӑтра республикӑра шӑпах шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап малтан шалтан ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫиеле тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма ҫав кунах сӳнтернӗ, анчах тӗтӗм йӑсӑрланма пӑрахман-ха.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полигона пӗрмай тӑпра турттараҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 13-21-мӗшӗсенче унта 200 тонна тӑпра кайса тӑкнӑ. Тӳре-шара пушара сӳнтерме хушма техника та уйӑрнӑ.
Улатӑрти районсен хушшинчи прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫакӑ палӑрнӑ: ҫӳп-ҫап полигонне тӗрӗс мар пӑхса тӑнӑран та пушар тухма пултарнӑ – ҫӳп-ҫапа вӗтетмен, таптаман тата тӑпрапа хупламан. Ҫитменнине, шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӳп-ҫапа нӳретмешкӗн шыв сапман. Пӗр сӑмахпа, полигона пӑхса тӑракан организаци ҫӳп-ҫап хӑй тӗллӗн ҫунма ан тытӑнтӑр тесе мерӑсем йышӑнман. Ҫавна май прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Етӗрнере ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Пушарта йӑлтах ҫунса кӗлленнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пушар тухнине кӳршисем курнӑ та пушарнӑйсене чӗннӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм мунчаран тухса ҫурт ҫине куҫма пултарнӑ.
Ҫемьене халӗ тумтир кирлӗ. Пӗтӗмпе – 6 ҫын. Арҫын тата хӗрарӑм тумтирӗ, хӗрачасемпе арҫын ача валли тӑхӑнмалли кирлӗ. Ашшӗн ури калӑпӑшӗ – 43-мӗш, тумӗ – 50-52-мӗш. Амӑшӗн ури - 38-39-мӗш, тумӗ – 48-мӗш. Йӑмӑкӗн ури – 33-мӗш, тумӗ – 40-мӗш. Ҫемьери хӗрӗн ури 36-мӗш, тумӗ 46-мӗш. Арҫын ача 10-ра, 140 сантиметр ҫӳллӗш, ури – 36-мӗш калӑпӑшлӑ. 8 ҫулти хӗрачана та 30-31-мӗш калӑпӑшлӑ пушмаксем кирлӗ, хӑй 122 сантиметр ҫӳллӗш.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнче хуҫасӑр арман ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Арман Хуруй ялӗ хӗрринче ларать. Вӑл ҫунма тытӑнсан пушарнӑсем часах ҫитнӗ. Юрать-ха, арман ҫунса кӗлленмен, ӑна упраса хӑварма май килнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арманти пушар ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран тухнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 976 пушар тухнӑ, вӗсенче 59 ҫын вилнӗ, 49 ҫын суранланнӑ.
Улатӑрти пушарта 6 ҫулти арҫын ача пурнӑҫӗ татӑлнине, унӑн 13 ҫулти аппӑшӗ реанимацие лекнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхаснӑ. Пушар уйрӑм ҫын ҫуртӗнче 23 сехет те 20 минут тӗлӗнче тухнӑ. Пӗр хутлӑ кирпӗч пӳртре ачасем ҫеҫ пулнӑ. Арҫын ача ҫӑлавҫӑсем килсе ҫитичченех вилсе кайнӑ, унӑн хытах пиҫсе кайнӑ аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушар хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 219-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяпа пушар хӑрушсӑрлӑхн правилине пӑснине пула ҫын вилсен явап тыттараҫҫӗ.
Пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурта ҫутӑ пӑралукӗ япӑхнӑ иккен. Ҫавна кил хуҫи храрӑмӗ унчченех пӗлнӗ. Хальхинче кӗске замыкани пулса иртнӗ...
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем Улатӑрти пушар сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Вӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Улатӑрти пушарта 6 ҫулти арҫын ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ, унӑн 13 ҫулти аппӑшӗ реанимацие лекнӗ.
Вут-ҫулӑм шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхаснӑ. Пушар уйрӑм ҫын ҫуртӗнче 23 сехет те 20 минут тӗлӗнче тухнӑ. Пӗр хутлӑ кирпӗч пӳртре ачасем ҫеҫ пулнӑ. Арҫын ача ҫӑлавҫӑсем килсе ҫитичченех вилсе кайнӑ, хытах пиҫсе кайнӑ унӑн аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, Совет урамӗнчи 14-мӗш ҫуртра (вӑл общежити шутланать), пушар тухнӑ хыҫҫӑн хулара инкеклӗ лару-тӑру режимӗ туса хунине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 17 сехет те 45 минутра тухнӑччӗ. Инкекре 1,3 пин тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫивитти сиенленнӗ. Ҫынсем, телее, шар курман.
Асӑрханмасӑр пурлӑха сиенленӗшӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пушара пула 250 пин ытла тенкӗлӗхшар кӑтартнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, мачча ҫинче такам пулнӑ. Инкек ҫавӑн хыҫҫӑн тухнӑ. Те, шӑрпӑкпа вылянӑ ӗнтӗ, те пирус туртнӑ. Айӑплине пакунлисем тупса палӑртӗҫ.
Ӗнер каҫхи 8 сехетре Красноармейски ялӗнче лавккари холодильникпе морозильник ҫуннӑ. Вӗсенче тинӗс ҫимӗҫӗсем пулнӑ.
Ҫимӗҫсем йӑлтах ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм шалти отделкӑна та сиенлетнӗ. Юрать-ха, пушар вӑхӑтӗнче никам та шар курман, аманман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электрохатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра кӑҫал 946 пушар пулнӑ. Вӗсенче 57 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 43 ҫын суранланнӑ.
Ӗнер каҫхине, 7 сехетре, Тӑвай районӗнче ҫӳп-ҫап полигонӗ ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет.
Юрать-ха, ҫулӑма хӑвӑртах сӳнтерме май килнӗ. Халӗ ҫӳп-ҫап мӗншӗн ҫунма пуҫланине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, кӑҫал ҫӳп-ҫап ҫуннӑ пӗрремӗш тӗслӗх мар ку. Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Улатӑрти ҫӳп-ҫап полигонӗнче ҫулӑм тухнӑ. Ӑна 7 кунран ҫеҫ сӳнтерме пултарнӑ. Сӑлтавне палӑртнӑ – шӑрӑх ҫанталӑка пула вӑл хӑйех ҫунма пуҫланӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Эйпеҫ ялӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗн утти ҫуннӑ. Ку хыпара Инкеклӗ ӗҫсен министерствин республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Пушар утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм кӑнтӑрла тӗлӗнче алхасма тытӑннӑ. Инкекре 17 тонна утӑ ҫунса кайнӑ. Специалистсем пушар сӑлтавне палӑртӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре пушар 932 хутчен тухнӑ. Инкекре 57 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 41 ҫын суранланнӑ. Вут-ҫулӑма пула 17 миллион тенкӗ ытлалӑх тӑкак тӳснӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |