Тунтикун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Гуманитари институчӗн вулав залӗнче «Аннене анне тееҫҫӗ» кино куравӗ иртрӗ. Ӳнер тӗпчевҫисем, литература тиркевҫисем, журналистсемпе ҫыравҫӑсем, артистсем хутшӑнчӗҫ. Фильма пысӑк экран ҫинче кӑтартрӗҫ.
Курав хыҫҫӑн кинона сӳтсе яврӗҫ. Алексей Трофимов ӑсчах фильмра театр, телесериалсен витӗмӗ сисӗннине палӑртрӗ. Малашне натурализмран (сӑмахран кино пуҫламӑшӗнче «юрату» сценине пурнӑҫри пек кӑтартнӑ), фольклоризмран хӑтӑлма сӗнчӗ. Михаил Кондратьев музыковед фильмра усӑ курнӑ музыка чӑвашла марришӗн ӳпкелерӗ. Атнер Хусанкай кинора калаҫу нумаййи, малашне ытларах ҫутҫанталӑк пулӑмӗсене кӗртмелли пирки каларӗ. Фильмӑн режиссёрӗ ҫак сӗнӳсем питӗ вырӑнлӑ пулнине палӑртрӗ.
Виталий Родионов кино чӗлхи чӑн чӑвашла пулса тухнине пӗлтерчӗ. «Хӑш пӗр вырӑнсенче куҫҫулӗ кӑларма пултарчӗ ку кино» — терӗ вӑл. Альбина Любимова та ҫак шухӑшах ҫирӗплетрӗ. «Фильмри ӗҫсем пирӗн ялта пулса иртнӗ пекех туйӑнать» — терӗ сӑвӑҫ.
Кино сӳтсе явнӑ май ӳнер тӗпчевҫисемпе литература тиркевҫисем хушшинче тавлашу сиксе тухрӗ. Тӗпчевҫӗсем кино тӗнчери стандартсене тивӗҫтермелле тесе шутлаҫҫӗ. Тиркевҫӗсем вара пач урӑхла, фильм чи малтанах чӑваш халӑхне юрӑхлӑ пулмалла теҫҫӗ. Пурте пӗр шухӑшпа килӗшрӗҫ — фильмсене нумайрах ӳкермелле.