Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче пиллӗкмӗш созыври Общество палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Унта палатӑн ертӳҫисене суйланӑ. Ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов хутшӑннӑ. Вӑл Общество палатин ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ, ӑшӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ.
Общество палатин ертӳҫи пулма пӗр шухӑшлӑ пулса Ванифатий Шайкина шаннӑ. Вӑл Шупашкарти юханшыв портне чылай ҫул ертсе пырать. Унӑн ҫумӗ пулма Ирина Булыгинӑна, Владимир Тимофеева тата Марина Аниченковӑна суйланӑ.
Палата пайташӗсен йышӗ 33 ҫынран тӑрать. Вӗсем виҫӗ ҫул ӗҫлӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ ҫынна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн премьер-министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков алӑ пуснӑ. Вӑл министр ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Марина Трофимовӑна ӗҫрен хӑтарнӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, Марина Трофимова ку пукана 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче йышӑннӑ. Унччен вӑл асӑннӑ ведомствӑра инвестици пайӗнче вӑрман хуҫалӑхӗн экономикин секторӗн заведующийӗ пулнӑ.
Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнченпе республикӑн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫне Мари Элӑн тава тивӗҫлӗ вӑрман ӗҫченӗ Эмир Бедертдинов пурнӑҫлать. Унӑн халӗ икӗ ҫум: Елена Хомченко тата Сергей Чепурнов.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗнче участоксенчи суйлав комиссийӗсенче мӗн ятлӑ ҫынсем пуррине тишкерсе тухнӑ. Вӗсенче Елена ятлӑ хӗрарӑмсемпе Александр ятлӑ арҫынсем нумайрах иккен.
Участоксенчи суйлав комиссийӗсенче Елена ятлӑ хӗрарӑмсем 578 ҫын таран иккен. Анлӑ сарӑлнӑ ятсенчен иккӗмӗш вырӑнта — Татьяна ятлисем (вӗсем 532-ӗн), виҫҫӗмӗшенче — Светлана (428).
Арҫынсене илсен чи йышлисем — Александр ятлисем. Участоксенчи суйлав комиссийӗсенче ун пеккисем — 158-ӑн. Сергей ятлисем — 136-ӑн, Николайсем — 116.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев халӑх ыйтӑвне хуравлама тӳрӗ лини ирттерессине пӗлтернӗ.
Ҫынсемпе ҫавӑн пек мелпе калаҫассине пирӗн республикӑра йӑлана кӗртсе янӑ ӗнтӗ. Элтепертен министрсем те юлмаҫҫӗ. Вӗсем те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче хуравлаҫҫӗ.
Олег Николаев тӳрӗ эфира утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тухӗ. Ҫынсен ыйтӑвӗсене вӑл «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи https://vk.com/olegnikolaev21 тата Инстаграмри @oanikolaev1969 хӑйӗн страницисенче хуравлӗ.
Халӑхӑн ыйтӑвне ҫырса та, сӑн тата видео ӳкерсе илсе те ярса пама сӗннӗ.
Паянтан Чӑваш Енӗн Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗнӗ. Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма Илья Ионочкина шаннӑ. Илья Олеговича министерствӑри пысӑк пукана шанса парасси ҫинчен калакан хушӑва утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Олег Николаев Элтепер алӑ пуснӑ.
Илья Ионочкин камне пӗлес тесе тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ уҫӑ ҫӑлкуҫра хыпар шырарӑмӑр. Эпир асӑрханӑ ҫавӑн пек ятлӑ ҫын «Раҫҫей ертӳҫисем 2020» пӗтӗм Раҫсейри конкурсра ҫӗнтернине пӗлтӗмӗр. Вӑл «Россети Северный Кавказ» ятлӑ организацире ятарлӑ проектсен дирекцийӗн директорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Анчах вӑл министр ҫумӗ тесе ҫирӗплетсе калаймӑпӑр.
Ҫӗмӗрлепе Красноармейски районӗсенче депутатсен пухӑвӗсене вӑхӑт ҫитичченех салатса ярӗҫ. Ҫакӑ ҫав районсенче муниципалитет округӗсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ.
Кӗркунне парламент суйлавне ирттернӗ хыҫҫӑн ҫӗмӗрлесемпе красноармейскисем район тата ял тӑрӑхсен шайӗсенчи депутатсен пухӑвӗсене салатса ярӗҫ. Кун пирки «REGNUM» информаци агентстви Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗн ертӳҫи Александр Цветков пӗлтернине кура хыпарланӑ.
«Парламент суйлавӗ хыҫҫӑн Ҫӗмӗрлепе Красноармейски районӗсенче муниципалитет округӗн депутачӗсем ҫеҫ юлӗҫ. Красноармейски районӗнче 15 депутат пулӗ, Ҫӗмӗрле районӗнче — 17», – пӑнлантарса панӑ Александр Цветков.
Чӑваш Енри чи пысӑк хуласенчен пӗри, Ҫӗнӗ Шупашкар (Шупашкар хыҫҫӑн калӑпӑшӗпе вӑл иккӗмӗш) каллех ертӳҫӗсӗр тӑрса юлнине «Regnum» информаци агентстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Алексей Ермолаев хулан сити-менеджерӗн Павел Семёновӑн полномочийӗ вӑхӑт ҫитичченех вӗҫленни ҫинчен калакан хушӑва ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ӗҫрен кайма ыйтса Павел Семёнов ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех заявлени ҫырнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл икӗ эрнелӗх отпуска кайнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама сити-менеджерӑн ҫумне Дмитрий Пулатова шаннӑ.
Канашра 1976 ҫулта ҫуралнӑ Павел Семёнов Ҫӗнӗ Шупашкарӑн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче 7 уйӑхран та сахалрах ӗҫленӗ. Вӑл должноҫе ӑна пӗлтӗрхи раштавӑн 2-мӗшӗнче шанса панӑччӗ.
2000 ҫултанпа сити-менеджер должноҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑхӑр ҫын йышӑнса пӑхма ӗлкӗрнӗ.
Паян Раҫҫей Президенчӗ йӑлана кӗнӗ тӳрӗ лини ирттерчӗ. Ӑна харӑсах темиҫе МИХ эфирӗнче курма тата итлеме май килчӗ. Владимир Путин хуравланине «Пӗрремӗш», «Раҫҫей 1», «Раҫҫей 24», НТВ, ОТР, «Мир» телеканалсем, «Маяк», «Вести FM» тата «Раҫҫей радиовӗ» радиостанцисем тӳрӗ эфира кӑларчӗҫ.
4 сехете яхӑн тӑсӑлнӑ тӳрӗ линие кӗске ыйтусемпе хуравсем вӗҫлерӗҫ.
«Владимир Владимирович, телейлӗ пулма мӗн кирлӗ?», — тесе ыйтрӗ, сӑмахран, телеертӳҫӗсенчен пӗри, Екатерина Березовская. «Хӑв кирлине туйни тата хӑвна ӗҫе кӗртме пултарни», — терӗ ҫӗршыв ертӳҫи.
Наиля Аскер-заде телеертӳҫӗ вара Президент отставкӑна кайсан ӑҫта ӗҫлессипе кӑсӑкланчӗ. «Отставка хыҫҫӑн мӗн тума ӗҫлемелле? Кӑмака ҫинче ларӑп», — пулчӗ Путинӑн хуравӗ.
«Диетӑна эсир епле йышӑнатӑр?» — пӗлесшӗн пулчӗ Екатерина Березовская. Владимир Путин пурне те виҫеллӗ ҫимелле тесе шухӑшланине пӗлтерчӗ.
Ыран РФ президенчӗ Владимир Путин ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Тӳрӗ лини кӑнтӑрла 12 сехетре пулӗ.
Ӑна Пӗрремӗш каналпа, «Россия 1», «Россия 24», НТВ, ОРТ, «Мир» каналсемпе курма май пулӗ. Ҫавӑн пекех радиопа итлеме пулать.
Паянхи ир валли президент патне 660 пин ытла ыйту ҫитнӗ. Чи хастаррисем – Краснодар, Новосибирск, Дагестан ҫыннисем.
Сӑмах май, пӗлтӗр пандемие пула тӳрӗ эфир иртмен. Кӑҫал вӑл 18-мӗш хут пулӗ. Ыйтусене тӳрӗ лини вӗҫленичченех йышӑнӗҫ.
Паян Чӑваш Енӗн Гостехнадзорӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Евгений Еландаева ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Гостехнадзор ертӳҫин пӗр ҫум ҫеҫ пулнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, должноҫе кам йышӑнасси хальлӗхе паллӑ мар.
Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнчен ведомствӑна каллех Владимир Димитриев ертсе пырать. Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ тата ӗҫленӗ ҫав ҫын 2016 ҫулта Гостехнадзор пуҫлӑхӗнче 13,5 ҫул тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн Шупашкар район администрацийӗнче тимлеме тытӑннӑччӗ. Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унӑн полномочийӗ вӗҫленчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |