(Олег Прокопьев сӑввисен алҫырӑвӗ)

Алҫыру «Несӗлсен тӑмхисем» ятлӑ. Тӑмха мӗнне пӗлетӗп-ха (япаласене пайӑрлатса ҫапнӑ паллӑ). Хирти анасен, михӗ-шӑналӑксен, патшалӑха илнӗ лашасемпе ӗнесем ҫине ҫапатчӗҫ. Ваттисен хӑйсен чӗлхи-ҫырӑвӗччӗ ун чухне.
Хитре каланӑ алҫырура – япӑх илтрӗм ҫав. Нимле тӑмха та курмарӑн – ни тӳррӗн сӑнланине, ни шахвӑртса сӑвӑрнине. «Тухату ярӑмра» е ятарласа пайра чунри авалхи тӑмхасене тупса пулинех... Вӑхӑтпа ҫирӗппӗн палӑртнӑ вӗсене – юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗ, 2025 – ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ, 2026 хушшинче ҫырнӑ. Ҫыраканӗшӗн вӑхӑчӗ пӗлтерӗшлӗ пулӗ те, поэзишӗн ҫакӑ питех апла мар. Ҫапах та, пӗр хавхапа пӗр тапхӑрта вӗри те вӑхӑтлӑ шӑратнӑ сӑвӑсем ӗмӗрсене юлни чылай. Фетпа футуристсем, Блокпа пӗрле Андрей Петтокин «Кӑвак инҫет» ярӑмӗ аса килет.
Халь кӑна паллӑ ҫынсем – патшалӑх ертӳҫи пулнӑ Анатолий Лукиянов, Российӑ следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин, хамӑрӑн паллӑ депутат Юрий Моляков ҫырнӑ сӑвӑсене савӑнса вуланӑччӗ. Шухӑшлӑ. Илемлӗ. Таса сӑмах, чунри вут кирек кама та тыткӑна илме, кӑмӑлне уҫма пултарать ҫав.

«Вирьял» ансамбль ертӳҫине Лев Иванова сумлӑ ят панӑ. Вӑл халӗ — «Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ».
Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.
«Вирьял» фольклор ансамблӗ Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри культура ҫуртӗнче тӗпленнӗ.
Ку ушкӑна 1990 ҫулта Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Аркадий Айдак сӗннипе пуҫарнӑ. 1993 ҫулта ушкӑна Чӑваш Енӗн Культура министерствин приказӗпе «халӑх коллективӗ» ят панӑ. Ансамбле тӗрлӗ ҫулхи ҫынсем ҫӳреҫҫӗ. Унччен юрӑпа ташӑ ансамблӗ шутланнӑскере 2019 ҫулта фолькорр ансамблӗ ят пама йышӑннӑ.
«Вирьял» вырӑнти мероприятисене ҫеҫ мар, республикӑри, ҫӗршыври тата халӑхсем хушшинчи тӗрлӗ фестивале хутшӑнать.

Чӗмпӗрте Валентина Тарават ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Кун пирки МАХра «Хырар - Вести Чувашии» каналта пӗлтернӗ.
Мероприятие Валентина Николаевнӑн 80 ҫулхи юбилейне халалланӑ иккен.
Валентина Тарават (Игнатьева) – поэт, прозаик, куҫаруҫӑ, Раҫҫей писательсен союзӗн членӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, поэта тата прозаика юбилейпа саламлама Чӗмпӗр облаҫӗн ӳнерпе культура политикин министрӗ Евгения Сидорова пырса ҫитнӗ. «Библиотека ӗҫченӗсем Валентина Николаевна вулав культурине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Уява ҫавӑн пекех ҫыравҫӑн тусӗсем, литература ҫыннисем, вӗренекенӗсем, пултарулӑхне кӑмӑллакан ытти ҫын та хутшӑннӑ», — тесе пӗлтернӗ «Хыпар - Вести Чувашия» каналта.

«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ҫак кунсенче ҫӗнӗ сайт хута ячӗ. Вӑл «Ман пултарулӑх» ятлӑ. Тӗллевӗ: авторсене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарасси. Енчен те «Электронлӑ вулавӑша» хайлавсене администраци вырнаҫтарать пулсан, кунта кашни хӑй вырнаҫтарма пултарӗ. Сайт чӑвашла хайлавсене кӑна йышӑнать.
Ҫӗнӗ проекта Чӑваш халӑх сайчӗ 21 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ. Ку вӑл хӑйне евӗр парне. Ӑна ӑсталама ИИ пулӑшнӑ. Ҫапла май «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ИИ-пе усӑ курса чӑвашла сайт ӑсталама май пуррине тӗрӗсленӗ. Сайта хатӗрлес ӗҫӗн пӗр пайӗ чӑвашла пулса иртнӗ — ИИ чӑвашла мӗн ыйтнине пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ. Кунашкал сайт ӑсталама пурӗ виҫӗ кун кӑна кирлӗ пулнӑ.
Сайт интерфейсӗ виҫӗ чӗлхеллӗ. Авторизациленме ВК-ри е Яндексри аккаунт кирлӗ. Сайтӑн тытӑмне ҫапла йӗркеленӗ: Ярӑм (кӗнекесен пуххи) — Кӗнеке — Хайлав — Сыпӑк. Кунашкал тытӑм чылай хайлава вырнаҫтарма ирӗк парать. Сайтра сӑвӑллӑ хайлавсем те, прозӑллисем та, куҫарусемпе пьесӑсем те кӗртме пулать. Сайтӑн хальхи адресӗ: https://samlib.

Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 65 ҫул ҫитнине халалланӑ аса илӳ каҫӗ иртӗ.
Геннадий Арсентьевич театрта 1983 ҫултанпа ӗҫленӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, унпа пӗрле тӑрӑшнисем ӑна ансат психолог тата философ тесе хаклаҫҫӗ. Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем чаршав хупӑнсан та сцена ӑстипе пулнӑ.
Актер хӑйӗн пурнӑҫӗнче ытти артистпа пӗрле Мускав, Санкт-Петербург, Хусан, Ӗпхӳ сценисем ҫине тухнӑ. Тӗрӗк халахӗсен «Туганлык» (1991) и «Науруз» (2002) фестивалӗсенче ҫӗнтернӗ.
Аса илӳ каҫӗнче пурнӑҫран ир уйрӑлса кайнӑ ӑстана унпа пӗрле ӗҫленисем, ҫывӑх ҫыннисем аса илӗҫ, фото- тата видеоматериалсем пулӗҫ.

Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗ чылай. Хӑшӗсене юрлама ҫӳреҫҫӗ, теприсене — ташлама, виҫҫӗмӗшӗсене — алӑ ӗҫӗ тума. Асӑннӑ ушкӑнсене ҫӳрекенсем — тивӗҫлӗ канури хастар ватӑсем.
Центрӑн виҫӗ структура подразделенийӗнчен пӗри К. Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ. Унта «Лайӑх кӑмӑл» ташӑ ушкӑнӗ пур. Ватӑсем ташлаҫҫӗ ҫеҫ мар, куракан умне тухмалли хитре сцена тумтирне те хӑйсемех ҫӗлеҫҫӗ.
Светлана Романова тата Галина Иванова нумаях пулмасть «Хурӑн» ташӑ валли тум ҫӗленӗ.
Машина тӑвакансен техникумӗнчен вӗренсе тухсан Светлана Романова Трактор заводӗнче ӗҫленӗ. Паян вӑл ал ӗҫӗпе аппаланать, салтаксене те пулӑшать.
Галина Иванова малтан ача пахчинче воспитательте ӗҫленӗ, кайран тиртен калпак ҫӗлеме хӑнӑхса вӗренсен ательере тӑрӑшнӑ.

Чӑваш Енри паллӑ сцена ӑстисенчен пӗрне, Виталий Сергеева, «Чӑваш халӑх артисчӗ» ят панӑ.
Унӑн пултарулӑхне тахҫанах хаклакансем ку хыпара: «Тинех», — тесех йышӑнчӗҫ пулӗ.
2017 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ятпа чысланӑ.
Вӑл хырӑм тытса култарать. Анчах айванла шӳтлесе мар, йӗплесе те юптарма ӑста.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫленипе пӗрлех Чӑваш наци радиовӗнче тӑрӑшать.
Виталий Иванович Канаш районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филолоргийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ, унтах «Театр ӗҫӗ» специализацие алла илнӗ. 2000 ҫултанпа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет. Маларах каларӑмӑр ӗнтӗ: Чӑваш наци радиовӗнче тимлет, унта «Кулӑш лаҫҫи» кӑларӑм ертсе пырать.

Чӑваш Енре «Земство культура ӗҫченӗ» программа пурнӑҫа кӗрет. Ӑна аякри ялсене культура ӗҫченӗ пулса ӗҫлеме ярас тесе шухӑшласа кӑларнӑ. Программӑна хутшӑнакансене шалусӑр пуҫне хушма укҫа парса хавхалантараҫҫӗ.
Чӑваш Енре кӑҫал вӑл программӑпа 20 специалиста суйласа илессине пӗлтернӗччӗ.
Елчӗк районӗнчи Лащ-Таяпа ялӗнче Юрий Петухов юрӑҫ ӗҫлеме пуҫланӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Юрий Петухов — композитор та. Культура сферинче 25 ҫула яхӑн ӗҫлет иккен. «Тайпи» тата «Сударушки» фольклор ансамблӗсене ертсе пырать. Куракансем унӑн пултарулӑхне ӑшшӑн йышӑнаҫҫӗ. Пултаруллӑ арҫын Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче концерт пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ.

Чӑваш Енре «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» конкурс иртет. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви йӗркеленӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑк авторсене палӑртмалли конкурса хутшӑнакан ӗҫсене йышӑнас вӑхӑта чӳк уйӑхӗччен тӑснӑ.
Пултарулӑх конкурсне 18-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Заявкӑсене кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Конкурс номинацийӗсем ҫапларах:
• Илемлӗ проза (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)
• Поэзи (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)
• Документлӑ проза (вырӑсла тата чӑвашла хайлавсене уйрӑмшарӑн хаклӗҫ)
• «Ӳкерчӗксемпе сӑнӳкерчӗксенчи истори (комикссем)» ятарлӑ номинаци.
Ӗҫсене вырӑсла тата чӑвашла йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне 50 пин тенкӗ гран-при лекӗ.

Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Сергей Артамонов ытти хайлавран уйрӑлса тӑракан хӑватлӑ юрӑ ҫырма ыйтнӑ. Кун пирки вӑл Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗнче чӑваш эстрада артисчӗсемпе тӗл пулсан каланӑ.
«Вӑл юрӑ пирӗн йӑх-несӗлӗмӗрсем патне тавӑртӑр: ҫемье, ял, хула, йӑх-несӗлӗмӗре асра тытни патне, — тенӗ вӑл. — Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн питӗ тӗрӗс шухӑшлӑ йӗркесем пур: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр». «Ку сӑмахра пирӗнччен малтан пурӑннисене хисеплени, паян пуррисен пӗрлӗхӗ, ыран, пирӗн хыҫҫӑн, килекенсене шанни», – тенӗ Сергей Артамонов.
Проекта Августа Уляндина, Алексей Московский, «Глянец» ушкӑн, Алексей Шадриков, Егор Матвеевский, Маргарита Финогентова, Владимир Ашмарин, Элтияр Александров, Денис Павлов, Виталий Адюков, Ольга тата Анна Пегановсем, Вячеслав Дик, «Вирьял» ансамбль, «Приданое» фольк-ушкӑн тата ытти музыкант хутшӑнма пултарать.
