Паян – Асӑнупа хурлану кунӗ. 1941 ҫулта ҫак кун нимӗҫсем Совет Союзне тапӑнса кӗнӗ.
Паян Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк умне чечексем хунӑ. Мероприятие хутшӑннӑ икӗ ҫынна медпулӑшу пама тивнӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ тата кадет шкулӗнче вӗренекен ача тӑнне ҫухатнӑ. Вӗсене васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. 89 ҫулти ветерана пульница илсе кайнӑ.
Ветеранӑн шӑрӑха пула юн пусӑмӗ хӑпарнӑ. Кадетӑн вара юн пусӑмӗ чакнӑ. Ӑна нашатырь спирчӗпе тӑна кӗртнӗ. Кайран ӑна сулхӑн вырӑна лартнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн ҫуралнӑ кунне чӑваш хастарӗсемпе палӑртасси йӑлана кӗрсе пырать. Паян та Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ хула ҫӑвинче халӑх сахал мар пухӑнчӗ. Ӑшах мар ҫанталӑка пӑхмасӑр шкул ачисем те пырса сӑвӑ чӑвашла вуласа пачӗҫ.
Чи малтанах мероприятие йӗркелекен «Самант» журналӑн редакторӗ Владимир Степанов (вӑл нумай пулмасть Никольский ячӗллӗ премие тивӗҫрӗ) ытти ҫулсемпе танлаштарса кӑтартрӗ — хӑҫан мӗнле ҫанталӑк пулнӑ, миҫен хутшӑннӑ. Ун хыҫҫӑн паллӑ сӑвӑҫа асӑнчӗҫ, унӑн сӑввисене вуларӗҫ. Мероприятие хутшӑннӑ Атнер Хусанкайӑн мӑшӑрӗ те Гажидма Домбаевна пӗр сӑвӑ вуласа пачӗ — поэтӑн вырӑсла куҫарнине.
Часах шкул ачисем те ҫитрӗҫ. Вӗрентекенӗсӗр килнӗ пулин те 6-мӗш класс хӗрачисемпе арҫын ачисем поэтӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗҫ, темиҫе сӑввине вуласа пачӗҫ.
Мероприяти пӗрле сӑн ӳкерӗннипе вӗҫленчӗ.
Паян Шӑмӑршӑ ҫӗрӗн Шупашкарта пурӑнакан хастарӗсем тӗп хуламӑрти Богдан Хмельницкий урамӗнче вырнаҫнӑ масар ҫине чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн вил тӑпри патне пухӑннӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ — прозаик ҫуралнӑранпа паян 100 ҫул ҫитни. Ҫыравҫӑна аса илме, унӑн вил тӑпри ҫине чечек хума унта пулнисенчен пӗри, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров каланӑ тӑрӑх, 100 ҫын ытла пухӑннӑ.
Пуҫтарӑннисен йышӗнче Илпек Микулайӗн паллӑ романне, «Хура ҫӑкӑра», вырӑсла куҫарнӑ Зоя Филиппова, ҫыравҫӑн ентешӗ, СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев, Шӑмӑршӑ ентешлӗхӗн ертӳҫи Светлана Яковлева, культура министрӗ пулнӑ Герольд Алексеев, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Виктор Бондарев, РСФСР тата Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Нина Григорьева тата ыттисем пулнӑ. Нина Григорьева «Хура ҫӑкӑр» роман тӑрӑх лартнӑ спектакль тӗп чӑваш театрӗн сцени ҫинче 18 ҫул ӑнӑҫлӑ пынине аса илнӗ.
Пухӑннисен умӗнче тухса калаҫнӑ Анатолий Ухтияров хӑйӗн ашшӗ Илпек Микулайӗпе тантӑш пулни, чиркӳпе прихут шкулӗнче пӗрле вӗренни, Илпек Микулайӗ яла фронт машинипе килсе кӗни асра юлни пирки каланине асӑнса хӑварнӑ.
Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнчи культура ҫуртӗнче Литературӑпа К.Иванов ҫулталӑкӗсене халалласа тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май мероприяти иртнӗ. Ҫавна май кӗнеке куравӗсем, стендсем йӗркеленӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсене жюри хакланӑ. Мероприятие Мӑнҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов уҫнӑ. Вӑл культура тытӑмӗнче 40 ытла ҫул ӗҫленӗ ӗҫ ветеранне Т.Денисовӑна тав ҫырӑвӗ панӑ. Пуҫлӑх пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗве «Мӑнҫырма ял тӑрӑхӗ» хӑтлавпа ҫирӗплетнӗ.
Унтах алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Концерт Мӑнҫырма шкулӗн вӗрентекенӗсен хорӗ юрланипе пуҫланнӑ. Унта «Ӗмӗт» фольклор ансамблӗ, «Туслӑх» драма кружокӗ, «Сцена навсегда» хореографи кружокӗ, хӗрарӑмсен «Илем» ансамблӗ, «Соловушка» ушкӑн хутшӑннӑ.
Мероприятире «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне театрализацилесе кӑтартнӑ. Куракансем те, жюри те питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ.
Сӑнсем (75)
Ҫӗрпӳ районӗнче нумаях пулмасть «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ачисем — 2014» мероприяти иртнӗ. Ӑна вырӑнти депутатсем ырланипе тата пулӑшнипе темиҫе ҫул ирттереҫҫӗ иккен.
Райадминистрацин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Казаков «ылтӑн» ачасене малашлӑха шанӑҫпа пӑхма, ӑнӑҫу, мӗнпур ырӑ шухӑш-ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме суннӑ.
«Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн стипендиачӗсем» номинаципе шкулта вӗренекен 47 ачана чысланӑ. Ку укҫана район администрацийӗн пуҫлӑхӗн стипендийӗ шутланать. Ачасене ытти номинаципе те палӑртнӑ: «Ҫӗрпӳ районӗн ылтӑн ӑслӑ арҫын ачипе хӗрачи», «Ылтӑн спортсмен», «Шкулти ылтӑн сасӑ», «Шкулти ылтӑн чӗре», «Тепрсихорӑн ылтӑн ури», «Ылтӑн ертсе пыракансем».
Ылтӑн шутне спортра, вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, пултарулӑхра талпӑнуллисене, район чысне тивӗҫлипе хӳтӗлекен арҫын ачасемпе хӗрачасем кӗреҫҫӗ.
Паллӑ чӑваш сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫут тӗнчене 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче килнӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх унӑн вил тӑпри умне чӑваш халӑхӗн хастар ҫыннисем кӑҫал та пухӑнчӗҫ.
Мероприятие «Самант» журналӑн редакторӗ Владимир Степанов хатӗрленӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл иртнӗ ҫулсенче асӑну епле иртнине пӗлтерчӗ — хӑш ҫулхине ҫанталӑк мӗнле пулнӑ, миҫе ҫын тата кам-кам килнӗ. Кӑҫал пӗлтӗрхипе танлаштарсан йыш пысӑкччӗ — Антер Хусанкайпа унӑн арӑмӗ Гажидма Домбаевна, Владимир Милютин, Виталий Станьял, Алексей Сӗрмек, Геннадий Дегтярёв, Ирина Кириллова, Александр Кузнецов тата ыттисем. Пухӑннисем патне Надежда Иванова та шӑнкӑравларӗ — вӗренӳ институтне пӗлӳ ӳстерме пынӑ Канаш районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем те ҫав самантра ура ҫине тӑрса поэта асӑнни пирки пӗлтерчӗ.
Пухӑннӑ халӑх палӑк умӗнче Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗ, паллӑ сӑвӑҫӑн пурнӑҫне тата ӗҫӗ-хӗлне аса илчӗ. Мероприяти чечек хунипе тата пӗрлехи сӑн ӳкернипе вӗҫленчӗ.
Юпа уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ют чӗлхе факультетӗнче чӗлхесен Пӗтӗм тӗнчери XIX фестивалӗ пулӗ.
Юпан 25-мӗшӗнче 14 сехетре фестиваль уҫӑлӗ, 15 сехет те 30 минутра чӗлхесен хӑтлавӗ иртӗ.
Тепӗр кунхине, юпан 26-мӗшӗнче, 14 сехетре чӗлхесен хӑтлавӗ иртӗ, 15 сехет те 30 минутра концерт пулӗ.
Тӗплӗнрех пӗлес тесен 23-02-03 номерпе шӑнкӑравламалла.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта «Спорт бульварӗ» иртнӗ. Унта Патшалӑх Думин депутачӗ, боксер Николай Валуев ҫитсе курнӑ.
Николай Валуевсӑр пуҫне унта Александр Карелин спортсмен та пулнӑ. Карл Маркс урамӗнче спорт федерацийӗсем тата ассоциацийӗсем ӗҫленӗ. Унта сценӑсем, рингсем, катоксем, лапамсем хатӗрленӗ. Спортсменсем уяв тумӗ тӑхӑнса хӑнасене тем те пӗрпе савӑнтарнӑ.
Кашниех хӑйӗн валли вӑйӑ суйлама пултарнӑ. Пӗрисем — шашкӑлла, теприсем шахматла вылянӑ. Теприсем дротик ывӑтнӑ, ташланӑ, юрланӑ. Чылайӑшӗ икерчӗпе сӑйланӑ.
Кӗҫнерникун Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш элчисем: Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков, республикӑн культура министрӗ Вадим ефимов тата Культура программисен республикӑри дирекцийӗн пуҫлӑхӗ Максим Матросов — пулнӑ. Унта вӗсем асӑннӑ ҫуртӑн пуҫлӑхӗпе Николай Комаровпа тата унӑн ҫумӗпе Александр Пономарьпе курнӑҫнӑ.
Мускаври национальноҫсен ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Тулли праваллӑ элчелӗхӗпе, ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнакан чӑвашсен ентешлӗхӗсемпе: Чӑваш культурин обществипе, Мускаври чӑвашсен наципе культура автономийӗпе тата «Тӑван ҫӗршывӗн ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗн Чӑваш Енрен тухнӑ ҫар ҫыннисемпе — тачӑ ҫыхӑну тытать-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗ пӗлтерет. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче элчелӗхпе асӑннӑ ҫурт килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ те алӑ пуснӑ.
Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Мускавра пулнӑ май Чӑваш Енӗн культура министрӗ Мускаври национальноҫсен ҫурчӗпе тата унӑн ертӳҫисемпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Тӗлпулура пӗрлехи мероприятисем ирттересси пирки сӳтсе явнӑ.
Тӗрӗссипе, чылай мероприяти ахаль те йӑлана кӗнине палӑртма кӑмӑллӑ.
Чӑвашсен паллӑ поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускаври халӑхсен хушшинчи музыка ҫуртӗнче Алексей Айхин ансамблӗ, Покров ансамблӗ тата Ad Libitum оркестр Алексей Айхин «Поклон Пению» хайлавне юрлӗҫ. Вӑл — Геннадий Айхин сӑвӑсен ярӑмӗ.
Мероприяти 19 сехетре пуҫланать. Адресӗ: Мускав хули, Космодамианск кӳлмекӗ, 52-мӗш ҫурт.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |