Тунтикун, пушӑн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» кинофильмӑн куравӗ иртӗ. Курав хыҫҫӑн ӑна сӳтсе явӗҫ. Курава ӳнер тӗпчевҫисем, режиссёрсем, актёрсем, литература критикӗсем хутшӑнӗҫ, ыйтусем ҫине хуравлӗҫ.
Мероприяти тӳлевсӗр. Чӑваш киноне кӑмӑллакансене пурне те пырса паллашма сӗнетпӗр. Курав 16 сехетре пуҫланать.
Институт адресӗ: Шупашкар хули, Москав проспекчӗ, 29 ҫурт, I корпус (ҫурта ЧПУн экномфакӗ хыҫӗнче тупма пулать)
Паян Чӑваш Енре Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Сӑвӑҫ ҫуралнӑ районта ку куна халалласа тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ — литература каҫӗсем, кӗнеке куравӗсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем.
Шупашкарта вара асӑну каҫӗ иртрӗ, унта сӑвӑҫ пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллашма тата сӳтсе явмашкӑн ҫыравҫӑсем, сӑвӑҫсем, журналҫӑсем, вӗрентевҫӗсемпе вӗренекенсем пухӑнчӗҫ. Мероприяти валли ятарлӑ «Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сасӑм. Каллех ян хурҫӑ пек таса!…» курав та хатӗрленӗ. Куравра хӑнасем сӑвӑҫ пурнӑҫӗпе, унӑн пултарулӑхӗпе паллашма пултарчӗҫ. Митта Ваҫлейӗ кирки ӳкернӗ фильма та хӑнасене кӑтартрӗҫ.
Митта Ваҫлейӗ нумай ҫыншӑн вӗрентӳҫӗ пулнӑ. Геннадий Айхи те ӑна хӑйӗн вӗрентевҫи тесе шутланӑ.
Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх университетӗнче «К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми — тӗнче литература классикин шедеврӗ» ятлӑ регионсен хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ.
Конференцине ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультет деканӗ В.Г. Родионов уҫрӗ. Ҫавӑн пекех конференцине вӗрентӳ министр ҫумӗ Матвеев В.В., университетри ӑслӑлӑхпа тӗпчев пайӗн пуҫлӑхӗ В.В. Афанасьев тухса сӑмах каларӗ. Конференцине пухӑннӑ хӑнасене уйрӑмах Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Иванов И.И. хатӗрленӗ «Нарспи» поэмӑри сценӑсем кӑмӑла кайрӗҫ. Рольсенче Иванов И.И. хӑй, тата университет студенчӗсем хутшӑнчӗҫ.
Элӗк районӗн ача-пӑча вулавӑшӗнче «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» кӗнекепе паллаштаракан мероприяти иртрӗ. Кӗнекене «Чӑваш Ен» фонд кӑларнӑ. Сӑмах май, фонд ҫамрӑксем хушшинче литература енчи пултарулӑха уҫас ӗҫпе тӑрмашать.
Кӗнекепе вулавӑх заведующийӗ Гордеева Раиса Митрофановна паллаштарчӗ. Кӗнекере Элӗк районӗн ачисен ӗҫӗсем те пур.
«Анне ӑшши» ятлӑ калавсен ярӑмӗшӗн Абанникова Ирина, «Ҫутӑ ҫалтӑрӑм» калавшӑн Михайлова Анжелика, «Чаранӗ–ши килти ҫил–тӑвӑл» ятлӑ калавсен ярӑмӗшӗн Степанова Августина, «Хӗр чӗри» калавшӑн Кузнецова Кристина «Чӑваш чӗлхеллӗ проза» номинацийӗн дипломанчӗ ятне илнӗ.
«Вутпа ан выля» пьесӑшӑн чӑвашла драматурги енӗпе Абанникова Ирина пӗрремӗш вырӑн, Михайлова Анжелика «Пирӗн те пурӑнас килет» пьесӑшӑн — иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Кӗнекепе паллаштарма ҫаврӑк ҫыравҫӑсем те килнӗччӗ. Кузнецова Кристинӑпа Степанова Августина хӑйсем каласа панӑ тӑрӑх вӗсем мӗн пӗчӗкренех сӑвӑ ҫырма юратнӑ.
«Етӗрнен халӑха социаллӑ пӑхакан центрӗн» кун хӑналӑхӗн пайӗнче Здорнова Мария Михайловна тыл ӗҫченӗн чуслав каҫӗ иртрӗ. Чыслав каҫӗ «Ыр шанӑҫпа ӗҫченлӗх тата ырлӑх нумай ҫул тӑсӑлтӑр» ятпа иртрӗ.
Мария Михайловна ку ҫул 85 тултарать. Пурнӑҫӗ унӑн вӑрӑм пулнӑ. Чыслав каҫне килнӗ хӑнасем Мария Михайловна хӑйӗн ачалӑхӗпе пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панине кӑмӑллӑн итлерӗҫ. Мероприятинче юрату, ашшӗ-амӑшӗ, ҫамрӑклӑх ҫинчен юрӑсем нумай янрарӗҫ.
Пирӗн пӗрлӗх Мария Михайловнӑна ҫирӗп сывлӑх, пурнӑҫӗнче телей сунать.
Палтай шкулӗнче «Музей тата ачасем» уйӑхлӑхне кӗрекен Тани Юн ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитне ятпа ятарлӑ каҫ иртрӗ. Чи малтан шкулти таврапӗлӗвӗн кружокӗнче тӑрӑшакан ачасем пӗрремеш чӑваш актрисин кун-ҫулӗпе пултарулӑхӗ пирки каласа пачӗҫ. Ун хыҫҫӑн ятарласа чӗнсе илнӗ Халӑх Академикӗ, вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Валерий Венедиктович Муравьев Тани Юнпа унӑн мӑшӑрӗ ҫинчен каласа пачӗ — вӑл вӗсене пӗлнӗ, вӗсемпе хутшӑннӑ. Валерий Венедиктович ҫакна та каласа хӑварчӗ — халӑх ӑсӗнче Тани Юн пӗрремӗш актриса пек юлнӑ. Шел те, ун шайне ҫитекен Чӑваш Енре урӑх пулман. Юлашкинчен вара Тани Юнпа лайӑхрах паллашмашкӑн Валерий Муравьев шкул вулавӑшне хӑйӗн кӗнекисене парнелерӗ.
Хӑнасене ҫавӑн пекех Серебрякова Н.В. ертсе пыракан фольклор кружокӗнчи ачасем юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ачасем ҫавӑн пекех Тани Юн пултарулӑхӗнчи пӗр сценӑна та выляса пачӗҫ.
Пирӗн пурнӑҫ хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх кӑрлачӑн 28-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 15-мӗшӗччен Хӗрлӗ Чутай районӗнче «Юрҫӳревӗш» операци иртӗ. Ҫак профилактика мероприятине техника ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑсасран тата ҫул айккинче ҫӳрекен мотоҫунашкасемпе юрҫӳревӗшсем (снегоходсем) ҫын пурнӑҫӗшӗн сиенлӗх кӑларса тӑратасран, тӑван тавралӑха вараласран йӗркелеҫҫӗ. Сӑмах май, районӗпе паянхи кун тӗлне виҫӗ юрҫӳревӗш шутланать.
Операци тапхӑрӗнче патшалӑх техника асӑрхавӗн районти инспекцийӗпе ГИБДД ӗҫченӗсем юрҫӳревӗшсем тытакан предприятисемпе тата вӗсем ытларах пухӑнакан вырӑнсенче пулса техника лару-тӑрӑвне, хӑрушсӑрлӑх правилисене епле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче уйрӑмах машинӑсен, техникӑн регистрацийӗн даннӑйӗсене, нормативпа техника докуменчӗсене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кивелнӗ, ҫул ҫине тухма юрӑхсӑр юрҫӳревсене регистрацинчен кӑларса металлолома ӑсатмалла. Йӗркене пӑсакансене саккунпа килӗшӳллӗн тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнса явап тыттараҫҫӗ.
2007 ҫул вӗҫӗнче Чaнлӑ районӗнчи Анат Тимӗрҫенти вӑтам шкулта чӑвашсен пирвайхи хӗрарӑм поэчӗ Ваҫҫа Аниҫҫи ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалласа конференци иртрӗ.
Ваҫҫа Аниҫҫи ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ. Ентешӗсем ӑна ҫывӑха хурса асра тытса пурӑннине палӑртма питех те кӑмӑллӑ.
Уява хатӗрленекенсем аякри тата ҫывӑх хӑнасене чӗннӗ. Хаклӑ хӑнасем хушшинче ЧНК президенчӗ Г.Н. Архипов, УОЧНКА ертӳҫи В.И. Сваев, “Чaнлӑ районӗ” муниципаллӑ пӗрлешӳ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Н.А. Князькин, УОЧНКА филиалӗн ертӳҫи В.Н. Игнатьева-Тарават, поэт тата композитор, районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, пултарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫисем, чӑваш ҫыравҫисем – РФ Писательсен союзӗн членӗсем Анатолий Юманпа Анатолий Чебанов. Анат Тимӗрҫенти музей директорӗ В.В. Андрихова Ваҫҫа Аниҫҫи пултарулӑхне кӑтартса паракан стендсемпе, кӗнеке куравӗпе, ҫамрӑк алӑстисен тӗрӗ-эрешӗпе паллаштарчӗ.
2008 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэми — тӗнче литература классикин шедеврӗ» ятпа регионсен хушшинчи наукӑпа практика конференцийӗ иртет.
Конференцинче сӳтсе явма палӑртнӑ ыйтусем:
- литературоведенири Нарспиана;
- «Нарспи» поэмӑн жанр хӑйне евӗрлӗхӗ;
- «Нарспи» поэмӑри кӑмӑл-сипет, философи тата психологи ыйтӑвӗсем;
- Нарспи сӑнарӗн паянхи кунри философиллӗ ӑнлантарӑвӗ;
- «Нарспи» поэма тата ӳнер искусстви;
- «Нарспи» тата театр;
- «Нарспи» поэмӑна шкулта вӗрентесси;
- «Нарспи» тата музыка искусстви;
- «Нарспи» поэмӑн илемлӗ чӗлхин хӑйне евӗрлӗхӗ.
Конференцире тухса калаҫас кӑмӑллисен доклад темисене тата тезисӗсене нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ҫак электронлӑ адрессемпе ямалла: vitrod1@yandex.ru, chuvfil@chuvsu.ru, alb-myshkina@yandex.ru
Конференци материалӗсем тӑрӑх «Паянхи Нарспиана: пӗтӗмлетӳсемпе малашлӑх» ятпа ӑстӑлӑх статйисен пуххине кӑларма палӑртнӑ.
Иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 15-мӗшӗнче Ухман вӑтам шкулӗнче савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ — шкула уҫнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ-ҫке!
Мероприяти шкул спортзалӗнче иртрӗ. Халӗ шкул директорӗ вырӑнӗнче Борисова Маргарита Андреевна ӗҫлет. Вӑл пухӑннӑ хӑнасене шкул историне каласа пачӗ. Шкула 1872 ҫулта уҫнӑ, вӑл Алексей салтак ҫуртӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Ачасен пӗрремӗш вӗрентекенӗ Ҫӳрпӳ гимназийенчен вӗренсе тухнӑ Агрепина Андреевна Андреева пулнӑ. Малтанхи ҫулта шкулта 24 ача вӗреннӗ пулнӑ (вӗсенчен 4 — хӗрача). 1899 ҫулта ялта чиркӳ туса лартсан чиркӳ прихучӗн шкулне уҫнӑ. Ачасене кунта вырӑнти тиек вӗрентнӗ пирки вӗренес текенсем сахал пулнӑ — шкула хупма тивнӗ. 1905-1907 ҫулсенче икӗ шкула пӗрлештернӗ. 1934 ҫулта шкулта 7 ҫул вӗрентме пуҫланӑ, 1961 ҫултанпа вара вӑтам шкул шайне хӑпартнӑ.
Маргарита Андреевна ҫавӑн пекех шкулӑн юлашки ҫулсенчи ҫитӗнӗвӗсем пирки, вӗренсе тухнӑ паллӑ ҫынсем пирки те каласа пачӗ. Канаш районӗн ӗҫӗсене ертсе пыракан Григорий Петрович Петров та тухса ӑшӑ сӑмахсем каларӗ, шкула интереслӗ кӗнекесем парнелерӗ.
Мероприяти шкул ачисемпе вӗрентевҫӗсем тата шкултан вӗренсе тухнӑскерсем хатӗрленӗ концертпа вӗҫленчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |