Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин музейӗнче «Ҫынсене илем кӳрӗр» курав уҫӑлӗ.
Унта хӑйӗн касса хатӗрленӗ хитре япалисемпе – шкатулкисемпе, вазисемпе, ламписемпе, арламалли ураписемпе тата ыттипе – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ Валерий Кудряшов тата унӑн вӗрентекенӗсем паллаштарӗҫ.
Валерий Кудряшов Шупашкарти 49-мӗш шкулта технологи учителӗнче тӑрӑшать. 2000 ҫулта шкулта «Наследие» (чӑв. Эткерлӗх) ача-пӑча производство пӗрлешӗвне уҫнӑ. Унӑн хӑйӗн уставӗ, бизнес-планӗ, тавар бренчӗ пур. 2003 ҫултанпа компани Чӑваш Енри Ремеслениксен гильдийӗн пайташӗ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енри Профессионал писательсен союзӗ ҫулталӑкри отчёт пухӑвне пуҫтарӑннӑ. Союзӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен общество организацийӗн председателӗ Ольга Куликова каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗрлешӗвӗн хастарӗсене Тав хучӗсемпе тата Хисеп грамотисемпе хавхалантарнӑ.
Ольга Куликова Ҫеҫпӗл Мишшин юбилейне тивӗҫлипе ирттерсе ямалла тата ҫамрӑк авторсемпе ӗҫлессине лайӑхлатмалла тесе шухӑшать.
«Тӑван Атӑл» литература журналӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе Арсений Тарасов редактор паллаштарнӑ, вӑл журналта пичетлеме кӑсӑклӑ хайлавсем ярса пама сӗнсе каланӑ. Владимир Степанов Чӑваш кӗнеке издательстви тата 2024 ҫулхи тематика планӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Вӑрнарти культура ҫуртӗнче халӑх пултарулӑхӗн конкурсӗсен «Фестивальсен фестивалӗ – 2023» республикӑри фестивальсен лауреачӗсен фестивалӗ иртнӗ.
Гала-концерта Шупашкарти «Суварята» ача-пӑча коллективӗ, «Мадригал» академи камера хорӗ, «Каприс» халӑх вокал ансамблӗ, халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗ; Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кукашни» фольклор коллективӗ, Муркаш тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Канаш районӗнчи «Янрав» инструмент ансамблӗ, Каҫал тӑрӑхӗнчи «Кубняночка» вокал ансамблӗ, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи «Ахах» вокал ушӑнӗ тата Вӑрнар тӑрӑхӗнчи «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, «Чаршав» халӑх театрӗ, «Санар» фольклор коллективӗ хутшӑннӑ.
Патӑрьел муниципалллӑ округӗнчи Аслӑ Арапуҫ шкулӗнче «Митта вулавӗсем» иртнӗ. Мероприятие ачасем ӗнер, раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пуҫтарӑннӑ.
Сӑвӑ илемлӗ вулакансен конкурсне йышлӑн хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 3-11 классенче вӗренекенсем пулнӑ. Ачасем поэт сӑввисене чӑвашла, вырӑсла хитре вуланӑ. Пуринчен маттуррисене дипломсемпе, парнесемпе хавхалантарнӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче икӗ кун хушши — раштав уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче — «Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсем-ҫӑлтӑрсем) IV фестиваль иртнӗ.
Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ, хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе пурӑнакан маттур сцена ӑстисем пуҫарӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, республикӑн Правительствипе Культура министерстви йӗркеленӗ.
Фестиваль хӑнисем хушшинче Ольга Кузьмина (скрипка), Людмила Фунтикова (виолончель), Михаил Наумов (бас) тата Виктор Иванов (виолончель) пулнӑ. Вӗсемпе пӗрле фестивалӗн пӗрремӗш каҫӗнче сцена ҫине Кирилл Бруховский-Васильев пианист тата Федор Волковпа Тимур Нардинов флейтистсем тухнӑ. Концерта Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли илемлетнӗ.
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева 85 ҫул тултарни, ҫав кун театрта артисткӑн пултарулӑх каҫӗ иртни ҫинчен эпир пӗлтернӗччӗ. Юбилей каҫӗнче Нина Григорьева «Анне» спектакльти тӗп сӑнара калӑпланӑ.
Ҫав каҫ артисткӑна саламлама пынисем хушшинче республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова та пулнӑ. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн председателӗ Сергей Павлов вара Нина Григорьева ҫав союза ертсе пынӑ ҫулсене аса илнӗ май вӑл вӑхӑтра 17 артиста хваттер илме пулӑшни ҫинчен палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» юрату хайлавӗсен сборникӗ пичетленсе тухнӑ.
Издательствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 2019 ҫулта «Кӗтмен юрату» коллективлӑ сборник пичетленсе тухнӑ-ха. Унта ҫамрӑк авторсен повеҫӗсемпе калавӗсем кӗнӗ. Кӑларӑм кӗске вӑхӑтрах саланса пӗтнӗ иккен. Ҫавна шута илсе издательство юрату хайлавӗсен тепӗр кӗнекине кӑларма йышӑннӑ.
Кӑларӑма сакӑр прозаикӑн калавӗ-повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсен шутӗнче — Владимир Степановӑн, Владислав Николаевӑн, Ольга Васильеван, Дмитрий Моисеевӑн, Ольга Австрийскаян, Константин Малышевӑн, ҫавӑн пекех Ольга Рубцовӑпа Татьяна Ишмуратован.
Кӑларӑма Ольга Федорова пухса хатӗрленӗ. Тиражӗ – 1000 экземпляр.
Ф.П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин Пысӑк концерт залӗнче «Час барокко» (чӑв. Барокко сехечӗ) симфони оркестрӗн концерчӗ иртнӗ.
Оркестрта – ҫамрӑксем. Вӗсем авалхи музыкӑна халӑх патне ҫитереҫҫӗ. Шупашкар ҫыннисем ушкӑн пултарулӑхне хаклаҫҫӗ – куракансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Концерт программине Генри Пёрселлӑн «Дидона и Эней» оперинчи сюитӑпа уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрне Алёна Елизаровӑна пӗр ача хӑйӗн «Нарспи» картинине парнеленӗ.
«Вӗсем пирки «хӑйне евӗр» ачасем теҫҫӗ. Ытти ача пекех вӗсем те ачашлӑха, юратӑва туясшӑн, хӑйсемшӗн тӑрӑшнине курасшӑн», — тесе ҫырнӑ министр Телеграмри хӑйӗн страницинче.
Министр Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пулнӑ. Ӑна унта ӑсталӑх лаҫҫине чӗннӗ. Ылтӑн алӑллӑ ачасем тем те пӗр ӑсталаҫҫӗ.
Владислав Разводов вӗтӗ шӑрҫапа чӑваш ялавне тӗрлет. Александр Митрофанов вара хӑйӗн «Нарспи» картинине министра парнеленӗ. Вӑл ӑна йывӑҫа ҫунтарса хатӗрленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн концерт залӗнче чӑваш композиторӗсен тата вӗсем илемлетнӗ халӑх юрри-ҫемми янӑрарӗ. Ӑна Раҫҫей композиорсен союзӗ йӗркеленӗ «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) камера фестивальне хутшӑнса ирттернӗ.
Асӑннӑ каҫа институтра чӑваш композиторӗсен ӳнерӗн энциклопедийӗ тесе хакланипе килӗшмелле. Концерт программинче 10 авторӑн музыки янӑрарӗ. Ҫав шутра классиксен, ҫӗнӗлле ӗҫлекенсен, хальхи вӑхӑтри авторсен хайлавӗсем пулчӗҫ. Фестиваль вӑхӑтӗнче искусствоведени кандидачӗ Любовь Бушуева Чӑваш Енӗн музыка культурипе туллин паллаштарса пычӗ.
Концертра республикӑри паллӑ солистсемпе, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсемпе пӗрлех Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе преподавателӗсен пултарулӑхӗпе паллашма май килчӗ. Хусанти Дарья Мальцева фортепиано музыкипе килентерчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |