Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: палӑксем

Шупашкар хула кунӗ ҫитесси нумай та юлмарӗ ӗнтӗ — эрне ытларах кӑна. Ҫавна пулах ӗнтӗ уява халь хӗрсе кайсах хатӗрленеҫҫӗ.

Шупашкар хули кӑвакалсен кӳлеписемпе тулса ларӗ иккен. Стеклопластикран ӑсталанӑскерсем пысӑках мар, 140х140 см кӑна. Йывӑрӑшӗпе те сахал — 20 кило ҫех. Ҫавах та ҫирӗп тӑтӑр тесе ӑна тимӗр постамент ҫине вырнаҫтарӗҫ.

Уява хатӗрлекен комитета ку шухӑшпа пӗри пынӑ иккен, тӳре-шара вара унпа килӗшнӗ. Ара, кӑвакалсем хула гербӗнче те пур-ҫке. Ҫапла май малтан йывӑҫран кӳлепине касса ӑсталанӑ, кайран вара ун ӗлкипе усӑ курса ҫак кӑвакалсене хатӗрленӗ.

Ҫак кунсенче стекластикран ӑсталанӑ пӗр кӑвакала хулана илсе ҫитернӗ иккен — вырӑна вырнаҫтарсан вӑл епле курӑннине тӗрӗсленӗ пулать. Хула кунӗччен вара 10 кӑвакал ҫитмелле. Халӑх кӑмӑлне ҫӗклемешкӗн вӗсене уявӑн ҫутӑ тӗсӗсемпе сӑрласа лартӗҫ.

 

Муркаш районӗнчи Ильинкӑри авалхи юмана «Чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗ» статус панӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, унӑн ӗмӗрӗ 362 ҫулпа танлашать. Вулли 182 сантиметр, ҫавӑрса тытса илес тесен темиҫен алла аллӑн тытӑнса тӑрса тухмалла: сарлакӑш — 570 сантиметр. Юмана виҫӗ хутчен те аслати ҫапнӑ иккен. Унччен йывӑҫ тӑршшӗ 26 метр ҫӳллӗш пулнӑ, халӗ 24 метр тӑрса юлнӑ. Ҫамрӑк мар пулин те юман халӗ те йӗкел тӑвать.

Ятарлӑ статус панипе ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Унта Федераци Канашӗн ҫутҫанталӑк пуянлӑхне упраса хӑварассипе ӗҫлекен канашӗн ӗҫ тӑвакан дирекцийӗн ертӳҫи Владимир Зотов тата асӑннӑ органӑн пайташӗ Сергей Пальчиков, Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Вӑрман департаменчӗн ертӳҫи Александр Орнатский тата ыттисем хутшӑннӑ.

Сӑнсем (25)

 

Моряксене асӑнса Комсомольскинче палӑк уҫни пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, ун пекки Патӑрьелте те пур. Халӗ, ав, Шупашкар хулинче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Моряк пулнисем Шупашкар хулинче, Патӑрьел, Сӗнтӗрвӑрри тата Пӑрачкав районӗсенче уйрӑмах йышлӑ-мӗн.

Палӑка «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче вырнаҫтарӗҫ. Никӗсе Ҫарпа Тинӗс флочӗн кунӗнче янӑ. Ку мероприятие флот ветеранӗсемсӗр пуҫне тӳре-шара та хутшӑннӑ. Пӗрремӗш чула хума ӗнерхи моряксене тата кадет шкулӗн вӗренекенӗсене шаннӑ. Палӑка ҫитес ҫул уҫма палӑртаҫҫӗ.

 

Ҫак уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Историе илсен, ҫар флотне 1696 ҫултах йӗркелеме йышӑннӑ. Ун пирки пӗрремӗш Петӗр патша ятарлӑ Хушӑвах кӑларнӑ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Ҫарпа тинӗс флочӗ аталаннӑ, ку енӗпе службӑра тӑракансене халалласа уяв кунӗ те туса хунӑ.

Комсомольски салинче вара моряксене асӑнса палӑках уҫма шут тытнӑ. Ӑна Ҫарпа тинӗс кунӗ умӗн, шӑматкун, ирхи 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

 

Тем тесен те паян эпир тутӑллӑ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр. Тӳпере ҫут хӗвел хӗртет, чунра лӑпкӑлӑх. Паянхи пурнӑҫпа туллин килленсе пурӑнма вара пире вӑрҫӑра мирлӗ пурнӑҫшӑн ҫапӑҫнӑ салтаксем панӑ. Ҫавӑнпа та тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫӑсенче пуҫ хунӑ салтаксен паттӑрлӑхне пирӗн нихӑҫан та манмалла мар.

Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Чечен республикинчи хӗрӳ харкашура пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мрамор плити вырӑнӗнче ҫӗнӗ мемориаллӑ комплекс хута яма планлани ҫинчен эпир маларах хыпарланӑччӗ. Утӑн 15-мӗшӗнче вара хула мэрин ӗҫ пухӑвӗнче ҫӗнӗ палӑкӑн эскизне ҫирӗплетнӗ. Эскиз проекчӗсене пӑхса тухнӑ чухне пуҫ хунӑ салтаксен амӑшӗсен шухӑшӗсене те шута хунӑ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсенчен вара ытларах «Ҫурҫӗр Кавказ лаптӑкӗнче ҫапӑҫнӑ вӑрҫӑ ветерансен союзӗ» обществӑлла организаци сӗннӗ эскиз кӑмала кайнӑ.

Шупашкар хула администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх суйланӑ эскиз ҫитменлӗхӗсене архитектура тата хула тӑвӑмӗн управленийӗ юсама шантарнӑ.

Ҫурла уйӑхӗ тӗлнелле ку ӗҫ-пуҫпа кирлӗ документсене пуҫтарма планланӑ.

Малалла...

 

Тепӗр виҫӗ уйӑх ытларахран Шупашкарта паллӑ ӑсчаха, этнопедагогика шкулне йӗркелесе янӑ Геннадий Волкова халалласа палӑк уҫмалла. Ҫапла пӗтӗмлетме пулать Шупашкар депутачӗсен пухӑвӗн официаллӑ сайчӗ пӗлтернине тӗпе хурсан.

Геннадий Волков кӗнекине алла пӗр илсен вӗҫертес килмест. Унӑн ӗҫне пӗрремӗш хут тытсан: «Пӗр-пӗр ӗҫе хӑнӑхтарса е йӗркене ӑша хывтарса кукамай ытарлӑн каланӑ сӑмахсем вӗт кунта», — тесе антӑхса каяссӑн вулани халӗ те асрах. Ара, ырӑпа усала уйӑрма шур сухалсем сӗтеле чыша-чыша, пыр шӑтӑкӗ ҫурӑлса каясла кӑшкӑрса вӗрентмен-ҫке. Вӗсен ӑслайӗнче халӑхӑн ламран лама куҫса пыракан вышкайсӑр ӑс-тӑнӗ палӑрнӑ.

Геннадий Волков академик Германири вӗренӳ заведенийӗсемпе те тачӑ ҫыхӑну йӗркелесе янӑ. Вӑл ертсе пынипе Цюрихри, Берлинти, Регенсбургри, Эрфуртри, Йенӑри, Софийӑри, Бишкекри университетсенче пирӗн халӑхӑмӑрӑн этнопедагогики пирки лекцисем вуланӑ.

Палӑк республикӑн тӗп хулинчи Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ Геннадий Волков академикӑн скверӗнче пулмалла.

Малалла...

 

Улатӑрти стеллӑн сӑнӗ
Улатӑрти стеллӑн сӑнӗ

«Алатырь» ятлӑ суту-илӳпе ҫыханман православилле ыркӑмӑллӑх фончӗ пуҫарӑвӗпе Улатӑр хулине кӗнӗ вырӑнта ҫӗнӗ стеллӑна хута янӑ. Проектне хула администрацийӗн хула тӑвӑмӗ тата ҫутҫанталӑкпа усӑ курасси пайӗнче тунӑ пулнӑ. Ҫӗнӗ стелла ӗлӗкхи карман евӗр пулӗ. Ку Улатӑрӑн историлле вырӑнне кӑтартса парӗ.

Паянхи куна ҫак ӗҫре никӗсне хывнӑ, карманӑн хӳмисемпе турулӑн кладкине тунӑ, хайлавлӑ мар чулпа хӳмесене витсе тухнӑ, тӑррине вырнаҫтарнӑ, унсӑр пуҫне тата электромонтаж ӗҫӗсене тунӑ.

Ҫитес кунсенче ҫӗнӗ стелла таврашӗнчи лаптӑка илемлетӗҫ, урапасене лартса хӑвармалли ятарлӑ вырӑна хута ярӗҫ.

Ҫӗнӗ стеллӑпа киленме Улатӑр ҫыннисемпе хӑнисем хула 461-мӗш ҫулхи ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ чухне пултараҫҫӗ. Ӗҫсене ҫав кунччен — ҫурлан 3-мӗшччен — вӗҫлеме планланӑ.

 

Аркадий Айдак
Аркадий Айдак

Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» хуҫалӑх хӑй вӑхӑтӗнче питӗ кӗрлесе тӑнӑ. Тӳррипе, хуҫалӑх Аркадий Айдак ячӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ — тилхепене вӑл 45 ҫул тытса пынӑ.

Ыран Аркадий Айдак ячӗпе асӑну мероприятийӗ иртмелле. Сӑмах май, пӗлтӗр ӑна, хӑй ҫаралнӑ кун — ҫӗртмен 7-мӗшӗнче — «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» ятпа чысланӑччӗ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхе уйрӑлчӗ. Унӑн мухтавлӑ ӗҫӗсене сума суса «Экомарафон-2013» ирттермелле. Унта хутшӑнакансем чӑваш хресченӗн ҫуртне (ҫапла, ун пек музей та пур Етӗрне тӑрӑхӗнче) кӗрсе тухӗҫ. Вырӑнти вулавӑшра вара «Айдак вулавӗсем» иртӗҫ. Хальхи вӑхӑтра вара районти ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗнче Айдака асӑннӑ фотоӗҫсен куравӗ ӗҫлет-мӗн.

Сумлӑ ертӳҫӗ пулнӑ ҫынна халалласа стелла уҫма палӑртнӑ. Ыран унӑн никӗсне ярӗҫ.

 

Шупашкарти Ҫӗнтерӳ паркӗнче ҫӗнӗ палӑк уҫма шухӑшлани пирки эпир пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ. Вӑл Чечен вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартни вырӑнне йышӑнӗ. Ҫӗнӗрен ҫӗклеме шухӑшланӑ скульптура тӗрлӗ ҫапӑҫура, ҫав шутра Чечен Республикинче те, пуҫ хунисене сума сӑвакан палӑк пулӗ.

Проектсене йышӑнасси пирки хула администрацийӗ нарӑс уйӑхӗнчех пӗлтернӗ. Конкурса тӑратнӑ 11 ӗҫрен унӑн условине пур енлӗн тивӗҫтерекенни икӗ проект кӑна пулнине кура конкурса халӗ тата тепӗр икӗ эрнене тӑсма шут тытнӑ. Кун пирки хула администрацийӗнче палӑк тӑвас ыйтупа иртнӗ ларура каланӑ. Унта хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов, ӳнерҫӗсемпе архитекторсем, тӗрлӗ вӑрҫӑра ывӑлӗсене ҫухатнӑ амӑшӗсем, ветерансен организацийӗсен элчисем хутшӑннӑ.

 

Палӑк умӗнче
Палӑк умӗнче

1960 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкара никӗсленӗ. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ ялта пурӑнакан ҫынсене хулана куҫарнӑ. Ҫӗнӗ масартан инҫех мар Туҫи ял вырнаҫнӑ пулнӑ. Тахҫанхи ял вырӑнӗнче вара паянхи кун пӑрахӑҫланӑ палӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Туҫире ӳснӗ виҫӗ юлташ асӑннӑ палӑка юсама шут тытнӑ. Пур вӑя пухса монумента кӗске вӑхӑт хушшинче илем кӳнӗ, палӑк ҫинче Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксен ячӗсене те палӑртнӑ пулнӑ.

Ҫӑвӗн 28-мӗшӗнче вара палӑк умне вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнма Туҫире ҫуралса ӳснисем пуҫтарӑннӑ. Юсанӑ монумента асӑннӑ кунра Георий атте те ятарласа сӑваплама килнӗ.

Монумент умне ҫынсем ҫителӗкле пухӑннӑ. Тахҫан пӗр ялта кӳршӗлле пурӑннӑскерсемшӗн пӗр-пӗрне курни кӑмӑлӗсене самай ҫӗкленӗ. Вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑннӑ вӑхӑтра ҫӗнӗ шухӑш та ҫуралнӑ — хӑйсен ачалӑхӗ иртнӗ ял шӑпи ҫинчен, унтан тухнӑ пултаруллӑ ҫыннисем пирки ятарлӑ кӗнеке ҫырса кӑларма палӑртнӑ. Ку кӗнеке вара хӑйне майлӑ асаилӳ кӗнеки пулӗ, ҫитӗнекен ачасемшӗн те вӗсен ӑрӑвӗ ӑҫтан тухнине, вӗсен пурнӑҫе епле пулнине пӗлме пулӑшӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63000.html
 

Страницӑсем: 1 ... 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, [34], 35, 36
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй