Шупашкарта пурӑнакан Людмила Порфирьева хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тусӗ сӗннипе ҫӳреме пуҫланӑ. Унта вӑл, ытти ватӑ пекех, хӑйӗн чун киленӗҫне тупнӑ.
Людмила Николаевна ал ӗҫӗпе аппаланма юратать. Вӑл ҫав енӗпе ӗҫлекен проектсене хастар хутшӑнать. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм нумаях пулмасть татӑк-кӗсӗкрен тӗрлӗ япала ҫӗлеме тытӑннӑ. Ача пахчинче педагог-воспитатель ӗҫӗнче тимлесе пенсие тухнӑ хӗрарӑм ҫӗвӗ машини умне хаваслансах ларать.
Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи М. В. Игнатьев ячӗллӗ Янӑшри вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Унӑн ячӗ нихӑҫан та сӳнмӗ» уяв иртнӗ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗре, И.Я.Яковлева, халалласа литературӑпа музыка композицийӗ йӗркеленӗ.
«Уявра чӑваш чӗлхи ирӗккӗн те мӑнаҫлӑн янӑрарӗ», — хыпарланӑ вырӑнти шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекен Наталия Магазеева.
Чӑваш чӗлхи уявне хӑнасем те килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче – Янӑш территори округӗн пуҫлӑхӗ Иван Грачёв, Шупашкар округӗнчи Хӗрарӑмсен ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ Наталия Ердукова, Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи Геннадий Васильев. Геннадий Леонидович чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
5-11 класра вӗренкенсем вара И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхне сцена ҫинче выляса панӑ.
Сӗнтӗрвӑрринчи Нина Конова ҫамрӑк мар пулин те ахаль ларма юратмасть – вӑл вӑхӑта ал ӗҫӗпе иртерет.
Нина Конова паспортпа – 99 ҫулта. Анчах хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл 100 ҫулта. Документ валли ҫула каланӑ чухне вӑл хӗр-тусӗ пек пулас тесе 1925 ҫулхи тесе персе янӑ.
Кинемей кивӗ япалара пӗчӗк кавир ҫыхать. «Ӗҫленӗ чухне иртнине аса илсе ларатӑп», – тет вӑл.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Оринин ялӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Зина Саввова ал ӗҫӗпе аппаланма юратать.
Хӗрарӑм асӑннӑ тӑрӑхри Ивановка ялӗнче ҫуралнӑ. Геннадий Васильевичпа ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тӑватӑ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Мӑшӑр вырӑнти «Оринино» колхозра ӗҫленӗ. Кайран Зина Якимовна Республикӑри туберкулёзпа кӗрешекен диспансерта тӑрӑшнӑ. Паян кинемей 5 мӑнукӗпе тата мӑнукӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнать.
Ватӑ ҫын ӗҫсӗр лармасть, ҫыхма юратать.
Шупашкарти Вячеслав Ильин Пӗтӗм Раҫҫейри «Я могу! Творчество без границ» (чӑв. Эпӗ пултаратӑп! Чикӗсӗр пултарулӑх) фестиваль-конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Хусанти патшалӑх культура институтӗнче иртнӗ.
Ӑмӑртӑвӑн куҫӑнсӑр турне 500 ытла ача, куҫӑн турне 170 ача хутшӑннӑ.
Вячеслав Алина Михайлов репертуарӗнчи «Ан кулян, анне» юрра питех те чуна тивмелле шӑрантарнӑ, парнене тивӗҫнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Австрийская ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи шкулта иртнӗ литература тӗлпулӑвне хутшӑннӑ.
Пултаруллӑ пике «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 «А» тата 8 «Б» классемпе литература, поэзи ҫинчен калаҫнӑ. «Хамӑн пултарулӑх ҫулӗ, «Чӑлах пуканесем», «Пӗчӗкҫӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартрӑм, сӑвӑсем вуларӑм. Издательство ӗҫӗ-хӗлӗ, алҫыруран еплерех хатӗр кӑларӑм пулса тӑни ҫинчен те сӑмах хускатрӑм», — хыпарланӑ Ольга.
Ҫыравҫӑ асӑннӑ шкулта 8-мӗш класра ӑс пухакан Даша Кондратьевӑн калавӗпе тата сӑввисемпе те паллашнӑ. «Хӗрача тарӑн шухӑшлӑ произведенисем хайлать, пуласлӑхра кӗнеке кӑларасшӑн», — ырланӑ ача тӑрӑшӑвне ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан пултаруллӑ та хастар хӗрарӑмсем конкурса хутшӑнӗҫ.
«Эпӗ – хӗрарӑм» конкурса Чӑваш Енри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ тата «Пӗрле» аталанӑвӑн фончӗ йӗркелет. Ӑна пӗрремӗш хут 2021-мӗш ҫулта ирттернӗ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен видеоролик хатӗрлемелле. «Унта хӑйсем, ҫемье, ӗҫ, ҫитӗнӳсем ҫинчен каласа кӑтартмалла. Халӑхшӑн тӑрӑшнине, ырӑлӑх пуҫарӑвӗсене хутшӑннине палӑртмалла», — тесе пӗлтернӗ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Шупашкар хулинче пурӑнакан ватӑсем ӗнер, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, «Танцуют все» (чӑв. Пурте ташлаҫҫӗ) ташӑ фестивальне пуҫтарӑннӑ. Ӑна Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗ йӗркеленӗ.
Ташӑ фестивальне учрежденине пуҫласа ирттернӗ. Унра социаллӑ центра ҫӳрекен ватӑсен ташӑ ушкӑнӗсем хушкӑнӗ. Ҫавӑн пек пултарулӑх ушкӑнӗсем унта темиҫе те. Хӑшӗсене социаллӑ ӗҫ енӗпе тӑрӑшакан специалистсем ертсе пыраҫҫӗ; теприсене – центра ҫӳрекен хастар ватӑсем хӑйсем.
Паян республикӑри пултаруллӑ ачасен конкурсӗ иртнӗ. Ача-пӑчан ӳнер пултарулӑхне «Черчен чечексем» республикӑри фестиваль-конкурсне Шупашкарти «Южный» культура ҫуртӗнче пуҫтарӑннӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗ йӗркеленӗ. Фестиваль-конкурса республикӑри ача-пӑча коллективӗсем хутшӑннӑ.
Апашра пурӑнакан, вырӑти халӑх театрӗн артисчӗ Владислав Кириллов нумаях пумасть хӑйӗн сӑввисен кӗнекине пичетленӗ. Ӑна «Ҫутӑр ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ» ят панӑ.
Кӗнекене хакласа умсӑмахра чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат ҫапларах ҫырнӑ: «Владислав Кириллов-Апаш сӑвӑҫ, драматург хӑй хайланӑ сӑввисене пухса кӗнеке кӑларса, чӑваш литературин ани ҫине хӑйӗн тутланса ҫитнӗ сӑмах вӑрлӑхне акма хӑю ҫитерни мана савӑнтарать. (...)
Сӑвӑҫ – халапҫӑ, вӑл кӗрхи сывлӑшӑн тӑкӑска шерпетне тутанса ӗҫме пӗлет. Иртсе пыракан ӗмӗрӗн кунӗсене шутлакан шӑпана шахвӑртса, асран каяйми савнийӗн сӑнарӗпе пуплесе, хальхи пурнӑҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ чӑнлӑхпа ҫирӗплетсе хурлӑ асилӗвӗсене лӑплантарма пултарать: «Ӑҫта эп пур – эс ҫук, сан валли юнашар вырӑн ҫук». Апла пулсан, ҫемье тытӑмӗн шӑнӑрӗ хуҫӑлас ҫук, ҫемье тасалӑхӗ вараланас ҫук.
Владислав Апаш сӑвӑ тӗнчине кӗрсе кайсан тухас килмест. Ахальтен мар ӗнтӗ, чӑваш композиторӗсем унӑн сӗтеклӗ сӑввисемпе савӑк юрӑсем хываҫҫӗ, паллӑ юрӑҫсем вӗсене чуна витерсе юрлаҫҫӗ».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |