Чӑваш Енӗн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче литература пултарулӑхӗн регионсем хушшинчи IX «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Кӑҫалхи конкурса Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑвашла сӑвӑ сыракан 15-25 ҫулсенчи ҫамрӑксем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Ҫӗрпӳри 2-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литератури учителӗ Ксения Леонтьева ҫӗнсе илнӗ. 25-35 ҫулсенчи авторсенчен Шупашкарти И. Тургенев ячӗллӗ вулавӑшри Кристина Васильева пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Чӑвашла проза ҫыракан 25-35 ҫулсенчи ҫамрӑксенчен жюри Вӗренӳ тата ачасене комплекслӑ пулӑшакан центрӑн вырӑс чӗлхи учителӗн Елена Кудрявцевӑн ӗҫне суйласа илнӗ.
Кунсӑр пуҫне 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑна тухнисене те палӑртнӑ, вырӑсла ҫыракан авторсене те чысланӑ.