Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: мероприятисем

Чӑваш чӗлхин пултаруллӑ тӗпчевҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ И.П.Павлов (1928 — 2002) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.

Вӑл хӑй хыҫҫӑн 200 ытла тӗпчев ӗҫӗ хӑварнӑ. 1965 ҫулта пичетрен тухнӑ «Хальхи чӑваш литература чӗлхи» монографи тӑван чӗлхемӗр пирки ҫырнӑ чи тӗплӗ тӗпчев шутланать. Унтанпа 40 ҫул иртрӗ пулин те, ҫак классикӑлла хайлава ҫитекенни пулмарӗ. Пирӗн шкулсенче чӑваш чӗлхине 40 ҫула яхӑн Иван Павловӑн учебникӗсемпе вӗреннӗ, вӗсем пурӗ 30 кӑларӑмпа тухнӑ. 50-мӗш тата 80-мӗш ҫулсенче Иван Павлович хальхи Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пайне ертсе пынӑ.

Чӑвашсен мухтавлӑ ывӑлне, сумлӑ тӗпчевҫе халалласа унӑн тӑван ҫӗршывӗнче — Чӑваш Республикинчи Элӗк районӗнче — ӑслӑлӑхпа парктика конференцийӗ иртрӗ. Ун ӗҫне ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин элчи Инесса Ядранская, районти вӗренӳ пуҫлӑхӗсем, гуманитари институчӗпе Чӑваш университечӗн ӑсчахӗсем, Элӗк вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Владимир Иванов, Николай Егоров, Виталий Родионов профессорсем уява хӑт кӗртрӗҫ.

Малалла...

 

Чурачӑкри тӗслӗх вулавӑшра ҫӑмрӑксене наркотиксенчен сыхлас енӗпе «Пурнӑҫа тивӗҫлӗ ирттер — накротиксене хирӗҫлекен ҫамрӑксем ҫумне тӑр» ятлӑ ятарлӑ каҫ иртрӗ.

Мероприятире ҫамрӑксем пӗр-пӗринпе «Наркочару» ятлӑ плакатсен ӑмӑртӑвне ирттерчӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсен «Юлташ накротикпа ан явӑҫтӑр тесе эп ӑна мӗн каланӑ?» ыйту ҫине хуравламалла пулчӗ. Ӑмӑртура вӑя та кӑтартма тиврӗ — ҫамрӑксем кире пуканне йӑтрӗҫ, отжимани турӗҫ.

Мероприяти «Тивӗҫлӗ пурнӑҫ» (Право на жизнь) фильм пӑхнипе вӗҫленчӗ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

ҪУ
30

«Чӑвашкинора» кӗтетпӗр
 Alina Sosayeva | 30.05.2008 14:34 |

Паян, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, 17 сехетре «Чӑвашкино» ҫуртӗнче (И.Я.Яковлев проспекчӗ, 12 А) Денис Осокинӑн (Хусан) пултарулӑх каҫӗ пулать.

«Новые ботинки» кӗнекен (авторӗ - Денис Осокин), «Дирижабль» альманахӑн (13-мӗш кӑларӑм) презентацийӗсем пулаҫҫӗ, «Шошо» (2007)ятлӑ фильм курма май пур (режиссерӗ - Алексей Федорченко, сценарине ҫыраканӗ - Денис Осокин).

 

Пурне те йыхравлатпӑр, кӗтетпӗр!

 

Ыран, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ пуху пулӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.

 

Пухӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑслӑлӑх тухтӑрӗсем, академиксем, культура министерствипе вӗрентӳ министрествисен ертӳҫисем пулӗҫ. Пухӑннисем умӗнче Н.В. Фёдоров тухса сӑмах калӗ.

 

Пухӑва аякра пурӑнакан чӑвашсем те курма пултарӗҫ — ӑна интернет урлӑ кӑтартӗҫ. Адресӗ: mms://media.cap.ru/20080424-Yakovlev

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

«Центральный» стадион кассине Кубока уҫакан мероприятине билетсем сутма пуҫланӑ. Уява чаплӑн ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра уҫӗҫ.

Билетсен шучӗ пурӗ 15 пин. Хакӗ 50 тенкӗрен пуҫласа 100 тенке ҫитет. Пысӑк районсене 250-шар билет уйӑрнӑ, пӗчӗкреххисене — 200-шар. Ҫавна май билетсем нумай тесе калама май ҫук.

Куракансемсӗр пуҫсӑр укҫасӑр пулӑшакансемпе сумлӑ ҫынсем валли уйрӑм билетсем кӑларнӑ. Пӗрремӗшсен вӑл шурӑ тӗслӗ, иккӗмӗшсен — хӗрлӗ.

 

Енчен те кам та пулин билета туянаймасть пулсан — вӗсем вырӑнти йӗркелӳ комитетне электронлӑ ҫыру яма пултараҫҫӗ. Ҫырура миҫе билет кирлӗ тата ӑна эсир хӑҫан килсе илме пултарнине пӗлтермелле.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Нумай пулмасть Н.В. Фёдоров 23-мӗш Тӗнче кубокне хатӗрлесе ирттерме пулӑшакан республика йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне ирттерчӗ. Ларӑва Раҫҫей ҫамӑл атлетика федерацийӗн вице-президенчӗ Татьяна Подорожная та хутшӑнчӗ.

Ларӑва уҫса Николай Фёдоров ҫак сӑмахсене каларӗ: «Мы должны претендовать на то, чтобы предстоящий праздник спорта и здоровья стал заметным событием в жизни каждого патриота Чувашии и России. Это необходимо заложить не просто в большую политику, а стать нормой в нашей повседневной работе».

 

Кубока хутшӑнас текенсем хӑйсен заявкисене ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен ярса пама пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр делегацисем Шупашкара ака уйӑхӗн вӗҫӗнчен ҫитесшӗн — сӑмахран, Чили, Корей тата ытти патшалӑхрисем. Кубок иртнӗ кун Шупашкара нумай ҫын кирлме палӑртать. Ак Мӑкшӑ Республикинчен те ҫер ытла ҫын килесшӗн — вӗсем ҫапла май хӑйӗн ентешне хавхалантарасшӑн.

 

Лару вӑхӑтӗнче хӑрушлӑхсӑр, сывлӑхпа сиплев, ҫул-йӗр, хӑнасене вырнаҫтармалли, ҫуртсене хатӗрлесе ҫитересси, суввенирлӑ япаласем хатӗрлесси ыйтӑвӗсене пӑхса тухрӗҫ. Президент Кубока ирттерме хатӗрлекен мероприятисене чи ҫӳллӗ шайра тумаллине палӑртса хӑварчӗ.

Малалла...

 

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ чӑннипех те мероприятисемпе пуян. МАларах пӗлтерсе ӗнтӗ сире, ку кун Чӑваш филармонийӗнче Хусан чӑвашӗсем хӑйсен концертне кӑтартӗҫ. Тепӗр хут асаилтерер — концерт 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.

 

Ҫавӑн пекех ҫак кун Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Нарспи» поэмӑна пӑхмасӑр калакансен конкурсӗ иртет. Мероприяти пуҫламӑшӗ — 10 сехетре. Конкурса Праски Витти ертсе пырӗ.

 

Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче студҫуркунне иртӗ. Сӑмахй май вӑл унта ака уйӑхӗн 12-мӗшӗчченех иртет. Кам кайса курас тет кайса курӑр.

 

Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче концертсем татах та пулӗҫ. Пурте вӗсем 18 сехетре пуҫланӗҫ:

* Елена Иовлева хӑйӗн кулӑш программипе «Салют» КК савӑнтарӗ;

* Трактор тӑвакансен КК-нче те концерт пулӗ. Алина Варна хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарӗ.

 

Пуш уйӑхӗн 30-шӗнче Питӗр хулинче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса Чӑваш ҫамрӑкӗсен инициативлӑ ушкӑнӗ каҫ ирттерчӗ. Мероприятин спонсорӗсем ООО «Иннопель» (Мускав) тат ЗАО «Ренейссанс констракшн» (Питӗр) пулчӗҫ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Тунтикун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Гуманитари институчӗн вулав залӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» кино куравӗ иртрӗ. Ӳнер тӗпчевҫисем, литература тиркевҫисем, журналистсемпе ҫыравҫӑсем, артистсем хутшӑнчӗҫ. Фильма пысӑк экран ҫинче кӑтартрӗҫ.

 

Курав хыҫҫӑн кинона сӳтсе яврӗҫ. Алексей Трофимов ӑсчах фильмра театр, телесериалсен витӗмӗ сисӗннине палӑртрӗ. Малашне натурализмран (сӑмахран кино пуҫламӑшӗнче «юрату» сценине пурнӑҫри пек кӑтартнӑ), фольклоризмран хӑтӑлма сӗнчӗ. Михаил Кондратьев музыковед фильмра усӑ курнӑ музыка чӑвашла марришӗн ӳпкелерӗ. Атнер Хусанкай кинора калаҫу нумаййи, малашне ытларах ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене кӗртмелли пирки каларӗ. Фильмӑн режиссёрӗ ҫак сӗнӳсем питӗ вырӑнлӑ пулнине палӑртрӗ.

Виталий Родионов кино чӗлхи чӑн чӑвашла пулса тухнине пӗлтерчӗ. «Хӑш пӗр вырӑнсенче куҫҫулӗ кӑларма пултарчӗ ку кино» — терӗ вӑл. Альбина Любимова та ҫак шухӑшах ҫирӗплетрӗ. «Фильмри ӗҫсем пирӗн ялта пулса иртнӗ пекех туйӑнать» — терӗ сӑвӑҫ.

Малалла...

 

Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ТР Культура министерствинче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан, Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 160 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене хатӗрленес тӗлӗшпе республикӑри йӗркелӳ комитечӗн канашлӑвӗ иртрӗ. Ларӑва йӗркелӳ комитечӗн председателӗ, ТР Премьер-министрӗн ҫумӗ – культура министрӗ Зиля Валеева ертсе пычӗ. Вӑл чӑвашсен аслӑ патриархӗ чӑвашсемшӗн кӑна мар, ку тӑрӑхра пурӑнакан ытти чылай халӑхсемшӗн те сахал мар тунине палӑртрӗ.

Теччӗ муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Мухаррям Ибятов И.Я. Яковлев юбилейне хатӗрленес ӗҫсем еплерех пыни ҫинчен каласа пачӗ. Ун сӑмахӗсенчен, Кӑнна Кушки ялӗнче вырӑнти шкул тата музей ҫурчӗсене юсаса пӗтернӗ, шкул картишне тата ялӑн тӗп урамне йӗркене кӗртнӗ.

– Халӗ пӗрремӗш чӑваш театрне йӗркеленӗ И.С. Максимов-Кошкинский, Александр Алга, Анна Казакова, Тихӑн Петӗркки тата ку ялта ҫуралса ӳснӗ ытти паллӑ чӑвашсен мемориал-экспозицийӗсене ҫӗнетес ӗҫсем пыраҫҫӗ, – тесе пӗлтерчӗ Теччӗ районӗн ертӳҫи.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 15

1881
143
Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ.
1890
134
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
107
Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
1928
96
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
68
Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ.
1988
36
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи