Раҫҫейри хальхи президент тепӗр икӗ суйлава хутшӑнаять. Паян Патшалӑх Думи ҫакна тума ирӗк паракан саккуна йышӑннӑ. Кун пирки «Российская газета» пӗлтерет.
Сӑмах – ҫӗршывӑн тӗп саккунӗ пирки. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, срок чиккисем хальхи Раҫҫей президентне те пырса тивеҫҫӗ, унччен вӑл ку должноҫре мӗн чухлӗ ӗҫленине шута илмеҫҫӗ. Саккунра вара пӗр ҫын икӗ срок президента ларма пултарнине каланӑ. Эппин, хальхи президентӑн тепӗр икӗ суйлава хутшӑнма ирӗк пур.
Саккунра кандидатсем патне условисем пур: Раҫҫей гражданинӗ пулмалла, 35 ҫултан кӗҫӗнрех мар, Раҫҫейре 25 ҫултан кая мар пурӑнмалла, унӑн унччен тата халӗ ют ҫӗршыв гражданстви пулмалла мар.
Чӑваш Енре пурӑнакансем республикӑн муниципалитечӗсене икшер пуҫлӑх ертсе пынине хирӗҫ. Аса илтерер: маларах район-хулара халӑх итлевӗсем йӗркелерӗҫ. Унта «Чӑваш Республикинчи муниципалитетсен тӳрӗ суйлавӗ: «килӗшетӗп» тата «хирӗҫ» ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Ӗнер республикӑн Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ канаш председателӗ Наталия Партасова сӑмах илнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансен пысӑк пайӗ муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене халӑхпа суйламалла тата районсемпе хула администрацийӗсенче пӗр пуҫлӑх та ҫитет тесе шухӑшлать. Халӗ администраци пуҫлӑхӗ (ӑна сити-менеджер теҫҫӗ) тата район-хула пуҫлӑхӗ (вӑл Депутатсен пухӑвӗн пуҫлӑхӗ тата район е хулан пуҫлӑхӗ шутланать) пур.
Ыйтӑва республикӑн Патшалӑх Канашӗнче ҫу уйӑхӗнче сӳтсе явӗҫ.
Кӑсалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Правительствинче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вице-премьер тивӗҫне пурнӑҫлама 46 ҫулти Павел Данилова шаннӑччӗ. Вӑл Строймин, Транспорт министерствин тата Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ӗҫне йӗркелесе пырасси пирки хыпарланӑччӗ. Паян тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Данилова строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама шаннӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ те пулӗ.
Аса илтерер: ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Александр Героев ӗҫрен хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫрен пӑрахнӑ.
Павел Данилов юлашки ҫулсенче «Раҫҫей Стройминӗн проект дирекцийӗ» автономи учрежденине ертсе пынӑ. Мускавран килнӗ пулин те Чӑваш Еншӗн ют мар. Вӑл кунта ҫуралнӑ, 2000-мӗш ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Анатолий Емельяновӑн финанспа экономика енӗпе ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Ен строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне Александр Героева ӗҫрен кӑларнӑ.
Республика Элтеперӗн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, министр пулнӑ Александр Валерьевич ӗҫрен кайма хӑй кӑмӑл тунӑ. Ҫавна май ӑна РФ Ӗҫ кодексӗн 77-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫрен хӑтарнӑ.
Александр Героев 1977 ҫулхи ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Строительство отраслӗнче 18 ҫул ытла ӗҫленӗ. Пӗлӗве вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ. Министр тивӗҫне пурнӑҫлама ӑна пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче шаннӑ, ҫав ҫулхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче министр тилхепине тыттарнӑ.
Пушӑн 18-мӗшӗнче ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмне документсем тӑратнӑ, партин малтанхи сасӑлавӗн пӗрремӗш кандидачӗ пулса тӑнӑ.
Праймериз регистрацийӗ пушӑн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ, акан 29-мӗшӗччен иртӗ. Кун хыҫҫӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен ЧР Патшалӑх Канашӗн тата РФ Патшалӑх Думин суйлавне кам каяссине палӑртӗ.
Сергей Артамонов РФ Патшалӑх Думине каясшӑн. Хальлӗхе унта Чӑваш Енрен пилӗк ҫын: Алена Аршинова, Николай Малов, Леонид Черкесов /вӗсем «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен»/, Анатолий Аксаков тата Игорь Моляков /«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен/. Унччен Валентин Шурчанов пулнӑ. Анчах вӑл пурнӑҫран уйрӑлнӑ, мандат Мӑкшӑри Дмитрий Кузякина куҫнӑ.
Чӑваш Ен Правительство ҫуртӗнче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче промышленность тата энергетика министрӗн ҫумӗ пулма ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Промышленноҫпа энергетика министрӗн ҫумӗ пулма Александр Кондратьева шаннӑ.
Асӑннӑ пукан кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пушаннӑ. Министр ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Андрей Германов ун чухне ӗҫрен пӑрахнӑ.
Халӗ Евгений Герасимов министрӑн каллех икӗ ҫум: Сергей Лекарев тата паян ҫирӗплетнӗ Александр Кондратьев.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулма Алексей Григорьева шаннӑччӗ.
ПУШ | 16 |
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян хӑйӗн пӗр ҫумӗсӗр юлнӑ. Ку хыпара «Ҫыхӑнура» форума пӗлтернӗ.
Владимир Яковлев экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Ку должноҫре вӑл икӗ ҫула яхӑн тимленӗ.
Сити-менеджер Владимир Яковлева пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ, анчах ӑҫта каяссине пӗлтермен.
Хула администрацине куҫиччен Владимир Яковлев банк тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Вӑл «Связь-Банк» кредит учрежденийӗн республикӑри уйрӑмне ертсе пынӑ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин депутачӗсен хӑйне евӗр рейтингне йӗркеленӗ. «Халӑх тарҫисен» уссине РФ Патшалӑх Думин тӗслӗхне шута илсе палӑртнӑ.
Танлаштарӑмра ҫӳлти йӗркене Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн тӗп врачӗ Николай Николаев, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров, «Дент-а-мед» стоматологи клиникин тӗп врачӗ Юрий Зорин лекнӗ.
Аутсайдерсен йышӗнче – «Акконд» хапрӑк директорӗ Валерий Иванов, «Реал-Б» обществӑн гендиректорӗн ҫумӗ Елена Васильева, Улатӑрти профсоюз ӗҫченӗ Николай Ефремов, Роман Каляев тата Леонид Лукин усламҫӑсем, газ компанийӗсен ертӳҫи Кияметдин Мифтахутдинов, «Элара» гендиректорӗ Андрей Углов, «Чӑвашхлебопродукт» пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Яковлев.
Вӑтаммисен йышӗнче – Елена Николаева олимп чемпионки, «Авангард» ООО гендиректорӗ Николай Курчаткин, ЧР Патшалӑх Канашӗн соцполитика комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов, Альбина Егорова спикер.
Игорь Моляковӑн сайт та пур
Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Игорь Моляков чирлесен те ӗҫлет. Кун пирки пурне те пӗлсе-курса тӑракан «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ӗнер пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫул парламентаришӗн ӑнӑҫлах килсе тухман. Ӑна чир хыҫҫӑн чир ҫакланнӑ. Халӗ вӑл Республикӑн клиника пульницинчи неврологи уйрӑмӗнче сипленет, депутат микроинсульт тӳссе ирттернӗ.
Пульницӑра пулин те «халӑх тарҫи» федерацин ведомствисене суйлавҫӑсене пӑшӑрхантаракан тӗрлӗ ыйтупа ҫырусем ӑсатать.
Игорь Моляковӑн сайт та пур. Унта вӑл хӑйӗн сӑввисен «Книга расставания» пуххине вырнаҫтарнӑ. Кӗнекепе www.игорьмоляков.рф каҫӑпа паллашма пулать.
Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев халӑх тетелӗсенче тӳре лини ирттернӗ, ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Тӗрлӗ ыйтӑва хуравланӑ вӑл. Тӗслӗхрен, ҫынсем Муркашра тротуарсене тасатманни пирки ыйтнӑ. Олег Николаев хӑй юр хырма юратни пирки каланӑ, Муркашри тӳре-шараран ку лару-тӑру пирки кӑсӑкланма шантарнӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗрпе тивӗҫтересси пирки те калаҫнӑ. Малашне ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне пӗр хутчен тӳлев парасси пирки шутлаҫҫӗ, ку проекта пӑхса тухаҫҫӗ.
Пӗр амӑшӗ пӗчӗк ачасене сӗт юр-варне тӳлевсӗр парассипе кӑсӑкланнӑ. Олег Алексеевич хӑй те нумай ачаллӑ ашшӗ пулнине, хӑй вӑхӑтӗнче юр-вара тӳлевсӗр панине астунине каланӑ. Кун пирки тӳре-шара шухӑшласа пӑхӗ.
Олег Николаев халӑх ыйтӑвӗсене 1 сехет ҫурӑ ытла хуравланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |