Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра «Культура» телеканал валли документлӑ фильм ӳкерекен ушкӑн ӗҫленӗ. Кино ӳкерекенсем паллӑ монголовед, синолог, прозаик, очеркист, сӑвӑҫ Иокинф Бичурин ҫинчен материалсем пухнӑ.
Вӗсем Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Шупашкарта пулнӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсемпе Дмитрий Басманцевпа тата Юрий Гусаровпа тӗл пулнӑ.
Игорь Калядин режиссер тата сценарист Сӗнтрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫӗнчи пуҫламӑш шкул музейӗнчи экспонатсемпе паллашнӑ. Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра, Бичурин ҫуралнӑ Тпнер ялӗнче пулнӑ.
Фильма «Россия» (чӑв. Раҫҫей) патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ ыйтнипе ӳкернӗ. Вӑл Раҫҫейпе Китай ҫыхӑнӑвне кӑтартса параканскер пулӗ. «Культура» телеканал эфирне кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче тухмалла.
Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Владимир Мешков художник ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ.
Владимир Мешков график, линогравюра ӑсти 1919 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫатра Маркара ҫуралнӑ. Мешковсен ҫемйи пулас художник пӗчӗк чухне Ҫӗпӗре, Иркутск облаҫне, куҫса кайнӑ. 1935 ҫулта Красноярскра пурӑнма тытӑннӑ. Владимир Мешков малтанласа тӗрлӗ хаҫатра ӗҫленӗ. Вӑл — СССР художниксен союзӗн пайташӗ, РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн хисеплӗ пайташӗ. 2012 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Владимир Мешкова халалланӑ экспозици художникӑн 50 ӗҫӗнчен тӑрать. Вӗсем Чӑваш патшалӑх художество музейӗн архивӗнче упранаҫҫӗ. Курав ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пӗтӗм ҫӗршывӗпех «Ночь кино» (чӑв. Кино каҫӗ) акци иртӗ. Юлашки ҫулсенче йӑлана кӗнӗ ҫак мероприятие пирӗн республика та хутшӑнать.
Хӑш кинона пӑхассине халӑхпа татса парасшӑн. Списокри кирек мӗнле фильма та суйлама пулать. Анчах вӗсенчен виҫҫӗшӗ ҫеҫ ҫӗнтерӗ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ.
«Кино каҫне» пирӗн республикӑра Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви «Чӑвашкино» киностудипе пӗрле ирттерӗ. Унсӑр пуҫне республикӑри кинотеатрсем, культура керменӗсем, музейсем, вулавӑшсем те акцие хутшӑнӗҫ. Кино юратакансем валли лекцисем, концертсем, экскурсисем пулӗҫ. Тата, паллах, кино кӑтартӗҫ. Килӗшекен кинона суйлас тесен ҫак каҫӑпа иртмелле. Унта стрелкӑпа кӑтартнӑ тӗле пусмалла.
Тӗмен хулинче чӑваш культурипе паллаштаракан историпе таврапӗлӳ музейӗ уҫӑлӗ. Ҫакӑн пирки асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн ертӳҫи Ираида Маслова Инстаграмра пӗлтернӗ. Ӑна Тӗмен облаҫӗнчи чӑваш культурин центрӗнче йӗркелӗҫ.
Музей уҫас шухӑш ӑнсӑртран ҫуралнӑ темелле. 2002 ҫулта центра «Тӑван» чӑваш юррин ансамбльне ҫӳрекен Ольга Смирнова авалхи арча илсе пынӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн экспонат хыҫҫӑн экспонат пуҫтарма тытӑннӑ. Вӗсем пурте тӑван халӑхӑмӑр кун-ҫулне уҫса пама пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш культурин центрӗ халӗ Тӗменти Энергетиксен урамӗнчи 44-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ. Ираида Маслова ӗнентернӗ тӑрӑх, унта ҫынсем вӗҫӗмех кӗрсе тухаҫҫӗ. Кӑҫал центрта музей валли пӳлӗм уйӑрнӑ. Музея йӗркелеме Ольга Федорова хастар хӗрарӑм нумай пулӑшнӑ. Паян халӑх музейӗн экспоначӗсен хисепӗ пинрен иртнӗ.
Чӗмпӗрте ҫуралнӑ тӗнчипе паллӑ портретист Никас Сафронов Иван Яковлев портретне ӳкернӗ. Ӑна вӑл Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн музейне парнеленӗ.
Ҫакӑн пирки Тутарстанри «Сувар» хаҫатра пӗлтернӗ.
Чӗмпӗрти И.Я. Яковлев ячӗллӗ музей комплексӗнче художник «Впечатление» (чӑв. Чуна витни) ӳкерчӗксен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унтах художникӑн ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлет. «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ художникӗ ӳкерчӗксен куравне чӑваш шкулӗнче ятарласа йӗркеленӗ. Ҫавна вӑл хӑйӗн тымарӗ пирӗн халӑхпа ҫыхӑннипе ӑнлантарать иккен.
Музейри экскурсире пулнӑ ачасен хӑйсем мӗн туйнине ӳкерсе кӑтартмалла пулнӑ. Конкурса хутшӑннӑ маттурсене Никас Сафронов художник хӑйӗн портречӗллӗ шоколадпа хӑналанӑ.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацин архивӗ «Ура, у нас каникулы!» (чӑв. Ура, пирӗн каникул!) фестиваль ирттерет. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пырӗ.
Фестивале вырӑс классикӗ Александр Пушкин ҫуралнӑранпа 220 ҫул ҫитнине халалланӑ. Культура мероприятине ачасене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне йыхравлаҫҫӗ. «Чӑвашкинона» пынисене фильмсем упранакан вырӑнпа, унти кинопленкӑсемпе, чӑн-чӑн кинокамерӑсемпе тата киноприборсемпе паллаштарӗҫ. Шупашкарти Александр Мовчан фотографӑн фотоаппарачӗсен куравӗпе те киленме май килӗ. Совет саманинче тата хальтерех ӳкернӗ мультфильмсене кӑтартӗҫ.
Фестивалӗн малтанхи кунӗсенче «Чӑвашкино» киностудире Шупашкарти 47-мӗш тата 49-мӗш шкулсенче вӗренекенсем пулма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Шупашкара ӗнер Франци турисчӗ килнӗ. Хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑна Туризмпа информаци центрӗнче пулнӑ. Тери Дулубелмои Раҫҫее темиҫе ҫул ӗнтӗ килнине пӗлтернӗ. Унччен вӑл Якут Республикинче, Чукоткӑра, Урал, Кавказ, Ҫӗпӗр тата Камчатка тӑрӑхӗсенче пулнӑ. Кӑҫал вӑл Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хуласемпе паллашасшӑн. Хрантус турисчӗ халӑхсен этнографийӗпе кӑсӑкланать.
«Шупашкар – питӗ таса тата хитре хула. Паян эп сӑра музейӗнче пуҫласа пултӑм. Мана унти экспозицисем питӗ килӗшрӗҫ», – тенӗ Тери.
Шупашкарта вӑл икӗ кун пулӗ. Ҫав вӑхӑтра Чӑваш наци музейне, Трактор музейне, Чӑваш тӗррин музейне, «Амазони» этнокомплекса, Шупашкарӑн Мускав ҫыранне ҫитсе курма тата илемлӗ ытти вырӑна ҫитме палӑртнӑ.
Улатӑр хулинчи училище ҫуртне революциччен хӑпартнӑ. Халӗ ӑна ҫӗнетесшӗн, унта музей тӑвасшӑн.
Комсомол урамӗнчи 47-мӗш ҫурт икӗ хутлӑ, йывӑҫран тунӑскер. Ӑна реставрацилемешкӗн 16 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Улатӑрти таврапӗлӳ музейӗ электронлӑ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗн ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттермелле. Малтанхине кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫлемелле, иккӗмӗшне – 2020 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнче. Ҫӗнетнӗ ҫуртра таврапӗлӳ музейӗ уҫасшӑн.
Каласа хӑвармалла: аукцион ирттересси пирки кӑҫал ака уйӑхӗнче те пӗлтернӗ. Анчах вӑл пулман.
Сӑмах май, ҫурта 1911 ҫулта хӑпартнӑ. 1990 ҫулхи юпан 23-мӗшӗнче ӑна регион пӗлтерӗшлӗ историпе культура палӑкӗсен списокне кӗртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май ҫак кун Чӑваш наци музейне тата унӑн филиалӗсене тӳлевсӗрех кӗрсе курма май пулӗ.
ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсене тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци музейӗнче экспозицисем ӗҫлӗҫ: "Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии", "История чувашского народа и Чувашского края с IX до начала XX вв.", "Чувашия в XX веке", "Природа и человек". Тата "Сценический образ. Детали", "Герои России, какими их не видел никто", "Любовь и театр" куравсем пулӗҫ.
Кунсӑр пуҫне «Черепахи» (чӑв. «Тимӗр шапасем») ятпа коммерци куравӗ ӗҫлӗ. Музей ӑҫта вырнаҫнине аса илтерер: Шупашкар хули, Хӗрлӗ лапам, 5\2-мӗш ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 62-41-24.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен ӗнерхи канашлура сӳтсе явнӑ ыйтусен шутӗнче Ҫӗнтерӳ кунне республикӑра епле уявлани те пулнӑ. «Вилӗмсӗр полк» акцие кӑҫал 22 пин ҫын тухнӑ. Ӑна республикӑн тӗп хулинче ҫеҫ мар, районсенче те ирттернӗ.
Кама мӗн пӑшӑрхантарать те, республикӑн ҫар ӗҫ комиссарӗ Александр Мокрушин ҫар техникин управлӑхӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫав техника валли ятарлӑ вырӑн пулсан ӑна унта упрама тата ҫавӑнта музей йӗркелеме те май килӗччӗ. Уҫӑ ҫӗрте ларакан техника япӑхать, ӑна юсаса ҫӗнетме те хакла ларать. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |