Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Культура институчӗн концерт залӗнче пултаруллӑ балетмейстерӑн, педагогӑн, Людмила Нянинӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртӗ.
Сцена ҫине Культура колледжӗн студенчӗсем, ача-пӑча ансамблӗсен воспитанникӗсем тухӗҫ. Вагаповсем, «Катюша» тата «Сарпике» халӑх ташшин коллективӗсем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем те пулӗҫ.
Пултарулӑх каҫӗ ӳнер ӗҫӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ Людмила Нянинӑн хӑйне евӗрлӗ пултарулӑхӗпе паллаштарӗ.