Раҫҫей интернет-кӑларӑмӗ Newsru.com «ҫӗршыври политика лару-тӑрӑвӗнчен» йӗркеленнӗ «экономика сӑлтавӗсене» пула хупӑнни ҫинчен пӗлтернӗ. Сайт 21 ҫул ӗҫлерӗ. Юлашки уйӑхра сайта 3 млн ҫын кӗнӗ.
«Эпир экономика сӑлтавӗсене пула ӗҫлеме пӑрахатпӑр, анчах вӗсем шӑпах пирӗн патшалӑхри политика лару-тӑрӑвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. 2014 ҫул хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: улшӑнусем географипе тулаш политикӑна кӑна мар, шалти экономикӑна та тӗпрен пырса тивеҫҫӗ. Эпир тивӗҫтерекен кулленхи картина патшалӑх ресурсӗ ҫинче ӗҫлекенсен ӳкерчӗкӗнчен ҫав тери вӑйлӑ уйрӑлса тӑма пуҫларӗ, ҫавна пулах 2014 ҫул хыҫҫӑнхи пулӑмсем хыҫҫӑн рекламӑпа тивӗҫтерекен пысӑк компанисем пирӗнпе ӗҫлеме пӑрахрӗҫ, ыттисем вара кӑҫал уйрӑмах шикленме пуҫларӗҫ», — тенӗ сайтри пӗлтерӳре.
Кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх, «тӑтӑшах мӗн те пулин чаракан саккунсем йышӑнни ҫинчен ҫырма тиврӗ, вӗсем вара кирек хӑш кун та пире хамӑрах пырса тивме пултараҫҫӗ». «Ытларах та ытларах хисеплӗ ҫынсемпе тӗрӗс информаци ҫӑлкуҫӗсене ют ҫӗршыв агенчӗ е экстремист тесе палӑрма тиврӗ. Экономикӑра тата право анлӑшӗнче йӗркеленнӗ лару-тӑру Newsru.com кӑларӑмӑн пахалӑхлӑ ӗҫне туса пыма май ҫук пуса тӑчӗ… Паянхи кун ку пирӗншӗн юлашки хыпар.
Либерал-демократсен партийӗн ертӳҫи Владимир Жириновский Раҫҫей регионӗсене пӗрлештерсе пысӑклатасшӑнни пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки вӑл «Комсомольская правда» МИХ журналистне каланӑ. Пӗрлештересси пирки сӑмах хускатнӑ май Жириновский Чӑваш Ене, Бурят Республикине, Удмурт Республикине, Тутарстана тата ытти наци республикине пӗтересшӗн.
Мускаври Владимир Болгарский чӑваш хастарӗ Раҫҫейри политик шухӑшне хирӗҫлесе хурав шӑрҫаланӑ. Кун пирки вӑл Фейсбукра хыпарланӑ. Хурава Болгарский Виталий Станьял ертсе пыракан Чӑваш шурсухалӗсен канашӗнче ҫирӗплетесшӗн.
Шупашкар хула администрацийӗнче паянтанпа ҫӗнӗ ӗҫ ӗҫе кӳлӗннӗ. Ахаль-махаль вырӑн та йышӑнман вӑл. Хула администрацийӗн сити-менеджерӗн экономика аталанӑвӗпе финанс енӗпе ҫумӗ пулса тӑрӑшӗ. Хула администрацийӗнчи яваплӑ тилхепене Люция Рафаэльевна Сафинӑна тыттарнӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, Люция Рафаэльевна 20 ҫул ытла аудит, бухгалтер тата налук учёчӗ, бизнес аталанӑвӗ енӗпе тӑрӑшнӑ. Сафина финанспа хуҫалӑх ӗҫ-хӗлне тишкерес енӗпе пысӑк бизнес-проектсене ертсе пынӑ. 2017 ҫултанпа — муниципалитетӑн суйлав комиссийӗн председателӗ.
«Чӑваш Республикин аталану корпорацийӗ» ПАОн директорсен канашӗн председателӗ пулма Надежда Столяровӑна ҫирӗплетнӗ. Кун пек йышӑнӑва ӗнер, ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, тунӑ. Кун пирки компани хыпарланӑ.
Надежда Столярова – республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
Ӗнерхи ларура предприятин директорсен канашӗ темиҫе ыйтӑва тишкернӗ. Ҫав шутра – директорсен канашӗн председательне суйлассине те. Акционерсен ҫулталӑкри пухӑвӗ ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртӗ. Иртнӗ ҫула компани тӑкакпа вӗҫленӗрен дивиденд тӳлес мар тесе йышӑннӑ. Пӗлтӗр корпораци 2,836 млн тенкӗ тӑкак курнӑ.
Чӑваш Ен Наци ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Эмир Бедертдинова шаннӑ.
Асӑннӑ ҫын Патӑрьел районӗнчи Тутар Тимеш ялӗнче ҫуралнӑ.
Эмир Бедертдинова министр тивӗҫне пурнӑҫлама шанни ҫинчен калакан 65-мӗш номерлӗ хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Эмир Бедертдинов Мари политехника институтӗнче вӗреннӗ. Унӑн ӑсчах степенӗ пур. Вӑл — техника наукисен кандидачӗ. 2016 ҫулччен Мари Элта тӗрлӗ должноҫре ӗҫленӗ. Ҫав ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи ҫурла уйӑхӗччен Тутарстанри вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ. Кайран Мари Элта Вӑрманпа усӑ куракансен союзӗн директорӗнче ӗҫленӗ.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ пулнӑ Александр Воробьев должноҫре ҫулталӑк ытларах ҫеҫ тӑрӑшнӑ. Ака уйӑхӗнче вӑл ӗҫрен кайма заявлени ҫырнӑ.
Влаҫ органӗсен порталӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев иртнӗ ҫул мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине пичетленӗ.
Декларацире кӑтартнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта вӑл 4 418 271,33 тенкӗ тупӑш тунӑ. Ку – тӗп ӗҫ вырӑнӗнчен. Шутласан, вӑл Элтепер тата ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ пек уйӑхне 400 пин тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ.
Сӑмах май, депутатра ӗҫленӗ чухне вӑл декларацие тупӑш нумайрах кӑтарнӑ: 5,4 миллион тенкӗ. Ҫапах, пӗтӗмӗшле илсен, Элтепер халӗ те унран сахалрах ӗҫлесе илмен. Хушма тупӑшӗ – 1 128 523,90 тенкӗ.
Пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче Хӗрарӑмсен канашне ертсе пыма тытӑннӑ Наталья Николаева, унӑн мӑшӑрӗ, 216 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Эппин, унӑн шалӑвӗ 36 пинпе танлашнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн хушма тупӑш пулнӑ: 335 пин тенкӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑ чухне ЧР Элтеперӗ Олег Николаев нарӑс уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран прививка тӑвасси пирки каланӑччӗ. Анчах вӑл ҫакна ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫеҫ тунӑ.
Паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра Олег Николаев вакцинӑн иккӗмӗш компоненчӗпе прививка тутарнине пӗлтернӗ.
Элтепер каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗрремӗш хутӗнче те, халӗ те хӑйне лайӑхах туйнӑ. «Иртнӗ канмалли кунсенче вакцинӑн иккӗмӗш компонентне тутартӑм, хама лайӑхах туятӑп, пӗрремӗш компонентне тутарнӑ чухне те ҫаплахчӗ. Ҫавӑнпа пурне те ҫапла тума сӗнетӗп», - тенӗ Олег Алексеевич.
Чӑваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумне Николай Иванова ӗҫрен кӑларнӑ. Николай Димитриевича асӑннӑ ведомствӑри ҫемҫе пукансӑр хӑварассипе ҫыхӑннӑ йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ. Кӗске документра Николай Иванова ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине ӑнлантарса тӑман. Вӑл ӑҫта каясси те паллӑ мар.
Красноармейски районӗ муниципалитет округӗ пулӗ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗмӗрле районӗ те ҫавнашкалах статуса йышӑнӗ.
Ҫак икӗ района сӑнав проектне кӗртнӗ. Малашне ыттисенче те ҫавнашкал округ туса хурасшӑн. Ҫапла йышӑннӑ ЧР Патшалӑх Канашӗ ларура.
Ҫӗмӗрле районне 11 ял тӑрӑхӗ кӗрет. Вӗсене юридици сӑпачӗ пек пӗтерӗҫ те полномочисем район ҫине тиенӗҫ. Ҫавӑн пекех ял тӑрӑхӗсенчи депутатсем пулмӗҫ, районтисем ҫеҫ юлӗҫ.
Сӑмах май, Красноармейски районӗ муниципалитет округӗ тӑвас ыйтупа хӑй тухнӑ.
Либерал-демократсен партийӗн ертӳҫи Владимир Жириновский Раҫҫей регионӗсене пӗрлештерсе пысӑклатасшӑн. Кун пирки вӑл «Комсомольская правда» МИХ журналистне каланӑ. Пӗрлештересси пирки сӑмах хускатнӑ май Жириновский Чӑваш Ене, Бурят Республикине, Удмурт Республикине, Тутарстана тата ытти наци республикине пӗтересшӗн.
Ҫӗршывӑн вице-премьерӗ Марата Хуснуллин маларах ҫӗршыври хӑш-пӗр региона (сӑмахран, Еврей автономи облаҫне тата Хабаровск крайне, Курган тата Тӗмен облаҫӗсене) пӗрлештермелле, ҫакӑ пӗчӗк регионсенчи чылай экономика ыйтӑвне татса пама май парӗ тенӗ.
Жириновский каланӑ тӑрӑх, вӗсен партийӗ регионсене пысӑклатма 25 ҫул ӗнтӗ сӗнет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |