Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: палӑксем

Паян вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑн авторӗ ҫуралнӑранпа 123 ҫул ҫитрӗ. Республикӑн культура ӗҫченӗсем тата тулай чӑвашсем ҫак куна асра тытса Константин Иванов палӑкӗ умне чечек хунӑ.

Халӑх умӗнче республикӑн культура министерствин этноконфессиллӗ хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Михаил Краснов тухса калаҫнӑ. Юрий Артемьев профессор, критик шучӗпе Константин Иванов ҫак ҫӗр ҫине хӑй вӑхӑтӗнче ахальтен килмен. Унӑн хӑйне евӗр тивӗҫ пулнӑ. Чечек хума хутшӑннӑ СССР халӑх артистки Вера Кузьмина Чӑваш академи драма театрӗнче «Нарспие» тепӗр хут лартасса шанса пурӑнать-мӗн.

Савӑнӑҫлӑ пулӑма хутшӑнма Пушкӑртстанран Константин Ивановӑн Стерлӗри ентешӗсем те килсе ҫитнӗ.

 

Хветӗр Уяр ҫырнӑ /lib/haylav/1552.html«Таната» историллӗ хайлавне вулакансем Шурча таврашӗнчи пулса иртнӗ ӗҫ-пуҫсене роман йӗркисенче сӑнама пултарнӑ. Чӑваш халӑхӗ танмарлӑха хирӗҫ, тӗрӗс-тӗкел пурнӑҫшӑн 1842 ҫулта хӗрӳ ҫапӑҫавӑва тухнӑ.

Ку историллӗ лару-тӑру ҫинчен ҫынсем манса та кайнӑ пуль тейӗн, анчах ҫук-ха, Муркаш районӗнче паянхи кун та ҫав вӑхӑтри пулӑмсене асра тытаҫҫӗ, асӑну палӑкӗ патне пухӑнса вӑл вӑхӑтри хӑюллӑ кӗрешӗве тухакансене чыслаҫҫӗ.

Ӗнер та ак, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 171 ҫул каялла пулса иртнӗ Шурча вӑрҫӑри ӗҫ-пуҫсене аса илсе, юн тӑкнӑ ҫӗршӗр кӗрешекене асӑнса палӑк умӗнче асӑну пухӑвӗ иртрӗ.

Историлле пулӑмсене, самаях тӑван халӑхпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрусене пӗлсе тӑни, чыслани паянхи ӑрушӑн усӑллӑ пулӗ. «Тӑван халӑх историне пӗлмесӗр, пуласлӑх патне ҫул такӑрлатаймӑн», — тесе ахальтен мар калаҫҫӗ халӑхра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i973.html
 

Чечен вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мрамор плити
Чечен вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мрамор плити

Тӗрлӗ вӑрҫӑ-харшӑсенче пуҫ хунӑ паттӑр салтаксене сума суни пирӗн ҫутӑ тӗллев пулмалла. Ҫакна пула ӗнтӗ Шупашкар администрацийӗ «Ҫӗнтерӳ» паркӗнче Чечен республикинчи хӗрӳ харкашура пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ мрамор плити ҫителӗксӗр тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та малашлӑхра мемориаллӑ комплексне хута яма планланӑ.

Ҫӗнӗ палӑк ӑҫта вырнаҫасси те паянхи куна паллӑ имӗш. Шупашкар администрацийӗ ӗҫ пухӑвӗнче пулас комплекс ыйтӑвӗсене татса панӑ. Ҫӗнӗ мемориал комплексне Чеченри вӑрҫӑ-харкашура пуҫ хунӑ салтаксене халалласа лартнӑ мрамор плити вырӑнне — ӑна 1996 ҫулта хута янӑ — тума палӑртнӑ. Асӑну хӑминче пуҫ хунӑ салтаксен списокне ҫырма планланӑ.

Комплекс эскизӗ паянхи куна паллӑ мар-ха. Палӑк мӗнлерех пулассине эскизен ӑмӑртӑвӗ иртсен, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтерӗҫ. Асӑннӑ паха ӗҫ валли укҫана-тенке хысна шучӗпе мар пухӗҫ.

 

Депутатсем ҫак вырӑн пирки те шухӑшлаҫҫӗ
Депутатсем ҫак вырӑн пирки те шухӑшлаҫҫӗ

Шупашкар хулинче тата тепӗр палӑк ҫӗкленмелле. Ӑна сӑваплӑ Павӑлпа Хевроние халаллӗҫ. Православи тӗнне ӗненекенсем вӗсене ҫемьене упракансемпе сыхлакансем евӗр хаклаҫҫӗ.

Хальлӗхе палӑк хакӗ тата вӑл ӑҫта пуласси пирки калама иртерех-ха. Хула депутачӗсен пухӑвӗ хӑйӗн сайтӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, спонсорсен тата уйрӑм ҫынсем ыр кӑмӑллӑх тӗллевпе укҫа парса пулӑшасса шанни сисӗнет.

Шупашкар хула депутачӗсем палӑк вырӑнне шырама та тытӑннӑ. Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗнче вӗсем республикӑн тӗп хулинчи икӗ ҫӗрте пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — арҫынсен мӑнастирӗпе Константин Иванов скверӗ хушшинчи вырӑн, тепри — Республика лапамӗнчи чиркӳ умӗ. Ҫапах та палӑк вӑл е ку тӗлте пуласси пирки пӗтӗмлетме иртерех пулӗ. Мӗншӗн тесен ку ыйтӑва архитекторсен сӗнӗвне тата халӑх шухӑшне тӗпе хурса татса памалла.

 

Красноармейскинчи ҫӗнӗ палӑкӗ
Красноармейскинчи ҫӗнӗ палӑкӗ

Шупашкар хулин администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Красноармейски ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне палӑртакан хӑйне майлӑ палӑкпа пуянланнӑ. 76 миллиметрлӑ девизи тупине ялти Мухтав монумӗнчӗпе ҫуммӑн вырнаҫтарнӑ.

Тӑван Ҫершывӑн Аслӑ вӑрҫинче тупӑ чи анлӑ усӑ куракан хӗҫ-пӑшалсенчен пӗри пулнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та вӗсемпе самай хушӑ усӑ курнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ҫак кӑрал паянхи кун та тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать.

«Вӑрҫӑ палӑкне Чӑваш Республикине Курган облаҫӗнчен ҫитернӗ. Тупӑна вырнаҫтарас ӗҫ-пуҫ ака уйӑхӗн вӗҫӗнчех пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлнелле палӑка майлаштарса лартассине вӗҫленӗ», — пӗлтереҫҫӗ хула администрацийӗн пресс-службинче.

Ял таврашӗнче ҫавӑн йышши палӑксене лартасси ӳсекен ӑрӑва паттӑрлӑх туйӑмне ӳстерессе, тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентессе, чунӗсенче ҫирӗплетме пулӑшасса шансах тӑрас килет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62682.html
 

Шупашкар районӗнчи «Ҫатра-Лапсар шкулӗ» лаптӑкӗнче палӑк пур — ӑна Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалласа лартнӑ.

Паллах, палӑка тирпей-илем кӗртмесен вӑл юхӑнса каять, сумлӑхне ҫухатать. Ку ӗҫе вара шкул ҫумӗнчи ачасен «Хунав» пӗрлешӗвӗ туса пырать: ҫулла ҫуп-ҫапран тасатаҫҫӗ, кӗр кунӗсенче типӗ ҫулҫӑсене шӑлса пуҫтараҫҫӗ, ҫуркунне чечек лартса вӗсене шӑвараҫҫӗ. Хӗлле те ӗҫ сахал мар — юр ҫуса тӑнӑран тасатса тӑмах тивет ачасен. Аслисем те айӑккинче тӑмаҫҫӗ — ӗҫе епле тумаллине вӗрентеҫҫӗ.

Урамра пуш уйӑхӗ тӑнӑран тӳперен юр ӳкме чарӑнмасть-ха. Ҫуркунне те пӗтӗм вӑйӗпе ака уйӑхӗ тӗлне ҫеҫ ҫитет пирӗн тӑрӑха. Темиҫе кун маларах вара хӗл те хӑйӗн халне ҫухатманнине пӗлтерес терӗ пулас: юра самай хӳсе тултарчӗ, ҫав шутра палӑк патне каякан ҫула та хупласа лартрӗ. «Хунав» пӗрлешӗве кӗрекен ачасем алла усмарӗҫ — кӗреҫесем тытса ҫула тасатса тухрӗҫ. Халь ӗнтӗ палӑк патне ҫӑмӑллӑнах ҫитме май пур!

 

Республика кунӗ тӗлне Шупашкарта ҫӗнӗ сквер хатӗрлемелле — Геннадий Волков ячӗллине. Вӑл Ленин проспектӗнчи 35 тата 39-мӗш ҫуртсем хушшинче вырнаҫӗ.

Скверта паллӑ академикӗн палӑкӗ пулӗ — кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче иртнӗ конкурсра В.Д. Немцов хатӗрленӗ кӳлепене суйласа илнӗ. Ӑна, метр ҫурӑ ҫӳллӗшскере, пӑхӑртан ӑсталамалла. Палӑкӑн 1,2 метрлӑ гранитлӑ постамент пулӗ.

Волков Геннадий Никандрович (1927–2010) — паллӑ академик, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор (1968), ҫыравҫӑ. Вӑл 500 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ, вӗсем шучӗнче 27 монографи ҫырнӑ.

 

ҪУ
22

Герой бюстне лартрӗҫ
 Йелмел Микулайе | 22.05.2012 14:12 |

Чӗмпӗр облаҫӗнчи Мелекесс районӗнчи Эврел ялӗнче Совет Союзӗн Паттарӗн Виктор Иванович Ерменеевӑн бюстне уҫрӗҫ. Ун авторӗ — чӑваш халӑх ӑсчахӗ Николай Кондрашкин.

В.И.Ерменеев ҫак ялта 1925 ҫулта ҫуралнӑ. 1944 ҫулта фронтра артилерист пулнӑ — тупӑсен командирӗ. Нимӗҫсен самолёчӗсем бомба пӑрахма пуҫласан наводчик аманать. Ерменеев ун вырӑнне йышӑнать те 3 самолётне персе антарать.

Уява Геройӑн мӑшӑрӗ Ольга, ветерансем, пуҫлӑхсем, ҫамрӑксем хутшӑнчӗҫ.

Митинг хыҫҫӑн «Савӑнӑҫ» тата «Телей» ансамбльсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата чӑваш юррисене юрласа пачӗҫ.

 

Ҫӗмӗрлӗ ҫамрӑкӗсен хушшинче тӗлӗнмелле пуҫару сарӑлнӑ теҫҫӗ. Хулари 3-мӗш шкул вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем «Ачалӑх» палӑк уҫма ентӗшсене чӗнсе каланӑ. Ҫак ачасемех пулас палӑкан тӗп пайӗсене те палӑртнӑ тет. Вӗсем пурте кунта «хӗвел», «ҫемье» пӗлтерӗшӗсем пулмаллах тесе килӗшнӗ. Хулари темиҫе вӗренӳ учрежденийӗсенче проектсем хатӗрленӗ хыҫҫӑн тӗп проекта суйласа илнӗ.

Палӑк стена ӑшӗнче уҫӑ алӑка кӑтартмалла иккен. Ку сӑнар пурин те малашлӑх уҫӑ та таса пулмаллине пӗлтерет имӗш. Ҫӗмерлӗ ачи, ЧПУ студенчӗ Николай Тескин ҫак шухӑша хут ҫине куҫарнӑ тет.

Халӗ пуҫару малашлӑхӗ хула администрацийӗнчен кӑна килет теҫҫӗ ҫӗмӗрлесем.

 

Кӑҫал чӑваш халӑх поэчӗ, Максим Горький тата Константин Иванов ячӗллӗ патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Ӑна халалласа Шупашкарта палӑк лартма йышӑннӑ.

Палӑк эскизӗсен конкурсне ирттерес пирки Чӑваш республикин культура министерствипе тӗп хула администрацийӗ ҫӗртме уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Палӑка ӑҫта вырнаҫтарасси паллӑ ӗнтӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн 5-мӗш вӗренӳ ҫурчӗ умӗнче Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ сквер пулӗ. Чӑваш халӑх поэчӗн кӳлепи вара шӑп ҫавӑнта, хӑй ячӗллӗ культура керменӗ патӗнче пулӗ. Эскизсен прекчӗсене йышӑнса пӗтернӗ, халӗ вара вӗсене Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче суйлама тӑратнӑ. Кунта Владимир Нагорнов, Владислав Немцев тата Петр Пупин ӗҫӗсемпе паллашма пулать.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, [35], 36
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Вӑй тапса тӑрать, йӗркелӳҫӗ пултарулӑхӗ, илӗртӳлӗх хушӑнсах пыраҫҫӗ. Ку эрнере плансемпе палӑртса хунисене пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Сывлӑха тимлӗр, ҫывӑх ҫынсен сывлӑхӗ пирки те ан манӑрн. Тахҫан шута хуман чир йӑл илме пултарать.

Раштав, 22

1780
244
Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ.
1840
184
Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ.
1930
94
Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та