Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Мухтаннӑ сунарҫӑ мулкачӑ тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: мероприятисем

Кӳршӗре

Хусанта Хальхи ӳнер галерейин графика залӗнче пӗтӗм тӗнчери поэтсен «Юлташсен ҫурчӗ» мини-фестиваль иртӗ. Унта Норвегири, Швецири, Шотландири поэтсем, славян филологсем, тӑлмачӑсем, хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти тата Шупашкарти Геннадий Айхипе ҫыхӑнӑ поэтсемпе ӳнерҫӗсем хутшӑнӗҫ.

Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Енре те мероприяти сахал мар иртнӗ. Хусанта иртекен мини-фестиваль ятне Айхин пӗр сӑввин ятне кӑларнӑ. Унта Айхин сӑввисем, тӗрлӗ чӗлхене куҫарнӑ сӑввисем янӑрӗҫ. Вӗсене Питер Франс, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс куҫаруҫӑсем вулӗҫ. Геннадий Айхин «Ултӑ сӑвӑ» кӗнекине хӑтлӗҫ.

 

Культура

Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче Пӗтӗм тӗнчери ҫыравҫӑсен кунне халалланӑ мероприяти иртнӗ. Ҫак куна кашни ҫул пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ. Ӑна паллӑ тумашкӑн халӑхсем хушшинчи ПЕН-клубӑн 48-мӗш конгресӗнче йышӑннӑ. Вӑл 1986 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 12–18-мӗшӗсенче иртнӗ.

Паллах, Чӑваш Енре те ҫак куна уявламасӑр иртмен. Музее пухӑннисем пурнӑҫран уйрӑлнӑ поэтсене аса илнӗ, хальхи чӑваш литератури пирки калаҫнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Иосиф Дмитриев халӑх йӑли-йӗрки пирки каласа кӑтартнӑ. Мероприяти кӑсӑклӑ иртнӗ. Уяв каҫӗнче арҫынсен хорӗ чӑваш юррисене шӑрантарнӑ. Ҫавӑн пекех Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисем янӑранӑ.

 

Персона П. Хусанкай вилтӑпри умӗнче / Н. Плотников тунӑ сӑн
П. Хусанкай вилтӑпри умӗнче / Н. Плотников тунӑ сӑн

Ӗнер, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарти Б.Хмелницкий урамӗнчи ҫӑвара вырнаҫнӑ вилтӑпри умӗнче чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫине, пултаруллӑ поэтне Петӗр Хусанкая аса илчӗҫ. Пухӑннисем хушшинче Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Николай Плотников, Владимир Степанов, Александр Кузнецов, Владимир Милютин тата ыттисем пулчӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑҫал ачасем те килчӗҫ — вӗсем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Владимир Васильевич Степанов иртнӗ ҫулсенче кам килнине палӑртрӗ, вӑл вӑхӑтсенче ҫанталӑк епле пулни пирки те пӗлтерчӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ 2014 ҫула Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗлӗхпе кӗрет — пирӗн сайтра малашне республикӑра е ун тулашӗнче пулмалли мероприятисемпе паллашма май пулӗ. Вӑл пайӑн кӗске вариантне эсир сылтӑм юпара тупма пултаратӑр, туллине вара ятарлӑ страницӑра вырнаҫтартӑмӑр (каҫӑ пур — кӗрсе пӑхӑр).

Хальлӗхе (ҫак хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра) эпир Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар тата Канаш районӗсенчи мероприятисене кӗртрӗмӗр. Ҫавӑн пекех Чуллӑ Ҫырти концерт пирки, тата К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗпе Ҫӗҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнчи репертуара вырнаҫтартӑмӑр (хальлӗхе — пуҫламӑшне ҫеҫ-ха, туллин каярах кӗртӗпӗр). Тӳрех каласа хӑварас килет: район сайчӗсенче ку тӗлӗшпе информацие тӗрлӗ шайра кӗртнӗ. Енчен те Элӗк, Канаш тата Улатӑр районӗсенчисенче нумай пулсан, ыттисенче — сахалрах. Уйрӑмах Вӑрнар районӗн сайчӗ чухӑн пулчӗ — курӑмлӑ пайра нимӗн те ҫуккипе пӗрех (ҫав шутрах унта информаци пурри туйӑнать, анчах вӗсем темшӗн кунӗ иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ палӑраҫҫӗ).

Малалла...

 

П. Хусанкай вил тӑпри умӗнче
П. Хусанкай вил тӑпри умӗнче

Паянхи кун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Ҫак куна асра тытса йӑлана кӗнӗ йӗркепе унӑн вилтӑпри умӗнче йышлах мар халӑх пухӑнчӗ, поэта аса илчӗ. Вӗсен хушшинче Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Алексей Иванов-Сӗрмек, Арсений Тарасов, Николай Плотников, Ирина Софронова тата ыттисем пулчӗҫ.

Чи малтанах Владимир Васильевич Степанов иртнӗ ҫулсенче кам килнине палӑртрӗ, вӑл вӑхӑтри ҫанталӑк пирки те пӗлтерме манмарӗ. Пухӑннӑ ҫыравҫӑсем, чӗлхеҫӗсем тата халӑхшӑн вӑй парса ӗҫлекенсем Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗҫ, унӑн пурнӑҫне аса илчӗҫ.

Ҫак куна малашне те палӑртасси пирки калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн мероприяти вӗҫленчӗ.

 

Паян, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитрӗ.

Тӗп уяв ыран, тунтикун, литература музейӗнче 14 сехетре иртӗ, паян вара Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ ҫӑва ҫинче поэтӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума Вера Кузьминична Кузьмина, Алексей Иванов-Сӗрмек, Владимир Васильевич Степанов, Владимир Аркадьевич Милютин тата Николай Алексеевич Плотников ҫитрӗҫ. Петӗр Хусанкая асӑнчӗҫ, унан сӑввисене сасӑпа вуларӗҫ.

Тепӗр ҫул та пӗрле палӑртма калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн пухӑннӑ ушкӑн саланчӗ.

 

Раҫҫейре «Вилӗме ӑҫта сутнине пӗлтер» акци пырать. Унта Чӑваш ен те хутшӑнать. Унӑн тӗллевӗ наркотиксене хирӗҫ кӗрешес ӗҫе ҫынсене явӑҫтарасси. Ҫавна май талӑкӗпех шанӑҫ телефонӗсем ӗҫлеҫҫӗ.

Наркотиксене ӑҫта сутнине 23-01-00 е 23-01-06 номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать. Унсӑр пуҫне Республикӑри наркологи диспансерӗ те шӑнкӑравсем йышӑнать. 62-63-63 е 58-03-84 телефонсемпе тухтӑрсенчен сӗнӳ-канаш ыйтма май пур.

 

Петӗр Хусанкай палӑкӗ патӗнче
Петӗр Хусанкай палӑкӗ патӗнче

Паянхи кун, кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӗн чаплӑ сӑвӑҫи, пултаруллӑ поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ. Ку 104 ҫул каялла пулнӑ.

Ҫак куна асра тытса паян Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑвара поэтӑн вил тӑпри умӗнче Петӗр Хусанкая аса илчӗҫ, унӑн ҫуралнӑ кунне палӑртрӗҫ. Сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑр Атнер Петрович Хусанкай, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Владимир Аркадьевич Милютин, Владимир Васильевич Степанов тата Николай Алексеевич Плотников масара ҫитсе палӑка тасатрӗҫ, Петӗр Хусанкайӑн магнитофон ҫине ҫырса илнӗ сассине итлерӗҫ, унӑн сӑввисене вуларӗҫ.

Малалла мероприяти «Ингури» кафере иртрӗ. Кунта поэтӑн чылай сӑввипе паллашрӗҫ, «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине вара ушкӑнпа черетӗн вуларӗҫ.

Тепӗр ҫул та ҫапла май ҫак куна палӑртма калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн мероприяти вӗҫленчӗ.

 

Сӑнсем (11), Курмасем (2)

Малалла...

 

Ю.Н. Исаев сӑмах калать
Ю.Н. Исаев сӑмах калать

Шӑматкун, авӑнӑн 18-мӗшӗнче, К.В.Иванов ячӗллӗ чӑваш академи драма театрӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне йӗркеленӗренпе 80 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ.

Института чыслама хаклӑ хӑна чылай килнӗччӗ — Чӑваш Республикин тӗрлӗ министерствисенчен, кӳршӗри ӑслӑлӑх тата вӗренӳ институчӗсенчен пурччӗ. Ют патшалӑхран килнисем те театр залӗнче ларатчӗҫ — вӗсем те хӑйсен салам сӑмахӗсене каларӗҫ. Паллах, чӑваш халӑхӗн интелеггенцийӗсӗр, студентсемсӗр мероприяти иртмерӗ — интитута сума суса ӗнтӗ, вӗсем нумайӑн пухӑннӑччӗ, залра пушӑ вырӑн ҫуккипе пӗрехччӗ.

Юрий Николаевич Исаев, институт директорӗ, чи малтан кӗскен ӑслӑлӑх учрежденийӗн кун-ҫулӗпе, унӑн ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ. Институт 80 ҫул тултарнӑ ятпа министерствӑсенчен килнӗ хӑнасем тухса сӑмах каларӗҫ, пӗлӳ учрежденийӗнче ӗҫлекенсене тӗрлӗ парнесемпе чысларӗҫ — Николай Иванович Егорова орден пачӗҫ, ыттисене хисеп хучӗсемпе, грамотӑсемпе, медальсемпе тивӗҫтерчӗҫ.

Малалла...

 

Аслӑ Микушкино шкулӗ
Аслӑ Микушкино шкулӗ

Самар облаҫӗн «Пехил» чӑваш культура обществи ҫирӗм ҫул ытла Самар облаҫӗн Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерствипе пӗрле чӑваш чӗлхипе литературине, культурипе йӑли-йӗркисене — Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн хаклӑран та хаклӑ еткерне сыхласа хӑварассипе ӗҫлет. Кашни ҫул ирттерекен пысӑк мероприятисен шутне ача-пӑча фольклор конкурсӗпе спартакиада кӗреҫҫӗ. И.Я.Яковлевпа К.В.Иванов ҫуралнӑ кунӗсене, Чӑваш ҫырулӑхӗн кунне, йӑлана кӗнӗ «Уяв» тӗлпулӑва халалланӑскер кӑҫал вӑл ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче вуннӑмӗш хутчен иртет.

Мероприятие вӑтам шкулсемпе вырсарни шкулӗсен 5–11 класс ачисем хутшӑнаҫҫӗ. Ача-пӑча фольклор конкурсӗпе спартакиадине Исаклински районӗнчи Аслӑ Микушкинӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта йӗркелеме палӑртнӑ.

Мероприятие ҫӗр каҫмаллипех килекенсене йӗркелекенсем хӑйсемпе пӗрле палатка, ҫывӑрмалли михӗ, ӑшӑ тумтир, апат-ҫимӗҫ, вутӑ илсе килме тата похода кайма юрӑхлӑ тӑхӑнма ыйтаҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/2869.html
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 25

1911
113
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1972
52
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1980
44
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ