Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Федор Павлов (1892-1931) ҫыравҫӑ тата композитор ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа литературӑпа музыка каҫӗ иртӗ. Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Ҫав кунах унта ҫыравҫӑпа тата композиторпа паллаштаракан кӗнекесем тата сӑн ӳкерчӗксем урлӑ паллаштаракан «Итле купӑс мӗн калать...» курав уҫӑлӗ.
Федор Павлов 1892 ҫулта авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1907–1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. 1930 ҫулта вӑл Ленинградра Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ.
Федор Павловӑн юбилейне халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Михаил Кондратьев музыкҫӑ «Гора золотая…» Федор Павлов и его время» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнине, ӑна Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче хӑтланине эпир пӗлтернӗччӗ.
Тутарстан Республикинчи Чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ.
Дмитрий Самаренкинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑр, паллӑ ӑсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине асӑнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ.
Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрӗпе хӑна Чӑваш тӗррин музейне ҫитсе курнӑ. Унти экспонатсемпе паллашнӑ май Тутарстан хӑни музей йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ӗҫӗсем уйрӑмах килӗшнӗ ӑна. Чӑваш наци музейӗнче те пулнӑ вӑл.
Чӑваш республикин культура министрӗ Константин Яковлев паян Иваново облаҫӗнче пулнӑ, унти культура учрежденийӗсене ҫитсе курнӑ.
Тӗпрен илсен, Ивановӑри музыка училищин, патшалӑх театрӗсен комплексӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ, Палех поселокӗнчи Палех искусствин патшалӑх музейне, Ново-Талицы салинчи Цветаевсен ҫемье музейне ҫитсе курнӑ. Унсӑр пуҫне министр Ревель Федоров художникӑн Ивановӑри художниксен ҫуртӗнче йӗркеленнӗ «Хайӗн туприпе вӑрттӑнлӑхӗсем» куравӗпе киленнӗ.
Ҫапах та Константин Геннадиевич инҫе ҫула тухнин тӗллевӗ урӑх: Чӑваш республикин Культура министерствипе Иваново облаҫӗн культурӑпа туризм департаменчӗ малашне пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме, пӗрлехи проектсене пурнӑҫлама килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа чӑваш театрӗсем хӑйсен спектаклӗсемпе Иваново облаҫӗнчи куракансене паллаштарӗҫ, унти театрсем пирӗн пата гастрольпе килӗҫ.
Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 240 ҫул ҫитнине халалласа семинар-плэнер ирттерӗ. Регионсен хушшинчи мероприятие ирттерме ЧР Элтеперӗн гранчӗ пулӑшӗ. Музей 100 пин тенкӗ гранта тивӗҫнӗ.
Музей ку енӗпе маттур. Вӑл темиҫе хутчен те грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫак укҫа-тенкӗ пулӑшнипе тӑватӑ чӗлхеллӗ аудиогид тытӑмне йӗркеленӗ, парка хӑтлӑлатнӑ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче семинар-плэнер пӗрремӗш хутчен иртӗ. Ун чухне ӑсталӑх класӗсем, куравсем йӗркелӗҫ, дизайн-проектсем кӑтартӗҫ.
Мероприятие паллӑ ӳнерҫӗсем, студентсем, шкул ачисем хутшӑнӗҫ. Хальлӗхе Мари Элтан заявка килнӗ. Тутарстанран та килес шухӑшлисем пур. Семинар вӑхӑтӗнче ӳнерҫӗсем Бичуринпа ҫыхӑннӑ картинӑсене ҫеҫ ӳкерӗҫ.
Шупашкарта 1949 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ Валерий Пономарев художник вилнӗ. Кун пирки Ӳнер музейӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков Фейсбукри страницӑра паян пӗлтернӗ.
Живописец-художник Раҫҫейӗн художниксен пӗрлешӗвӗнче 1991-мӗш ҫултанпа тӑнӑ. Хӑй те вӑл ӳнер ҫыннисен ҫемйинче, ашшӗ гравер-художник пулнӑ, ҫуралнӑ.
Шупашкарти ӳнер училищинче тата Ленинградри В.И. Мухина ячӗллӗ аслӑ художествӑпа промышленность училищинче вӗреннӗ. 1979 ҫулта И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче (ун чухне институт шутланнӑ) ӗҫлеме пуҫланӑ, тепӗр тӑватӑ ҫултан вӑл Раҫҫей художество фончӗн Чӑваш Енри пултарулӑхпа производство комбинатӗнче художника кӳлӗннӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ стела вырнаҫтарасшӑн. Вӑл «Ҫамрӑк мӑшӑрсене» ятлӑ пулӗ. Ӑна хула историйӗн музейӗ умне лартасшӑн. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, стелӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен вырнаҫтарасшӑн.
Стела 10 метр ҫӳллӗш пулӗ. Вӑл ҫӳлелле хӑпаракан темиҫе ҫӳхе пӑрӑхран тӑрать. Варринче икӗ ҫӗрӗллӗ чӗре. Тӑрринче вара – аистсемпе салтак тӳмисем.
Стела ҫакӑн пекех пулать-и е ҫук-и – хальлӗхе ҫирӗплетсе калама ҫук, мӗншӗн тесен проекта йӑлтах туса пӗтермен-ха.
Чӑваш Енре «Каникулы в Историю. Чувашия» (чӑв. Историре каникулта. Чӑваш Ен) ятпа тулли метражлӑ документлӑ фильм ӳкерессине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, фильмра тӑван республикӑмӑрти ҫутҫанталӑка, архитектура палӑкӗсене, чиркӗвӗсене тата ытти илемлӗ вырӑна ӳкереҫҫӗ. Кадра Куславкка, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Йӗпреҫ, Улатӑр, Етӗрне, Хӗрлӗ Чутай районӗсем лекӗҫ.
Кино ӳкерекенсем паян Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра пулнӑ. Документлӑ фильмра ӳкерӗнекен Шупашкарти 5-мӗш гимнази ачисемпе «Путешествие в загадочный Китай» (чӑв. Асамлӑ Китая ҫулҫӳрев) музейри клуб пайташӗсем те ӳкерӗннӗ. Вӗсем «Катюша» юрра китайла тата вырӑсла юрланӑ. Кииай тӗпчевҫине Никита Бичурина халалланӑ урокра пулнӑ.
Елчӗк районӗнчи Аслӑ Шӑхаль ялӗнче пурӑнакан Владимир Волков килте музей йӗркеленӗ. Вӗсем аваллӑх пирки манмаҫҫӗ. Картише кӗрсенех ҫемьешӗн пӗлтерӗшлӗ ача кӳмин ураписене курма пулать.
Владимир Мефодьевич аслашшӗнчен юлнӑ ӗҫ хатӗрӗсене ҫӳп-ҫап купине ывӑтман, вӗсене типтерлӗн упрать. Сенӗк, кӗреҫе, карлав, купӑста тӳмелли тата салма таканисем, кункра, арман калакӗ, йывӑҫпа хӑмӑш ҫулҫисенчен явса ҫыхнӑ арчасем… Темӗн те пур унӑн музейӗнче.
Ҫамрӑксем ҫак музее килсе чылай ҫӗнӗлӗх пирки пӗлеҫҫӗ. Владимир Мефодьевич кашни экспонат пирки сехечӗ-сехечӗпе калаҫма хатӗр. Вӑл ял историне те тӗпчет, йӑх-несӗле тишкерет, сӑвӑсем ҫырать.
Владимир Волков авалхи япаласене пухас тесе тӗрлӗ района тухса ҫӳреме тӑрӑшать, мӗншӗн тесен кашни тӑрӑхри япаласем уйрӑлса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енри культурӑн паллӑ учрежденийӗсене кӑтартакан паллӑсене автомобиль ҫулӗсем хӗррине вырнаҫтарасси пирки унччентерехех калаҫма пуҫларӗҫ. Ҫак кунсенче ӑна СССР летчик-космонавтне Андриян Николаева халалласа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта уҫӑ мемориал комплексне каякан паллӑна вырнаҫтарнӑ.
Ырӑ пулӑм. Туристсемшӗн меллӗ. Виҫӗ чӗлхепе ҫырнӑ: вырӑсла, чӑвашла, акӑлчанла. Республикӑн Культура министерствинче ун пек тума хӑйсем ыйтнине пӗлтереҫҫӗ. Анчах тӑван чӗлхене юратакан филологсем маршрута кӑтартнинче йӑнӑш тупса та палӑртнӑ.
«Космонавтика музейӗ» тес вырӑнне «Космонавтика музейе» ҫырӑнса кайнӑ. Ку йӑнӑша яваплисем асӑрхаса тӳрлетӗҫ-ши — кӑна вӑхӑт кӑтартӗ. Эпир вара сӑнаса тӑрӑпӑр.
Шупашкарти Трактор музейӗнче чӑваш туй сыпӑкне ӳкернӗ. Ӑна ҫитес уйӑхра «Играй, гармонь любимая» (чӑв. Выля, юратнӑ купӑс) кӑларӑмра кӑтартассине пӗлтереҫҫӗ.
1986 ҫултанпа эфира тухакан кӑларӑма Трактор музейӗнче ӳкерме аваллӑх управҫисем хӑйсем ыйтнӑ-мӗн.
Музейра Геннадий Заволокинӑн «Частушка», Агрегат савутӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗсем, республикӑри тӗрлӗ пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.
«Играй, гармонь любимая!» кӑларӑм ертӳҫисем Анастасия тата Захар Заволокинсем музейпа паллашнӑ, унтисене телекӑларӑм ячӗпе парне панӑ. Музейра вара чӑваш туйӗш сыпӑкне тата ытти хӑш-пӗр сценӑна ӳкернӗ.
Чӑваш Енри пултаруллӑ купӑсҫӑсем тата ушкӑнсем эфира авӑн уйӑхӗнче тухӗҫ. Шӑпах ҫавӑн чухне телекӑларӑма куракансем патне ҫитермелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |