Чӑваш Енре вӑрмансене кӗме чарнӑ. Ку ҫанталӑк шӑрӑх тӑнипе, ҫавна май пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ.
Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулнине палӑртнӑ. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнченпе Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑя кӗнӗ. Ҫавна май пушара хирӗҫ режимӑн 4-мӗш тата 5-мӗш класӗ пулсан ҫынсен вӑрмана кӗме ирӗк ҫук.
Асӑрханӑр: ҫанталӑк шӑрӑх тӑрсан пушар тухма пултарать.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пысӑк пушар пулнӑ – «Хмпромра» ҫулӑм тухнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Паян 13 сехетре иртен-ҫӳрен тӳпенелле хура тӗтӗм хӑпарнине, вӑл темӗнле шӑршлӑ пулнине асӑрханӑ. «Сывлама ҫук», - пӗлтернӗ Татьяна. «Пластик ҫуннӑ шӑршӑ», - тенӗ Николай, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер. Надежда вара ҫапла пӗлтернӗ: «Хлор шӑрши кӗме тытӑнчӗ. Чӳречесене хупӑр».
14 сехет те 15 минутра пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. Унта 12 техника, 36 ҫын хутшӑннӑ.
Пушар ниме те шеллемест. Вӑл пӗр алхасма тытӑнсан пурне те тӗп тӑвать.
Ӗнер, ытларикун каҫхине, Кӳкеҫ поселокӗнче «Skoda-Octavia» ҫунма тытӑннӑ. 2007 ҫулта туса кӑларнӑ транспорт 18 сехет те 30 минутра хыпса илнӗ. Машина Шуршӑл урамӗнче ларнӑ. Вутра автомобилӗн двигатель патӗнчи пайӗ тата пассажир салонӗ сиенленнӗ.
20 сехет те 30 минутра Шупашкар районӗнчи Шупашкаркасси ялӗ патӗнчи автозаправкӑра пушар тухнӑ. Вӑл бензинлӑ автоцистернӑна пушатнӑ чухне хыпса илнӗ. Автозаправкӑра ӗҫлекенсем пушара хӑйсемех сӳнтерме пултарнӑ. Никам та шар курман.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Вӑрнар районӗнчи Партас ялӗнче пушар пулнӑ. Унта ҫурт тӑрри ҫуннӑ.
Ҫулӑм тухнине кӑнтӑрла ҫитеспе, 11 сехетре, асӑрханӑ. Йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Юрать-ха, йӑлтах кӗлленмен, тӑрри ҫеҫ сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран тухнӑ.
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта та пушар алхаснӑ. Терешкова урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Шалти отделка сиенленнӗ, сӗтел-пукан ҫунса кайнӑ. Ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.
Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнче пӗр ҫемье муначӑр тата ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫисем килте пулман.
Пушар ӗнер ҫӗрле пулнӑ. Малтан мунча ҫунма тытӑннӑ, кайран ҫулӑм темиҫе метрта ларакан пӳрт ҫине куҫнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Анчах, шел те, ҫурта сыхласа хӑварайман. Ҫулӑма виҫӗ машина сӳнтернӗ.
Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, кил хуҫисем мунча кӗнӗ те килтен кайнӑ. Пӗр хӗр ҫӑра тӗтӗм тухнине курсан пушарнӑйсене чӗннӗ.
Улатӑр районӗнчи Сурский Майдан ялӗнче пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшӗ пушах ларнӑ.
Асӑннӑ ялти Мускав урамӗнче пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унтан ҫулӑм кӳршӗри пӳрт ҫине куҫнӑ. Унта ҫынсем пурӑннӑ.
Кайран ҫулӑм пурӑнман тепӗр виҫӗ ҫурта ярса илнӗ. Халӗ пушарнӑйсем ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче пушар пулнӑ. Унта пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пушар тухнӑ. Симӗс урамӗнчи пӗр ҫурта ҫулӑм ярса илнӗ.
Шел те, инкек хурлӑхпа вӗҫленнӗ. Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн арҫын виллине тупнӑ. Вӑл кравать ҫинче выртнӑ. Кил хуҫи 48 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Специалистсем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухма пултарнӑ. Халӗ вӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Урнар ялӗнче пушар пулни пирки, куншӑн 51 ҫулти кил хуҫине айӑпласшӑнни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкекре хӗрарӑм, унӑн икӗ хӗрӗ, 4-ри, 7-ри тата 10 ҫулти мӑнукӗсем вилнӗ. Арҫынна пӗр хӗрӗ вӑратнӑ. Анчах вӑл пурне те урама кӑларма ӑс ҫитереймен, хӑйӗн тӑрӑх шыв янӑ, утиялпа чӗркеннӗ те тухнӑ. Кӳршисем патне чупнӑ. Анчах таврӑннӑ тӗле ҫулӑм йӑлтах ярса илнӗ.
51 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ суд пулнӑ. Ӑна судья колони-поселение 1 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Приговор хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен-ха.
Палӑртмалла: пушар ҫенӗкре ларакан кивӗ холодильнике пула тухнӑ. Срокӗ тухнӑ пулсан та кил хуҫи унпа усӑ курма пӑрахман.
Шупашкар районӗнчи Малтикасра ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, паян, 11 сехетре икӗ ҫурт ҫунса кайнӑ. Икӗ ҫемье кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫулӑм малтан пӗр пӳрте ярса илнӗ, унтан теприн ҫине куҫнӑ. Пӗрремӗшӗнче ачаллӑ ҫемье пурӑннӑ, иккӗмӗшӗнче – аслӑ ӳсӗмри икӗ ҫын.
«Ҫунса кайнӑ ҫуртсенчен пӗринче пурӑннӑ ҫемьери ача чӗртсе янӑ теҫҫӗ. Пушарта ҫунса вилекенсем пулман пулмалла», - тенӗ халӑх корресподенчӗ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ. 15 сехет ҫурӑра вӗсем унтах пулнӑ-ха.
Улатӑр районӗнчи Явлей ялӗнче арҫын асӑрханмасӑр пирус туртнӑ та виҫӗ пӳрте ҫунтарса янӑ. Ку ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫак пӑтӑрмаха паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ.
Арҫын пирус туртнӑ. Ҫулӑм ҫавӑн чухне тухнӑ. Пушар виҫӗ пӳрте тӗп тунӑ. Иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ, тепри пушах ларнӑ. Пӗтӗмпе 3 ҫын шар курнӑ. Халӗ тӑкак мӗн чухлӗ пулнине шутлаҫҫӗ. Шар курнӑ ҫынсем хальлӗхе тӑванӗсем патӗнче вырнаҫнӑ.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 10-16-мӗшӗсенче республикӑра 59 пушар пулнӑ. Вӗсенче 2 ҫын вилнӗ, 1 ҫын суранланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |