Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Оперӑпа балет театрӗн ятне чӑвашла ҫырнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 04.03.2020 20:37 | 2122 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Валери Туркай сӑнӳкерчӗкӗ
Валери Туркай сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ятне чӑвашла ҫырса хунӑ. Ҫакна чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай асӑрханӑ, ҫавна сӑн ӳкерсе Чӑваш халӑх сайтне ярса панӑ.

Чӑвашлӑха упракан тата упрама тивӗҫ организацисен ячӗсене чӑвашла ҫырманни, шел те, тӗл пулать. Сӑмахран, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн, Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗн ячӗсене вырӑсла ҫеҫ ҫырнӑ тесе пӗлтерчӗҫ.

Халӑх шавӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ятне чӑвашла та, вырӑсла та ҫырса хунине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: театр ҫуртне ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ятне малтанласа вырӑсла кӑна ҫырнӑччӗ. Ҫавна асӑрханисем тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенче кӑмӑлсӑрланма тытӑннӑччӗ. Каярах театр ятне икӗ чӗлхепе шӑрҫаласа хунӑччӗ.

#культура керменӗсем, #музейсем, #Шупашкар, #театрсем, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #ятсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2142.16.2949
2020.03.04 21:26
Agabazar
Клементьева — МУХТАВ!
Вулакан // 7632.2.5373
2020.03.04 22:11
Клементьева мухтама иртерех-ха. Малтан театр репертуарне çурри чухлĕ те пулин чăвашлаттăр. Клементьев директора ларнăранпа пĕр çĕнĕ чăвашла спектакль те лартман-ха оперăпа балет театрĕнче, киввисем кăна иккĕ-виççĕ, вĕсене те пулин çулталăкне иккĕ-виççĕрен ытла кăтартмаççĕ.
Лешкукша // 2514.25.0581
2020.03.05 00:25
Ҫырсан йӑлтах чӑвашлатмалла: театр - уявхӳш е шилӗк; балет - юсаташӑ, опера- юрлану вӑййисем. Вара:

Чӑваш патшалӑх юрланупа юсаташӑ шиллӗкӗ .

Ӑнланмастӑр? Тимуххасем, Юмансем ӑнланнӑ.

Мана килӗшет... Ун пек чухне мӗнле куҫарнӑ-ха тесе вулатӑп.
Agabazar // 1791.96.0114
2020.03.06 22:36
Agabazar
Микула кунта епле ĕлкĕреймен тата?
Аттилла // 2966.12.7379
2020.03.09 21:32
Пите лайӑх хыпар . Тав сире!
Agabazar // 2053.26.5752
2020.03.10 22:44
Agabazar
Ытла та сахал кирлĕ-çке чăваша савăнтарма. ))

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем