«Халӑх тарҫисем» тупӑша пытараҫҫӗ
Пӗлтӗрхи кӗркунне иртнӗ суйлава хутшӑннӑ «халӑх тарҫисем» хӑйсен тупӑшне кӑтартасшӑн мар. Унтан та ытларах – теприсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахма та хатӗр.
Депутатсене коррупципе кӗрешекен саккунпа килӗшӳллӗн пурӑнма тивни тивӗҫтермест курӑнать. Вӗсен хӑйсен тата ҫывӑх ҫыннисен тупӑшӗ ҫинчен сведени тӑратмалла-ҫке. Ҫавна тумалли вӑхӑт тахҫанах иртсе кайнӑ, анчах документсене халӗ те тӑратман ял тӑрӑхӗсен депутачӗсем пур иккен. Ун пеккисем пурӗ 45 ҫын. Ку цифрӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Петр Куприн пӗлтернӗ. Асӑннӑ 45 депутатран 23-шӗ депутат полномочине пӑрахӑҫланӑ.
Паян 2021 ҫулхи суйлава сӑнама йӗркеленӗ штаб ларӑвӗ иртнӗ. Петр Куприн унта тухса калаҫнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗнчи коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри рескомӗн III пленумӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче реском бюровӗн ларӑвӗ иртнӗччӗ. Унта пленума хӑҫан пухӑнасси пирки калаҫнӑ.
Реском черетсӗр пленума пухӑннӑ. «Провинцивиль» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, ларӑва Валентин Шурчановӑн ывӑлӗн, Алексейӑн, ҫывӑх ҫыннисем пухӑннӑ имӗш. Алексей Шурчанова пӗрремӗш секретарь пулма суйланӑ.
Парти членӗсем пулнӑ хӑш-пӗр хастара йышран кӑларнӑ. Ҫакӑнта Александр Андреев, Евгений Воронков тата Виктор Макаров лекнӗ.
«Версия» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, пленума пухӑнасси пирки партин Тӗп комитечӗпе тата президиумӗн хӑш-пӗр членӗпе калаҫса татӑлман. Ҫитес эрнере Шупашкара партин представителӗ килсе ҫитессе, вӑл йӗрке тӑвасса шанаҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова аслашшӗн ашшӗ Василий Чапаевпа пӗрле ҫапӑҫни пирки пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл «Советская Чувашия» хаҫата панӑ интервьюра каланӑ.
Алена Аршинова каланӑ тӑрӑх, ӑна кун пирки асламӑшӗ каласа кӑтартнӑ. Аслашшӗн ашшӗ Чапаев дивизийӗнче пулнӑ, вӗсен килӗнче унпа пӗрле тунӑ сӑнӳкерчӗк те упраннӑ. Анчах ӑна архивпа пӗрле НКВД туртса илнӗ. Халӗ Аршиновсен ҫемйи ӑна шырать.
Алена Аршинова унччен асламӑшӗ хӑйне чӑваш тесе шутланине те каланӑ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене «Контактра» тата «Инстаграм» халӑх ушкӑнӗсенчи страницӑсенче хуравлӗ.
Ыйтусене республика ертӳҫи халех пухма пуҫланӑ. Вӗсене вӑл пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнӗ. Ыйтусене ӑсатнӑ чухне виҫӗ саманта асра тытмалла: хӑвӑрпа паллаштармалла, ыйтӑва уҫӑмлӑн ҫырмалла, хӑвӑрпа ҫыхӑнмалли телефон номерне кӑтартмалла.
«Ята кӑтартмасӑр ҫырнӑ ыйтусемсӗр пуҫне пурне те хуравлама тӑрӑшӑп. Тӳрӗ эфирта уҫӑмлатса ӗлкӗрейменнисене ӗҫтешӗмсем каярах тӗплӗн хуравлӗҫ», – тенӗ Элтепер.
«МК в Чебоксарах» (чӑв. МК Шупашкарта) редакцийӗ статья пичетлесе кӑларнӑ, унта массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе тивӗҫсӗр ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ. Статья авторӗ Михаил Тихонов, кӑларӑмӑн тӗп редакторӗ шутланаканскер, чиновниксем тата патшалӑх ведомствисен ӗҫченӗсем Раҫҫей Федерацийӗн «МИХ пирки» саккуна ытлашшиех пурнӑҫламанни пирки каласа парать. Ярса панӑ ыйтусен хуравӗсене кӑларӑм министерствӑн хӑш-пӗр чиновникӗсенчен кӑна мар, ШӖМпе Чӑваш Ен Прокуратуринчен те кӗтсе илеймен.
Автор ҫырнӑ тӑрӑх, редакци ҫӗкленӗ проблемӑсем тӗрлӗ структура енчен хуравсӑр юлаҫҫӗ. Анчах та саккун тӑрӑх редакци ыйтӑвӗсене ҫичӗ кун хушшинче хуравламалла. Вӑл е ку ведомство ӗлкӗреймест пулсан, ытларах вӑхӑт ыйтса редакцине виҫӗ кун хушшинче пӗлтермелле. Кун ҫинчен «МИХ ҫинчен» саккунӑн 40№ статйинче каланӑ.
Уйрӑмах Михаил Тихонов чиновниксен тӑван чӗлхе ыйтӑвӗсем ҫине хуравлас килменнине палӑртать. «Будем ли мы знать родной язык?» (чӑв. «Эпир тӑван чӗлхене пӗлӗпӗр-ши?») статья тӗлӗшпе редакцине Чӑваш Республикин культура министерствинче те, Инфорполитика министерствинче те хуравламан.
Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян пултаруллӑ ачасен «Эткер» центрӗнче ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ.
Арсен Космовский блогер Олег Алексеевича Тик-Ток валли ролик ӳкерме сӗннӗ. Малтан Олег Николаев тата унӑн пресс-секретарӗ Александр Кузин, ЧР вӗрентӳ министрӗ Алла Салаева, информполитика министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова ташӑ вӗреннӗ. Анчах кайран Олег Николаевпа Александр Кузин ҫеҫ ташланӑ.
Сӑмах май, Халӑхсен туслӑхне халалланӑ палӑка уҫнӑ чухне Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенче Николай Федоров та ташланӑччӗ.
Кӑҫалхи кӗркунне суйлав иртӗ. Ун пирки тӗрлӗ шайра халех калаҫма пуҫланӑ. Кашни суйлав участокӗнчех видеокамерӑсем пулӗҫ. Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Александр Цветков кун пирки Халӑх сӑнавӗн штабӗн пӗрремӗш ларӑвӗнче шантарнӑ.
Уйрӑмах пысӑк 349 участокра профессионал видеотытӑмсем ӗҫлӗҫ.
Суйлав епле пынине Пӗрлехи информаци центрӗнче те, суйлав участокӗсене тухса ҫӳресе те сӑнаса тӑрӗҫ.
Халӗ сӑнавҫӑ пулас ӗмӗтлисене вӗрентсе кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Халӑх сӑнавӗн штабне Александр Белов журналист ертсе пырӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Ен Правительствинче кадрпа ҫыхӑннӑ йышӑну тунӑ. Ҫав кун Андрей Германова республикӑн промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Олег Николаев алӑ пуснӑ йышӑнура министр ҫумне ҫемҫе пукансӑр мӗншӗн хӑварнине каламан.
Андрей Германов Шупашкара Тверь хулинчен куҫса килнӗ. Вӑл 56 ҫулта пулнӑ. ЧР Промышленность тата энергетика министерствинче вӑл виҫӗ уйӑх ӗҫленӗ. Министр ҫумӗ пулма ӑнапнлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче шаннӑ.
Евгений Герасимов министрӑн халӗ пӗр ҫум ҫеҫ юлнӑ. Вӑл – Сергей Лекарев.
Александр Белов журналист ЧР Элтеперӗнчен Олег Николаевран интервью илнӗ. Олег Алексеевич тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ: хысна, суйлав, санкцилемен митинг иртни пирки…
Журналист харпӑр пурнӑҫа пырса тивекен ыйтусем те панӑ. Александр Белов Элтеперӗн правительство ҫуртӗнче тӑвансем пурри-ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. «Тӑвансемпе ӗҫлеме меллӗ мар», - тенӗ Элтепер.
Олег Николаевӑн мӑшӑрӗ Наталья Николаева Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен пӗрлӗхне ертсе пырать. Унӑн Правительство ҫуртӗнче пӳлӗм пур тени чӑнах та тӗрӗс-и? Журналист ҫапла ыйтсан Олег Алексеевич хуравланӑ: «Эпӗ эсир пӗлнинчен сахалрах пӗлетӗп пулмалла. Правительство ҫуртӗнче хӑш-пӗр шайри пуҫлӑхӑн ҫеҫ пӳлӗм пур. Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, манӑн мӑшӑр ун пеккисен йышне кӗмест».
Нумаях пулмасть ЧР культура министрӗн ҫумне Елена Черновӑна ӗҫрен кӑларни пирки пӗлтернӗччеӗ. Ку должноҫе йышӑнмалли ҫын тупӑннӑ та – Шупашкарти Николаев паркӗн директорӗнче ӗҫленӗ Георгий Богуславский ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама тытӑннӑ.
Халӗ Светлана Каликова министрӑн виҫӗ ҫум: Татьяна Казакова, Надежда Павлова тата Георгий Богуславский. Надежда Павлова ҫавӑн пекех йӗркелӳ ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ те.
Каласа хӑварар: Георгий Богуславский Кисловодскра ҫуралнӑ, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗреннӗ, Мускаври М.Шолохов ячӗллӗ патшалӑх гуманитари университетне пӗтернӗ. Николаев ячӗллӗ парк директорӗнче вӑл 2007 ҫултанпа ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |